Тăван çĕршыва юратасси ачаран пуçланать
Раççейре 2025 çула Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулĕ тесе палăртнă. Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне паллă тăватпăр. Çавна май Элĕк енре тематика мероприятийĕсем анлă иртеççĕ.
Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çулне тата Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Кунта контракт мелĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакан Дмитрий Лукин хутшăнчĕ. Вăл ачасене Тăван çĕршыва юратма чĕнсе каларĕ. Ача садĕнченех сывлăха упрама, ашшĕ-амăшне тата воспитательсене итлеме сĕнчĕ. Дмитрий Лукин 2019 çулта Питĕрти С.М.Буденный ячĕллĕ Çыхăну Çар академине пĕтернине, хăй те ачаран спортпа туслă пулнине каласа пачĕ.
Ача садне çÿрекенсем юрă-ташăпа тата сăвăпа савăнтарнисĕр пуçне хăнана хăйсен аллипе ăсталанă парнесем тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле çырнă çырусем пачĕç. Ентешĕмĕр парнесене салтаксем патне илсе çитерме тата Çĕнтерÿпе таврăнма шантарчĕ.
Çакăн пек мероприятисен пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Вĕсем çитĕнсе пыракан ăрăва Тăван çĕршыва юратма, патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшаççĕ. Çавăн пекех çĕршыв хÿтĕлевçисене сума сунине, хисепленине кăтартса параççĕ.
Вера МОРОЗОВА,
аслă воспитатель.