Тавар туянакан кăмăлне туйса ĕçлеççĕ
Раççейри потребительсен кооперацийĕ кăçал хăйĕн 190-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Çулĕсемпе самай аслă пулсан та кооператорсем пурнăçпа тан утма, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе тухăçлăрах ĕçлеме тăрăшаççĕ. Шăпах вĕсем ял территорийĕсен аталанăвне пысăк тÿпе хываканĕсем пулса тăнине пĕр ÿстермесĕрех калама пулать. Ял çыннин ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе кулленех тимлеççĕ-çке вĕсем.
Çакна эпир юнкун Чăваш Енри потребительсен обществин Нурăсри райповĕнче пулса курнă хыççăн çирĕплетсе калама пултаратпăр. Кăçал республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем çулсерен иртекен семинара Вăрнар тăрăхне пуçтарăнчĕç. Аса илтеретĕп, Чăваш Енри журналистсем валли кашни çулах семинар-канашлу иртет. Ăна йĕркелекенĕсем Чăвашпотребсоюз, Цифра министерстви тата регионти журналистсен Союзĕ. Кăçал вăл 21-мĕш хут иртрĕ. Нурăсри потребительсен обществин Канашĕн председателĕ Венера Николаева хăнасене Нурăсри «Çавал» кафен банкет залĕнче кĕтсе илчĕ. Çул юппинче вырнаçнăскере салара час-часах пулакансем аванах пĕлме кирлĕ. Пĕрре кăна апатланман пулĕ-ха кунта. Нумаях пулмасть вара ку кафере пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Халĕ вара хăтлă та пысăк пÿлĕмсенче çемье уявĕсем ирттерме те майсем туса параççĕ. Апатлану предприятийĕнче ырă улшăнусем пулнине хăнасем те палăртрĕç. Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов тата ыттисем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç, çавăн пекех кафе умĕнчи лапама та хăтлăх кĕртмеллине палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Владимирович район çыннисен пăшăрханăвне те каласа хăварчĕ - Нурăсри вокзала ĕçлеттерсе ярасси. Тĕрĕссипе, ку ыйту Вăрнарсене кăна мар, çывăхри районсенче пурăнакансене те пăшăрхантарни паллă.
Ĕçлĕ çул çул çÿрев вăхăтĕнче семинара хутшăнакансем райпо тытăмĕнчи аптекăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Районта кун евĕр аптекăсем пĕтĕмпе тăваттă шутланаççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр кăна уçăлнăскерĕнче çĕнĕлĕхе те çăмăллăнах пурнăçа кĕртеççĕ, Интернет пулăшăвĕпе усă курса çынсем хаваспах apteka.ru сайт урлă хăйсене кирлĕ эмелсене саккас пама пултараççĕ.
Вырăнти потребительсен обществисем тавар туянакансен кăмăлне мĕнле çавăрма пултараççĕ-ши; Паллах, хăйсем туса кăларнă продукципе. Кунта нимĕнле иккĕленÿ те çук. Акă «Нурăс» гастрономра чылай тавар хушшинче Чăваш Енре туса кăларнисене аякранах курма пулать. «Пирĕн продукт» тата «Чăваш продукчĕсене туян» тесе илемлĕн çырнисем аякранах хăйсем патне астараççĕ. Тавар туянакансем Комсомольски салинче хатĕрленĕ соксене те, Элĕксен лимонадне те, Етĕрнесен аш-какай продукчĕсене те хаваспах астивсе пăхма пултараççĕ. Продукцисем патне вăл е ку тавара хакласа сăвăласа та çырнă, тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисем пулнине палăртса Хисеп хучĕсене те вырнаçтарнă. Мĕнех тăвăн, рынок саккунĕсем çаврăнăçуллă пулма ыйтаççĕ, пахалăхлă тавар туса кăларнисĕр пуçне ăна сутма та хăнăхма тивет-çке. Çул çÿрев вăхăтĕнче çакăн çинчен тата журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравласа Нурăс райповĕн Правлени председателĕ Татьяна Иванова каласа пачĕ.
Малалли çул Кÿлхĕрри ялне илсе çитерчĕ. Кунта Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи чылай ял магазинсенчи пекех хăтлă та илемлĕ. Кулленхи таварсене çийĕнчех туянма пулать. Анчах пур ялта та магазин тытма паянхи кун çăмăлах мар. Çакна шута илсе Чăвашпотребсоюз кун пек вырăнсене графикпа килĕшÿллĕн автолавккасем çÿремелле тунă. Чăвашпотребсоюз Канашĕн ертÿçи Валерий Павлов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре пĕтĕмпе 47 автолавкка ĕçлет, вĕсенчен 15-шĕ - çĕнĕлле, вĕсенче сивĕтмĕшсем те вырнаçтарнă. «Çитес 5 çулхи аталану программине ку енĕпе пысăк тĕллевсем кĕртнĕ: çак тапхăрта кашни районта 2-3 автолавкка ĕçлемелле тумалла. Паллах, вĕсен паянхи кун ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермелле. Ку тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвне ыйтса Чăваш Енри ведомство ертÿçисем патне тухнă, ăнланулăх пур тесе калас килет», - тесе пĕлтерчĕ Валерий Михайлович.
Чăвашпотребсоюз ĕç-хĕлне куçран вĕçертместпĕр пулин те кунта кашнинче мĕн те пулин çĕннине куратăнах. Халăхра калашле, велосипед шутласа кăлармаççĕ пулин те мĕн пуррине çĕнетсе тавар туянакансене хăйсенчен уйăрмаççĕ. Çакна Нурăс райповĕн хатĕрлев пункчĕн тата Вăрнарти «Стойхозтовары» магазин ĕçĕсемпе паллашсан та асăрхарăмăр. Вырăнти çăкăр завочĕ вара пысăк калăпăшпа ĕçлемест пулин те районта пурăнакансене яланах тутлă çăкăр-батонпа тивĕçтерет. Тутлă çиме юратакансене йăлана кĕнĕ продукципе кăна мар, çĕнĕ тутă кĕртсе савăнтараççĕ. Тĕслĕхрен, кавăн хушса хатĕрленĕ çăкăр тĕсĕпе те, тутипе те самай астарать. Организмшăн мĕн тери усăллă пулнине специалистсем çирĕплетсе калама пултараççĕ. Парăнмаççĕ, конкуренци лару-тăрăвне тишкерсе çĕнĕ çул-йĕр шыраççĕ. Çакна Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи кашни райпо коллективĕ пирки каласан та йăнăш пулмĕ.
Кирек мĕнле района çитсен те муниципалитетри паллă вырăнсемпе паллашмасăр каялла таврăнни пулман. Хальхинче пире валли Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕ çумĕнчи Ĕç Мухтавĕн музейĕнче экскурси ирттерчĕç. «Август» завод ĕç-хĕлĕ çинчен нумай илтнĕ, анчах та кÿршĕлле пурăнатпăр пулин те кунти музея çитсе курман. Шел, вăхăчĕ кĕскерех пулчĕ, кашни стенчĕ умĕнче ним пăрăнми итлесе-курса тăма пулать. Тĕп вырăнта кунта ĕç çынни тăрать. Малтан та çапла пулнă, халĕ те çаплах. Ахальтен мар «Август» продукцийĕ тĕнчипе сарăлма пултарнă.
Семинар канашлу хăйĕн ĕçне шăпах заводăн акт залĕнче вĕçлерĕ. Пухăннисене Владимир Свешников директор саламларĕ. Малалла çавра сĕтел ĕçне Чăваш Енри Цифра аталанăвĕ, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина, Чăваш Енри журналистсен Союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров, РФ патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев, Центросоюз председателĕн информаци политикипе ĕçлекен советникĕ Галина Лашманова хутшăнчĕç. Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов Раççейри потребительсен общести 190 çул тултаннă ятпа саламласа кулленхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Пухăннисем малашне те пĕрле ĕçлемеллине, çивĕч ыйтусене çĕклесе çийĕнчех татса памаллине асăнчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе потребительсен обществисем çинчен çыракан журналистсемпе редакцисене чысларĕç. Çĕнтрÿçĕсен йышĕнче Элĕк район хаçачĕ те пурри савăнтарать. Пирĕн ĕçе пысăка хурса хаклани малашне тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.