Сывлăхран хакли нимĕн те çук
Сывă пулни - телей. Ăнăçлăхĕ хамăртан та килет тетпĕр. Кунта, паллах, районти сывлăх сыхлавĕн тÿпи те пĕчĕк мар. Çак тытăмри организацисем пĕрремĕш кварталта мĕнле ĕçлесе пынă-ха? Шăпах çавăн çинчен калаçу пычĕ те район больницин тĕп врачĕпе Валерий Егоровпа.
- Валерий Геннадьевич, чи малтанах пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле кĕскен те пулин палăртăр-ха.
- Хамăр пăхса тăракан территори, çынсем çинчен сăмах пуçарам-ха. Элĕк енре пурĕ 115 ял шутланать. Вĕсенче 15 пин ытла çын пурăнать. Çав шутран аслă çулхисем 12430 (81,8 процент) çын, 17 çула çитичченхи ачасем - 2813 (18,5), вăйпитти çынсем - 7893 (51,9), ĕçлекеннисем - 3747 (24,6 процент).
2019 çулхи январьтен стационар пулăшăвне 44 койка тата кăнтăрлахи 10 койка çинче панă. Районти тĕп больница тытă- мĕнче врач амбулаторийĕсем 6. Вĕсенче кăнтăрлахи стационарта 16 койка. Çавăн пекех фельдшер-акушер пункчĕсем 16 шутланаççĕ. Поликлиника сменăра 450 çынна йышăнма пултарать. Пĕтĕмĕшле койка фончĕ - 70. 10 пин çын пуçне илсен, больница койкисемпе тивĕçтересси 45,4-па танлашать. Районта 42 врач ĕçлет. Çав шутран Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем 6 - поликлиника заведующийĕ В.Архипова, А.Иванов онколог, инфекци уйрăмĕн ертÿçи Ю.Мулюкова, стоматологи уйрăмĕн заведующийĕ Т.Озерова, И.Михайлова невролог, терапи уйрăмĕн заведующийĕ С.Иванова. Чи аслă категориллисем - 4 (9,5 процент). 10 пин çын пуçне илсен, 27,6 врач тивет. Врач умĕнхи медицина пулăшăвĕ парассипе вăтам медицина ĕçченĕсем 112-ĕн вăй хураççĕ. Ку хисепрен чи пысăк категориллисем 84 (75 процент), пĕрремĕшсем - 9 (8 процент), иккĕмĕш категориллисем 3 (2,6 процент). 10 пин çын пуçне илсен, вăтам медицина ĕçченĕсем 73,7 тивет.
- Амбулаторипе поликлиника служби çинчен те каласа парсамăр? Кăтартусем мĕн çинчен калаççĕ?
- Ку енĕпе нумай тĕрлĕ пулăшу паратпăр - пĕтĕмпе 22 специальноçпа. Амбулаторипе поликлиника пулăшăвĕ парас енĕпе патшалăх заданине 39,8 процент, стационара улăштарассипе - 30, талăкĕпех стационар пулăшăвĕ парассипе 24,7 процент.
- Медицинăпа демографи лару-тăрăвĕ тата мĕнлерех-ши?
- Иртнĕ кварталта ача çураласси 23,5 процент чакнă пулсан, вилесси 28 процент ÿснĕ. пурнăçран уйрăлнисен тытăмĕнче пĕрремĕш вырăнта - юн çаврăнăшĕн органĕсен чирĕсемпе - 41,4 процент (29 тĕслĕх), иккĕмĕш вырăнта - сусăрланнипе тата тулашри сăлтавсенчен - 15,7 процент (11 тĕслĕх), виççĕмĕш вырăнта - нерв тытăмĕн чирĕсемпе 8,5 процент (6 тĕслĕх). Вăйпитти çынсем вилесси ÿснĕ. Пурнăçăн вăтам тăршшĕ - 72 çул, çав шутран арçынсен - 62, хĕрарăмсен 82 çул. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта çын ĕмĕрĕ 2 çул ÿсни палăрчĕ.
- Çынсен сывлăхĕ чирлессин шайĕ мĕнле пулнинчен килет. Валерий Геннадьевич, ку енĕпе мĕн каланă пулăттăр?
- Пуçри юн çаврăнăшĕ япăхланнă 21 çынна регистрациленĕ (2018 çулта - 18), юн тымарĕсен уйрăмне 19 çынна (90,4 процент) вырнаçтарнă, районти тĕп больницăна - 2 çынна (9,5 процент). Шел пулин те, 7 çын пурнăçран уйрăлнă, 2018 çулта - 6 çын. Пуçри синдром енĕпе 4 çын чирленĕ, 3-шне юн тымарĕсен уйрăмне ăсатнă, пĕрне вырăнта сипленĕ, 1 çын вилнĕ. Чирленипе вăхăтлăх ĕçлейменнисен шучĕ ÿснĕ, çав вăхăтрах больница хучĕпе ларас вăхăт пĕчĕкленнĕ. Пĕрремĕш хут инвалида тухакансен кăтартăвĕ ÿснĕ. Иртнĕ виçĕ уйăхра пĕрремĕш хут инвалид тесе палăртнисем 26-ăн пулнă (2018 çулта 19 çын), çав шутран вăйпиттисем - 8 çын.
Социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсене илсен, шыçăпа чирлекенсем ÿсни паллă, туберкулез енĕпе вара кăтарту лайăхланнă. Аслă çулхисене флюорографи тĕпчевĕ енĕпе 18,4 процент явăçтарнă.
- Амăшĕсене тата ачасене сыхлассипе уйрăм ĕçсем туни паллă.
- Çапла, ку енĕпе сахал мар вăй хунине палăртмалла. Диспансеризаци тăвассине йĕркеленĕ. Педиатрсем, акушер-гинекологсем вырăнсене тухса çÿреççĕ. Йывăр çын пулнă хĕрарăмсене 12 эрнене çитиччен пăхса тăраççĕ, çавăн пекех тĕллевлĕ тĕрĕслевсем ирттересси те йăлана кĕнĕ. Стационар пулăшăвне 410 çын илнĕ. Чирлĕ çын койка çинче 7 е 8 кун пулнă. Стационарта сипленнин усси те пысăк.
- Сывлăх сыхлавĕнче профилактика пĕлтерĕшĕ пысăк. Ку енĕпе сахал мар вăй хуни те паллă ĕнтĕ.
- Чăнах та, профилактика кашни сывлăх ĕçченĕн професси ĕçĕ-хĕлĕнче питех те кирлĕ. Çавна тĕпе хурса, сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче сахăр диабечĕпе, артери гипертонийĕпе чирлисен шкулĕ ĕçлет. Çавăн пекех «Астма - шкул», «Гастрошкул», «Вăрăм ĕмĕр шкулĕ», «Инсультсен профилактикин шкулĕ» те пур. Ача-пăча, хĕрарăмсен консультацийĕсенче те уйрăм шкулсем. Пĕрремĕш кварталта 749 пациента вĕрентнĕ.
Кăçал пур тĕрлĕ диспансеризацире 5343 çыннăн пулмалла. Ку енĕпе иртнĕ виçĕ уйăхра 1716 çынна (32,1 процент) явăçтарнă. Маммографи, профилактика тĕрĕслевĕсем енĕпе уйрăм çынсем тухмалли паллă. Ку енĕпе ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Сывлăх - чи кирли, чи хакли. Çавăншăн кашнин тăрăшмалла. Сывлăх сыхлавĕн служби те яланах пурне те пулăшма хатĕр.
Елена ТИМОФЕЕВА калаçнă.