Тимлĕ пулар
Çанталăк сивĕтнĕ май пурăнмалли кил-çуртра пушар тухас хăрушлăх питĕ пысăк. Çак тапхăрта чылайăшĕ ăшăтмалли хатĕрсемпе, кăмакасемпе, газ плитисемпе тата духовкăсемпе усă кураççĕ. Шăпах çаксем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Хăвăр сывлăха тата кил-çурта сыхласа хăварас тесен хăш-пĕр йĕркесене пăхăнни питĕ вырăнлă. Чи малтанах юрăхсăра тухнă электричество пăралукĕсемпе усă курмалла мар. Электричество приборĕсене тата плитасене чÿрече каррисемпе сĕтел-пуканран аяккарах вырнаçтарни те инкекрен хăтарать. Пĕр вăхăтра пĕр сете темиçе электричество хатĕрĕ чикмелле мар. Кăмакасенче вăхăтра юсав ĕçĕсем тумалла. Тĕтĕм пăрăхĕсене тасатса тăмаллине, кăмакасенчи тата тăрпасенчи çурăк вырăнсене юсамаллине манса каймалла мар. Кăмака хутнă чухне хăвăрт çунакан шĕвексемпе усă курни те вут-çулăма алхасма майсем туса парать. Ачасене килте пĕччен хăвармалла мар, вĕсене кăмака хутма та шанмалла мар.
Çавăн пекех килĕрсенче çулăм тухнине пĕлтерекен прибор тата огнетушитель пулмалла. Вĕсем пушар тухсан çийĕнчех пĕлтерекен хатĕрсем шутланаççĕ.
Пушар тухнине курсан е туйсан тÿрех пÿлĕмрен тухмалла, пушар хуралне 101 е 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Тимлĕ пулар, инкекрен сыхланар.
Хамăр инф.