Тăван чĕлхене вĕрентме сехетсем çителĕксĕртерех
Республика кунĕ умĕн Çĕрпÿ районĕн Сăнав поселокĕнчи вăтам шкулта республикăри чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем пухăнчĕç. Кунта тăван чĕлхе вĕрентекенсен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени ертÿçисен «Пĕрлĕхре – вăй» регионсен форумĕ иртрĕ. Çавăн пекех унта онлайн мелĕпе Пушкăрт, Тутар Республикисенчи, Чĕмпĕр тата Пенза облаçĕ- сенчи ĕçтешсем хутшăнчĕç.
Форума Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров килсе çитрĕç. Калаçу чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре улшăнусем кĕртесси тавра пычĕ.
Форума хутшăнакансем шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентме сехетсен шутне ÿстерме ыйтрĕç. Паянхи куна эрнере ултă кун вĕренекен шкулсенчи вăтам классенче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентме 2-шер сехет уйăрнă пулсан, пилĕк кун вĕренекеннисем пĕршер сехетпе кăна çырлахаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăри шкулсенче пĕтĕмĕшле ку ĕçе мĕнлерех йĕркеленине тишкерме Вĕренÿ министерствине хушрĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи августри анлă канашлура вĕренÿ управленийĕсен ертÿçисемпе тата шкул директорĕсемпе уйрăммăн çак ыйтăва сÿтсе явассине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех вĕрентÿ ĕçне ачасемшĕн интереслĕрех йĕркелемеллине асăнса хăварчĕ.
- Шкулта кăна вĕрентни сахал, ывăл-хĕрпе килте те тăван чĕлхепе калаçмалла, - палăртрĕ Олег Алексеевич.
Пирĕн ентеш – Чăваш Енри вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ Анна Егорова тăван чĕлхене вĕрентессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене çĕклерĕ, вĕсене татса памалли çул-йĕре тишкерчĕ.
Форумра чăваш чĕлхине вĕрентессине паянхи çĕнĕ стандартсене тĕпе хурса мĕнлерех йĕркелемеллине, вĕренÿ планĕсемпе ĕç программисене хатĕрлемеллине пăхса тухрĕç. Кун евĕр форумсене çулсеренех ирттерме йышăнчĕç, ăна ытти культура мероприятийĕсемпе пуянлатмаллине палăртрĕç.
Пĕрремĕш форум та тытăмĕпе хăйне евĕр иртрĕ. Кашни районти вĕрентекенсем чăваш тумĕпе килнĕ. Ытларах вырăнти çипуçа асăрхама май килчĕ. Кунсăр пуçне ал ĕç ăстисен куравĕсем те чăвашăн пурлăх культурине туллин кăтартса пачĕç.
Элĕк район делегацийĕ те асăннă форума пысăк йышпа хутшăнчĕ. Хальхинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн специалисчĕсем хастарлăх кăтартрĕç. Ал ĕç ăстисен куравĕнче Элĕк тата Чăваш Сурăм шкулĕсенче вĕренекенсен тата Мăн Вылă библиотекин ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.
Галина ИВАНОВА,
чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсен
районти меслетлĕх пĕрлешĕвĕн ертÿçи.