Тест туни чиртен сыхлать
Сывă чухне чир çинчен калаçасси йăлара мар. ВИЧ-инфекци пирки вара уйрăмах шарлама юратмастпăр. Вăл пуррипе çуккине тĕрĕслесе пăхма тест тумалли çинчен пирĕнтен нумайăшĕ шухăшламасть те. Анчах кăлăхах, мĕншĕн тесен çак чир пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать.
Çынсем патне кирлĕ информаци çитерес тата консультаци илме пулăшас тĕллевпе Атăлçи Федераци округĕнчи 9 регионта «Çĕнтерме – тест пар» проект пурнăçа кĕрет. Вĕсен йышĕнче Чăваш Республики те пур.
Июлĕн 14-мĕшĕнче куçса çÿрекен бригада, е ăна Тест-мобиль теççĕ, Ехремкасси ял тăрăхĕнче пулчĕ. Тест витĕр 30 çын тухрĕ. Çавăн пекех пурте консультаци илчĕç.
Район больницин сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, çитес уйăхра Тест-бригада Элĕк салинчи поликлиника умĕнче пулать. Хăвăрт тăвакан теста ята палăртмасăр тата тÿлевсĕр тухма пулать.