Тав хучĕпе чысланă
Чăваш Республикинче 2018 çул чăваш халăхне çутта кăларнă, Атăлçи тата Урал тăрăхĕсенче пурăнакансен вĕренÿ тытăмне йĕркеленĕ Иван Яковлевич Яковлева халалланипе иртрĕ. Кăçал вăл çуралнăранпа 170 çул çитрĕ. Çакна тĕпе хурса çулталăк тăршшĕпех Чăваш Енре тĕрлĕ мероприяти пулчĕ. Декабрĕн 6-мĕшĕнче вара Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çак ĕçе сахал мар тÿпе хывнă культурăпа искусство деятелĕсене, вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсене чысланă. Асăннă уява Элĕк районĕнчен «Хĕвел» ача садĕнче воспитательте тăрăшакан Марина Леонтьева та хутшăннă. Марина Николаевна шкул çулне çитменнисен учрежденине çÿ- рекен вĕтĕр-шакăра валли мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркипе çыхăннă уявсем йĕркеленĕ. Республикăра иртекен тĕрлĕ конкурс-фестивале явăçтарнă. Чăвашлăха упраса хăварассишĕн тăрăшакан воспитателе Чăваш Республикин Культура тата Вĕренÿ министрĕсен Тав хучĕпе чысланă.