Тимĕрпе те, йывăçпа та туслă çамрăк Кулибин
Элĕк ен чăнах та пултаруллă çынсемпе питĕ пуян. Пĕрисем хăйсене спортра, теприсем культурăпа вĕренÿре лайăх енпе кăтартаççĕ пулсан, виççĕмĕшĕсем хăйсен ĕçне пуçарса ярса тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Уйрăмах çамрăксен тăрăшулăхĕ савăнтарать.
Мăн Ямашри Алексей Зорин çинчен таврара çеç мар, республика тулашĕнчи çынсем те лайăх пĕлеççĕ. 27-ри çамрăк Кулибин техникăна юратни, хăйĕн ĕçне пуçарса яни хавхалантарать. Пултаруллă çамрăк вăтам шкултан вĕренсе тухсан машина тăвакансен техникумĕнче ăс пухнă. Ахальтен мар. Ачаранах тĕрлĕ техникăпа кăсăкланаканскер ятарлă пĕлÿ илме пĕчĕкрех шут тытнă. 16 çулта чухнех каччă трицикл тума тытăннă. Трицикл вăл - виçĕ урапаллă транспорт хатĕрĕ. Техникăна пухас тесе вăл интернетри ăстасен видеоурокĕсене те час-часах пăхнă.
«Интернетра кашни хăйĕн ĕçне кăтартать. Унта пĕтĕмĕшле видеосем пур, анчах та чи кăткăс ĕçсен вăрттăнлăхĕсене никам та уçса памасть. Чи малтанах тунă - пăснă, каллех пуçтарнă. Майĕпен виçĕ урапаллă транспорт хатĕрĕ пулса та тăчĕ. Электрикăпа йывăрлăх сиксе тухсан мана юлташăм питĕ пулăшрĕ, - хăйĕн пĕрремĕш ĕçĕ çинчен хавхаланса каласа парать Алексей Зорин.
Автомеханик тата сварщик профессийĕсене алла илнĕ каччă кунпа çеç лăпланса ларман-ха. Совет тапхăрĕнчи виçĕ мотоцикла та çĕнĕ пурнăç парнеленĕ. Ачалăх вăхăтĕнче транспортпа кăсăкланни Алексея малашнехи тĕллевсене пурнăçлама пулăшакан тĕп никĕс пулса тăнă. Унăн аллисем металла тата пăралуксене хăвăртах хăнăхнă. Ача чухне пĕчĕк теттесене аркатса çĕнĕрен пуçтарни мар-çке ку. Йывăр механизмсене ĕçлеттерме май килни çамрăка, паллах, хавхалантарнă. Шăпах трицикл чи пĕрремĕш пысăк ĕç пулнă.
Каччă кунпа лăпланса ларман. Унăн татах та пысăкрах ĕç пурнăçлас шут пулнă. Опыт пухнă Алексей иккĕмĕш ĕçе пурнăçа кĕртнĕ те. Вăл кирек епле çулпа та çÿрекен гусеницăллă транспорт хатĕрленĕ. Шупашкарти трактор историйĕн музейĕн директорĕ Альберт Сергеев пултаруллă ентеш çинчен пĕлнĕ те хăйĕн патне чĕннĕ. Пушă алăпа мар паллах. Вăл çамрăка хăйĕн транспортне музея илсе килме сĕннĕ. Вăл вăхăтра музейра çакăн йышши экспонатсем пулманпа пĕрех. Музей директорĕ çамрăка хавхалантарнипе пĕрлех ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме çул та уçса панă.
«Манăн техника тÿрех çынсен кăмăлне кайрĕ. Республика тулашĕнчен килсе пăхакансем те пулчĕç. Çамрăксем те, аслăраххисем те интересленчĕç, уйрăмах арçын ачасене килĕшрĕ. Ума лартнă тĕллеве ун чухне пурнăçларăм темелле. Йывăрлăхсемсĕр пулмасть паллах. Чăтăмлăх кирлĕ. Тăрăшсан, çывăх çынсем хавхалантарсан веçех йĕркеллĕ пулать», - пĕлтерет Алексей.
Гусеницăллă транспорт хатĕрлеме Алексей Зорин гаражра çулталăк тăрăшнă. Ăна пухса çÿремелле тăвасси - çăмăл ĕç мар, укçи-тенки те кирлĕ. Конвейер лентине вăл Архангельск тăрăхĕнчен саккаспа туяннă. Промышленноçра усă курмалли пресс та пулман ун чухне. Ăна хам турăм. Хыççăн мăнаçлă домкрат туянтăм, - иртнине аса илет вăл.
Асăннă техникăна Алексей пулла çÿреме ăсталанă. Кунта вăл ларкăч та тунă. Виçĕ çын ларма пултарнине пĕлтерчĕ çамрăк. Ăна вăл ят та панă - «Оковец», мĕншĕн тесен унăн «чĕри» - двигателĕ - «Ока» автомашинăн. Ку техника тест-драйв витĕр тухнă ĕнтĕ. Вăл вăрманти кукăр-макăр çулпа çеç мар, шыври йывăрлăхсене те парăнтарма пултарать. Гусеницăллă транспорта сунарçăсемпе пулăçсем те пысăк хак панă. Унăн лайăх енне вара шыравçăсем те палăртнă.
«Ман пата пĕррехинче «Лиза Алерт» шырав ушкăнĕнчен çырса ячĕç. Çак техника шырав ĕçĕнчи йывăр вырăнсенче пысăк пулăшу кÿрессине пĕлтерчĕç», - тет Алексей Зорин. Кун пек лару-тăру сиксе тухсан вăл çынна пулăшма хирĕç маррине те палăртрĕ.
Алексей Зорин малашлăхра техникăн сертификатне илме, çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме ĕмĕтленет. Вăл хăйĕнпе пĕр шухăшлă çынсене - инженер-конструкторсене - тупнă ĕнтĕ. Тепĕр транспорта вăл 3D- модельпе пухма шутлать. Ăна пурнăçа кĕртме унăн халĕ пуян опыт пур.
Алексей тимĕрпе пĕр чĕлхе тупни чылай çул ĕнтĕ. Халĕ вăл чăн-чăн маçтăр. Техникăпа туслашнисĕр пуçне вăл юлашки вăхăтра хапхасем, беседкăсем, саксем, чуччусем, тимĕр картасем, мотоблок валли прицепсем те ăсталать. Çак ĕçре ăна сварщик профессине вĕренни пысăк пулăшу кÿрет. Халĕ вăл çын куçĕнчен пăхмасть, хăех пур енĕпе те профессионал шутланать.
Çак кунсенче савăнăçлă хыпар илнĕ вăл. Алексей пĕрремĕш хут хăйсем тĕллĕн трактор техники ăсталакан «Трактор завочĕсем» Концернăн Генеральнăй директорĕ Андрей Водопьянов парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ «21-мĕш ĕмĕрти Кулибин» конкурса хутшăннă пулнă. Конкурса тĕрлĕ номинацире 21 заявка тăратнă. «Кирек епле çулпа та çÿрекен техника, квадроциклсем» уйрăм номинацире пирĕн ентеш Алексей Зорин виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Призерсен йышне лекме ăна квадроцикл пулăшнă. Ăна пухса хатĕрлеме хăвăрт пулманнине пытармарĕ вăл. Чылай çул каялла ăсталанă трицикл хатĕрĕсемпе усă курса вăл çĕнĕ йышши техника маçтăрланă. Çак çитĕнÿ Алексея татах та хавхалантарать. Çамрăк Кулибин хăйĕн юратнă ĕçĕ малашлăхра чун киленĕвĕ çеç мар, тупăш илмелли çăлкуç пулса тăрасса шанать.
Вера МОРОЗОВА.