Тăван кĕтесре - тракторпа
Славка ачаллах çаврăнăçуллă та вăр-варччĕ. Техника енне туртăмĕ пысăкчĕ унăн. Ашшĕ, Владимир Степанович, «хурçă ут» хуçиччĕ-çке. Вăт унран тĕслĕх илнĕ те ывăлĕ.
Пĕр-пĕр автомашина е трактор кĕрлет-и - çавăнта тем хушăрах çитсе тăнă арçын ача. Вĕсене курăнми пуличченех куçран вĕçертмен. Ашшĕпе юнашар кабинăна ларсан уйрăмах хĕпĕртенĕ Станислав. Ÿсерехпе руль умне ларасси канăç паман ăна. Йăлкăш шкулĕнче çав шухăш-ĕмĕтпех вĕреннĕ çамрăк. Хыççăн Элĕкре вăтам пĕлÿ илессишĕн тăрăшнă. Телее, кунта трактор та вĕрентнĕ.
Механизатор кăна-и - ялта водитель, электрик та кирлĕ. Çавна тĕпе хурса хастар яш Калининăри профессипе техника училищинче те вĕреннĕ, хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă. Часах тăван «Аликовский» совхоз ĕçне те кÿлĕннĕ. Ăна ДТ-75 трактор шанса панă. Çапла тинех пĕрремĕш суха касси хывать вăл. Çавăнтан пуçланнă та унăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ. Çур аки ирттермелле-и, çĕртме сухи тумалла-и - унăн агрегачĕ çĕрле те кĕрленĕ.
Ар пÿне çитсен çарта Станислав. Салтак çулĕ ăна Оренбург облаçĕнчи Тоцкие илсе çитернĕ. Кунта та техника хуçи чăваш каччи. Çар машинин водитель-механикĕ вăл. Çар тивĕçне икĕ çул тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Тăван килне чăн-чăн арçын пулса таврăннăскер каллех «хурçă ут» штурвалĕ умĕнче.
- Манăн ытларах урапаллă тракторпа ĕçлемелле пулчĕ. Фермăсене утă-улăмпа, ытти сĕтеклĕ апатпа тивĕçтересси - тĕп тĕллевччĕ. Шанăçа тÿре кăларсах пыма тăрăшрăм. Çакă вара усăсăр мар. Йăлкăшри сĕт-çу ферми, сăмахран, сĕт сăвассипе малта пыратчĕ, - терĕ Станислав Иванов.
Техникăна кирлĕ пек пăхса тăрассине тĕпе хунă вăл. Çапла МТЗ-80 трактора пĕр юсавсăр кал-кал ĕçлеттернĕ. Асăнмалăх, савăнмалăх та пур чун-чĕреллĕ арçыннăн. Пархатарлă ĕçĕпе хуçалăх хваттерне илме тивĕçнĕ Станислав Владимирович. Валентина Фадеевна мăшăрĕпе Сергей ывăлĕпе Наталия хĕрне пурнăç парнеленĕ. Халĕ мăнуксем те пур Ивановсен.
Елена ИВАНОВА.