Тĕп вырăнта - çынсен ырлăхĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ пĕтĕмпех çын, ун ырлăхĕ, республика пуласлăхĕ тавра йĕркеленчĕ. Экономика, социаллă политикăри ырă улшăнусемпе пĕрлех вăл гражданла пĕрлĕхе çирĕплетесси тĕпре пулнине палăртрĕ.
СВО, патриотлăх
Хăйĕн сăмахне Олег Николаев пĕрлĕх теминчен пуçларĕ. Шăпах та пĕр чăмăрта пулни çĕршыва паян усал вăйсене хирĕç çирĕппĕн тăма май парать. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçал Раççейре те, Чăваш Енре те халăхсен пĕрлĕхĕн, туслăхĕн пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма май пачĕ.
Ятарлă çар операцине пулăшас ыйту малти вырăна тухрĕ. Олег Николаев унта хутшăнакан кашни çар çыннине паттăрпа танлаштарчĕ. Çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисене шăп тăрса асăнма ыйтрĕ.
Республикăра СВО-на хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене хÿтлĕхе илме 24 миллиард ытла тенкĕ уйăрни, пĕтĕмпе пулăшăвăн 46 мери ĕçлени çинчен каларĕ вăл. Чăваш Енрен çар операцине хутшăнакансен ячĕсене чи малтан Халăх цифра архивне кĕртме пултарнă. Фронтран таврăннисен 64 проценчĕ ĕç тупнă, 60 ытла ветеран вара харпăр хăй ĕçне уçнă. СВО участникĕсен ачисем те тимлĕхре.
Çитес çул Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне Шупашкарта «Çĕнтерÿ» асăну паркĕ ĕçлесе каймалла. Вăл çÿлтен пăхмалли площадкăпа СВО паттăрĕсене халалланă палăка та пĕрлештерĕ. Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ «Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансем» мемориалне тăвассин иккĕмĕш тапхăрне пуçарса ярассине палăртрĕ.
Республикăра, вăл шутра Элĕк округĕнче те, ятарлă çар операцине пулăшас ĕç анлă сарăлнă. Олег Николаев гуманитари пулăшăвне пухакансем, хÿтлĕх çеткисем çыхакансем, ытти енлĕ ырă ĕç тăвакансем Çĕнтерĕве çывхартнине палăртрĕ.
Çемье, демографи, сывлăх
Республикăра нумай ачаллă çемьесен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. «Пысăк çемье социаллă норма пулмалла», - палăртрĕ Олег Николаев. Пулăшу мерисене аса илтерчĕ. Виççĕмĕш е хыççăнхи ачасем çуралнăшăн регионта 300 пин тенкĕ пăхнă. Йышлă çемьерисен ывăл-хĕрне аслă шкулта вĕрентнĕшĕн çур хакне кăна тÿлеттереççĕ. Ача кĕтекен студенткăсене кÿрекен пулăшу виçи вара 100 пин тенкĕпе танлашать.
2030 çул тĕлне нумай функциллĕ çемье центрĕсен шутне вун тăватта çитермелле. Вĕсем «пĕр чÿрече» мелĕпе ĕçлĕç: юридици, психологи пулăшăвне илесси, пособисем йĕркелесси. Республика Пуçлăхĕ корпоративлă пулăшу кÿрессине анлăлатма ыйтрĕ: ача сачĕшĕн тÿлессин тăкакĕсене саплаштарасси, меллĕ график йĕркелесси тата çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси енĕпе.
Сывă ача - наци пуласлăхĕ. Çавăнпа та пепкесенне вартах сывлăхне тĕрĕслессине республикăра мала хуни аван. Çывăх вăхăтра хăш-пĕр округсенче хĕрарăмсен çĕнĕ консультацийĕсем уçăлмалла. Республикăри перинаталь центрне оборудованипе тивĕçтерĕç.
Аслă ăрурисен ĕмĕрне тăсассипе те тĕрлĕ ĕçсем тăваççĕ. Ватăсен сывлăхне çирĕплетес енĕпе тĕрлĕ программăна, проекта çул панă. Тивĕçлĕ канăва тухнисем социаллă тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăннине хамăр муниципалитетра та палăртатпăр.
Спорт
Ку темăна Олег Николаев пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Чăнах та ĕнтĕ, спорт çын сывлăхне пысăк усă парать.
Чăваш Ен ГТО нормисене пурнăçлассипе Раççейре 3-мĕш вырăнта, Атăлçи федераци ок- ругĕнче вара - 1-мĕш йĕркере. Республикăра пурăнакан 26 пин ытла çын физкультурăпа спорт комплексне пурнăçланă, вĕсенчен 12 пин ытларахăшĕ ГТО-н ылтăн паллине тивĕçнĕ. Çакă халăха сывă пурнăç йĕркине системăллă явăçтарассине кăтартса парать те.
Элĕк округĕнче те спортпа туслашма майсем çителĕклĕ. ГТО-на илес пулсан, Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕ çумĕнче темиçе çул ĕнтĕ тестировани центрĕ ĕçлет. Юнтапа шкулĕ çумĕнче те нормативсене пурнăçлама майсем пур.
Олег Николаев çавăн пекех «Спорт - шкула» проект ăнăçлă пурнăçланни пирки каласа кăтартрĕ. Ăна пула шкул ачисем кăна мар, аслăрах ÿсĕмрисем те стадионсенче çан-çурăма пиçĕхтерме пултараççĕ. «Кĕрешÿ» тĕсĕ çĕнĕ шая çĕкленет: 2027 çулта Пĕтĕм Раççейри федерацие туса хурĕç, 2030 çулчченхи стратегие йышăннă. Çывăх вăхăтра мĕнпур муниципали- тетра «Кĕрешÿ - шкула» проект ĕçлесе каймалла.
АПК, ăслăлăхпа техника аталанăвĕ
Агропромышленнăç комплексĕнче биотехнологисене, ăратлăха ÿстересси малашлăхлă ĕçсен шутĕнчех юлаççĕ. Çавăн пекех - хăмла туса илесси. Ку енĕпе Çĕрпÿ, Канаш, Вăрнар тата Етĕрне округĕсенче хăмла шпалерĕсене 100 гектара çитерме палăртнă. Хамăр çĕршывра туса кăларнă хăмла пуçтаракан комбайна ĕçлеттерсе пăхнă ĕнтĕ, çывăх çулсенче вара хăмла экстрактне туса кăларас технологие ĕçе кĕртесшĕн.
Ăслăлăхпа технологи аталанăвĕ енĕпе те калаçу пычĕ. Олег Николаев пилотсăр авиаци тытăмăн, станоксем тăвасси тата робототехника кластерĕсем хăвăрт аталанса пынине каларĕ. Тĕп тĕллевсен йышĕнче - ăслăлăхпа бизнеса пĕрлештерсе ĕçлесси, наукăпа производство çыхăнăвĕн тулли циклне йĕркелесси, çамрăк ăсчахсемпе специалистсене ку ĕçе ытларах явăçтарасси, наукăри цифра трансформацийĕ. Олег Николаев çĕнĕ шухăшсемлĕ ĕçсем шутласа кăларакансене хавхалантармалли мелсем кирлине те палăртрĕ.
Çырура çавăн пекех транспорт инфратытăмне, территорисене комплекслă аталантарасси, искусствăлла интеллекта пурнăçăн мĕнпур сферине кĕртсе пырасси, наставниксене явăçтарасси, çурт-йĕр хуçалăхĕ тата ытти тема та мала тухрĕ. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама влаç органĕсен мĕнпур тытăмĕн, бизнесăн, обществăн пĕрлешсе ĕçлемеллине палăртрĕ Олег Николаев.
Çырăва Олег Алексеевич йăла-йĕркере ăрусем валли сыхласа хăварнин пĕлтерĕшне уçрĕ. Ку малашлăх никĕсĕ пулнине палăртрĕ. Вăл Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвă йĕркисем нихăçан та кивелменнине каларĕ. «Çак пĕрлĕхре - пирĕн тымарсен çирĕплĕхĕ, малашлăха пăхни. Çыхăнăва татăлма парас мар тесе эпир йăласене упрăпăр, паянхи майсене усă курса хăватлатăпăр, вĕсене пулас ăрусем патне çитерĕпĕр», - вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне. Сцена çинчен вара «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» юрă янăрарĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.
КОММЕНТАРИ
Александр ТЕРЕНТЬЕВ,
Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ:
«Хăйĕн сăмахне Олег Николаев тĕп темăран – халăхсен пĕрлĕхĕнчен пуçларĕ. Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ Раççей Президенчĕ сĕннипе иртекен Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕн тăсăмĕ пулса тăчĕ. Культура йăли- йĕркине халалланă мероприятисем халăхсем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетрĕ.
Ултă çул хушшинче Чăваш Енре 1120 ытла социаллă объект – медицина учрежденийĕнчен пуçласа культура çурчĕсемпе библиотекăсем тата спорт сооруженийĕсем таран – юсанă тата çĕнĕрен тунă. Çак ĕçĕн тĕп кăтартăвĕ – инфратытăмпа тивĕçтерессипе ялпа хула хушшинчи уйрăмлăха пĕчĕклетни. Халĕ тĕрлĕ ÿсĕмри çынсен, вăл шутра ялта пурăнакансен, хăтлă пурăнма майсем пур.
Çырура наци сывлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Респуб- ликăра ГТО нормативĕсене йышăнма 31 центр йĕркеленĕ, 6 çулта хальхи йышши 34 лапам тунă. 2030 çул тĕлне вĕсен шутне 44-на çитерме палăртнă. Аса илтеретĕп, ГТО кăтартăвĕсем çамрăксене аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăхсем параççĕ. Тата çав çулах диспансеризаци тухнă пулсан налук вычетне 18 пин тенкĕ илме май пур.
Аслă ăрăвăн сывлăхĕ тата хастарлăхĕ тимлĕхре. 2030 çул тĕлне аслă ăрурисен центрĕсем пĕтĕм республикипех пулĕç. Халĕ вĕсем 14, вĕсем 24 пине яхăн çынна пĕрлештереççĕ. 2027 çулта кун пек центр Элĕк округĕнче те ĕçлесе кайĕ.
Шанатăп, Элĕк округĕ вырăнти пуçарулăха, хăтлăх кĕртнине тата агропромышленнăç комплексне пулăшу паракан программăсене хутшăнни пирĕн пĕрлехи тĕллеве пурнăçа кĕртме – пурнăç пахалăхне ÿстерме май парĕ».