Студент пурнăçĕ - чи хаваслă вăхăт
Январĕн 25-мĕшĕ - Татьянăсен кунĕ. Çавăн пекех çак кун студентсем те хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Студент тесенех куç умне çамрăклăх тухса тăрать. Çавăнпа та аслă ăру студент пурнăçне яланах кăмăллăн аса илет, ăна чи илемлĕ вăхăт тесе хак парать.
Студент çулĕсем вĕсем яланах хаваслă та интереслĕ иртеççĕ. Пĕрремĕш сесси, пĕрремĕш практика... «Общежитире пурăнса курман - студент пулман», «Пĕрремĕш сесси тытман – студент мар» тенисем халĕ те асрах. Чи кăсăкли вара, сесси вăхăтĕнче зачеткăна уçă чÿречерен кăларса: «Халява, ловись!», - тесе кăшкăрни экзаменра чăнахах та пулăшать-ши е хăш-пĕр предметпа «автоматом» лайăх паллă илме май парать? Кăна вара студентсем кăна пĕлеççĕ. Студент пулса курнă яш-кĕрĕмпе хĕр упраçшăн çав вăхăтсем яланлăхах асра юлĕç. Çакна Элĕкри тĕп больницăра практика ирттерекен Дмитрий Кузьминпа Анастасия Павлова та çирĕплетеççĕ. Çамрăк чухне пĕтĕм тĕнче, пĕтĕм пурнăç ыррăн, илемлĕн курăнать-çке.
Студент çулĕсем - чи çутă ĕмĕт-тĕллевпе хăюллă шухăшсен тапхăрĕ. Ку чухне пурнăç принципĕсем те йĕркеленеççĕ. Студент чухне çуралнă туслăх малашлăхра ĕçри хутшăнусене те çирĕплетме пултарнине палăртаççĕ Димăпа Настя. Вĕсем иккĕшĕ те терапи уйрăмĕнче практика ирттереççĕ.
Дмитрий Кузьмин Кĕçĕн Тăван ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тавăт шкулĕнче вĕреннĕ чухнех вăл экзаменсене ăнăçлă тытса медицина енĕпе аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленнĕ. Асламăшĕ те, Раиса Варламовна, мăнукĕ çине витĕм кÿнех. Вăл ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче чылай çул ĕçленĕ. Виççĕмĕш курс студенчĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче ăс пухать, «Сиплев ĕçĕ» специальнăçа алла илет.
- Тухтăр - уйрăм категорири çын. Унăн хăйĕн психологийĕ, тавракурăмĕ. Шурă халат тăхăннипех тухтăр пулаймастăн. Теорие практикăра та лайăх çирĕплетсе памалла. Ку чухне вара тăрăшса вĕренмелле, кĕнекепе туслă пулмалла, преподаватель каланине тимлĕ итлемелле. Çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕ пирĕн алăра-çке. Çакна тĕпе хумалла та, - шухăшне пĕлтерчĕ Дмитрий.
Çамрăк пĕрремĕш курсранах терапи уйрăмĕнче практика ирттерет. Килĕшет ăна кунта. Вăл хальхинче процедура пÿлĕмĕнче яваплă. Укол тума йывăрах маррине палăртать, система яма вара хумхануллă пулнине каларĕ. Венăсене шыраса тупса тĕрĕс юн илме е система яма опыт та кирлĕ. Çавăнпа та вăл хăйĕн çинче система яма вĕреннине каласа пачĕ.
- Практика пуçлансанах пирĕнпе, студентсемпе, инструктаж ирттерчĕç, терапи уйрăмĕнчи ĕç сыхлавĕпе паллаштарчĕç. Процедура медсестрин ĕçне сăнаса ăна пулăшсах пыма тăрăшатăп. Малашне хамăн та йывăр процедурăсене пурнăçламаллине шута илетĕп, çавăнпа та тимлĕ пулмаллине асра тытатăп. Паллах, пуян опыт пухнă медицина сестрисем пире пулăшса тата хавхалантарса тăраççĕ, - палăртать Дмитрий.
Каччă аслă вĕренÿ заведенийĕнче тĕллевлĕ майпа вĕренет. Çавăнпа та алла диплом илсен унăн районти тĕп больницăна ĕçлеме килмеллине пĕлтерет.
- Ман шутпа, студентлăх - пурнăçăн чи хаваслă тапхăрĕсенчен пĕри. Çав вăхăтра эпир профессие алла илетпĕр. Çапах та маншăн ку вĕренÿпе занятисем кăна мар, пĕр шухăшлă çынсемпе тата юлташсемпе пĕрле вăхăта интереслĕ ирттерни те, пĕр çемьене пĕрлешсе кирек епле пуçарусенче пулăшма хатĕр пулни те, - каласа парать Дмитрий Кузьмин.
Анастасия Павлова та медицинăна ахальтен лекмен. Унăн асламăшĕ Людмила Аверкиевна инфекци уйрăмĕнче медсестра пулса чылай çул вăй хунă, тăрăшулăхпа палăрнă.
- Асанне пурăннă чухне унран пулăшу ыйтакансем нумайччĕ. Вăл никама та хирĕçлемен. Мăнуксенчен пĕри те пулин медицина енĕпе вĕренме кайĕ-ши тесе час-часах калатчĕ. Хамăн та мĕн ачаран медицина ĕçченĕ пулас килетчĕ. Çавăнпа та пĕр шутласа тăмасăрах медколледжа вĕренме кĕтĕм. Шăпах унта медицинăри пирвайхи утăмсене турăм. Вĕренÿ практикине Шупашкарти тĕрлĕ сывату учрежденийĕсенче, кардиологи тата терапи уйрăмĕсенче, ирттертĕм, - пĕлтерет хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче ăс пухакан студентка. Анастасия Павлова университетра пултарулăха аталантармалли темĕн чухлине палăртать. Пĕрмай вĕренни, зачетсемпе экзаменсене хатĕрленни кирлĕ паллах. Апла пулин те тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса тавракурăма анлăлатни та паха ен пулнине асăнать. Хастар хĕр юлташĕсемпе кинона е концерта кайма та вăхăт тупать. Студентсен талăкра 24 сехет çеç мар пулĕ, ытларах та.
Вăл та, Дима пекех, уколсене хăй çинче тума хăнăхнине пĕлтерет. «Сиплев ĕçĕ» специальнăçа алла илекен иккĕмĕш курс студентки тĕп больницăра палата медсестрине пулăшаканĕ. Вăл тухтăрсемпе тата медсестрасемпе пĕрле чирлисене обход та тăвать. Шăпах ун чухне вăл хăйне малашлăхра мĕн кирлине ăша хывать, документаци ĕçне мĕнле пурнăçламаллине те вĕренет.
- Терапи уйрăмĕнче ытларах ватăсем сывлăха çирĕплетнине палăртмалла. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни те, ăшă сăмах каласа йăпатни те вырăнлă. Хам çуралса ÿснĕ тăрăхра практика ирттерме май килни савăнтарать. Кунта пурте тăвансем пек туйăнаççĕ. Тухтăрсем те, медицина сестрисем те кирлĕ сĕнÿсем парса пулăшса пыраççĕ, - хавхаланса каласа парать Настя.
Практикантсем студент çулĕсем питĕ интереслĕ вăхăт пулнине пĕлтереççĕ. Çĕнĕ тĕлпулусем, интереслĕ çынсем, пысăк опыт пухнă медицина ĕçченĕсемпе паллашни. Паллах, йывăрлăхсемсĕр те пулмасть. Çамрăксен малаллах ăнтăлмалла. Настьăпа Дима йывăрлăхсем çынна çирĕпрех пулма çеç пулăшнине тата студент пурнăçĕ ытларах хăвăнтан килнине калаççĕ.
Практикантсем больницăна тулли кăмăлпа килеççĕ. Çынсене сыватма пулăшасси, опыт пухасси вĕсемшĕн малти вырăнта. Вĕренсе пĕтерсен кунта юлма та хирĕç мар вĕсем.
Вера НИКИФОРОВА.