Шурă юрĕ çурĕ-çурĕ, таврана шап-шурă турĕ, савăнаççĕ ачасем, аслисемпе çамрăксем.

Чăнах та, мамăк пек кăпăшка юр пурне те савăнтарать. Хĕл кунĕсенче вăл кашни çыншăн савăнмалли сăлтавсенчен чи юратни пулса тăрать. Çавăнпах Раççейре тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Пĕтĕм тĕнчери Юр кунне паллă тăваççĕ.

Пирĕн район та асăннă мероприятие хутшăнчĕ. Январĕн 21-мĕшĕнче «Хĕлхем» спорт комплексĕн катокĕ çинче шорт-трек енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Кунта шкулта вĕренекенсем конькипе ярăнассипе ăмăртрĕç. Шорт-трек - хоккей площадкине пысăк хăвăртлăхпа чупса тухни. Çак спорт тĕсĕ Канадăра çуралнă.

Асăннă уявпа килĕшÿллĕн районти шкулсенче тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсем 110-550 метр дистанцисенче конькипе ăмăртрĕç. Шкул çулне çитменнисем те пăр çинче хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхрĕç. Аслисем хыççăн коньки çине тăрса вĕл те вĕл кăна ярăнчĕç. Шкул сакки çинчисем те пĕринчен-тепри хăвăртрах ярăнма пултарнине кăтартрĕç. Юлашкинчен вара çĕнтерÿçĕсемпе призĕрсем медальсемпе парнесене тивĕçрĕç. 

Яндекс.Метрика