Тимур командисем таврăнаççĕ
Кĕçех Тимур тата унăн командисем шкулсене таврăнĕç. Ку пачах та шÿт мар. Ун çинчен Шупашкарти «Эткер» центрта Чăваш Енри вĕренÿ учрежденийĕсенчи Тимур командисен республикăри слетне пухăннă шкул ачисем калаçрĕç. Ăна «Çу кунĕсенчи ырă ĕçсем» тесе ят пачĕç. Тĕрĕссипе, паянхи куна республикăра 30 ытла кун евĕр пĕрлешÿ ĕçлет. Вĕсенче шкул çулне çитмен шăпăрлансем те хăйсене ырă енчен кăтартаççĕ. Тимуровецсем ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене пулăшаççĕ, палăксене тирпейлесе тăраççĕ, субботниксене хутшăнаççĕ тата ытти ĕçсенчен те аякра юлмаççĕ.
Слет ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Чăваш Енри Вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров хутшăнчĕç. «Тимуровецсен тĕп правили вăл – чĕннипе хушнине кĕтмесĕрех, чĕре хушнипе ырă ĕçсем тă- васси. Ачасене ăнăçу сунатăп!» - тенĕ Олег Алексеевич ачасен пуçарăвне ырласа. Районсемпе хуласенчен килнĕ ушкăнсен ертÿçисене Тимур командисен Дневникĕсем панă.
Пирĕн районтан слета Элĕк шкулĕн хастарĕсем хутшăннă. Ку таранччен волонтер ĕçĕнче хăйсене пĕрре кăна мар кăтартнă Яна Андреева, Таня Орлова, Александра Филиппова, Кирилл Никифоров тата Константин Васильев пулнă. Республика Пуçлăхĕн аллинчен Дневника шăпах Яна Андреева командир илме тивĕçнĕ те.
Ачасене «Ырă ĕçсем каникула каймаççĕ» федераци программи çинчен каласа панă. Тимуровецсен тата волонтерсен ĕçĕнчи тĕрлĕ лару-тăрăва пăхса тухнă. Слета хутшăнакансем тĕрлĕ ăсталăх класĕсенче пулнă, тренингсене хутшăнса ушкăнпа ĕçлеме хăнăхнă. «Мана Тимур командисен слечĕ питĕ килĕшрĕ. Кунта çĕннине нумай пĕлтĕмĕр, ачасемпе хутшăнма питĕ хавас пулчĕ. Çакăншăн пысăк тав!» - тесе пĕлтернĕ Татьяна Орлова слета хутшăнма пултарнишĕн савăннине палăртса.
Паянхи шкул ачисем Тимур командисен юхăмне тин кăна йĕркелесе яраççĕ пулсан, аслăрах ăрурисемшĕн вăл чăн-чăн пурнăç шкулĕ, ачалăхăн пĕр уйрăлми пайĕ. Историе тишкерсен, шкулсенче ачасем пĕрлешсе ырă ĕçсем тăвасси 1940 çулта Аркадий Гайдарăн «Тимур тата унăн команди» повеç кун çути курсан пуçланнă. Ун чухне пур хулапа ялсенче те тимуровецсен отрячĕсем йĕркеленсе кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ку юхăм тата та анлăрах сарăлнă. 1945 çулта тимуровецсен шучĕ 3 миллиона яхăн пулнă.
М.МИХАЙЛОВА.
КОММЕНТАРИ
Валентина Запасова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ:
- Пирĕн вăхăтри ачасем пурте тенĕ пекех тимуровец пулнă. Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче пире пухса Тимур отрядне йĕркеленине астăватăп. Кунта тĕрлĕ çулхи ачасем пулнă. Аслисем хушшинче командир суйланă, çавăн пекех отряд дневникне çырса пыракана палăртнă. Чи малтанах пурте пĕрле пухăнса тимĕр-тăмăр пуçтарнă. Кам нумайрах пухассипе ăмăртнă. Пĕтĕмпех шута илнĕ, улталама майĕ те пулман. Çăвĕпех тăван колхоза утă пуçтарма, кăшман çумлама, сенаж хывма пулăшнă пулин те, пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшма вăхăт тупнă: шыв йăтса панă, йăрансем çумланă, лартнă йывăçсене шăварнă, хăш чухне аслисем ĕçре чухне пĕчĕк ачасене пăхма та пулăшнă. Çав вăхăтрах ял çыннисем валли концерт хатĕрлеме пултарнă. Чăннипех те хаваслă та ырă ачалăх пулнă! Çак юхăма каялла чĕртсе тăратнине ырлатăп.