Тирпей-илем объекчĕсемшĕн сасăлаççĕ
«Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2023 çулта тирпей-илем кĕртмелли объектсемшĕн сасăласси малалла пырать. Ку енĕпе Пĕтĕм Раççейри онлайн-сасăлав апрелĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă та май уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать. Элĕк районĕнче общество территорийĕсене суйласа илессипе рейтинг сасăлавне «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетьре электрон меслечĕпе 2 объекта вырнаçтарнă.
Тирпей-илемĕн 1-мĕш объекчĕ - «Тури чăвашсен культурипе йăли» этнокартишĕн пĕрремĕш тапхăрĕн пайĕ (этнокартишĕн шалти территорийĕ).
Тирпей-илемĕн 2-мĕш объекчĕ - «Тури чăвашсен культурипе йăли» этнокартишĕн иккĕмĕш тапхăрĕн пĕрремĕш пайĕ (этнокартишĕн тул енчи территорийĕ).
Сасăлавра волонтерсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем ятарлă платформăра регистрациленме тата сасăлама пулăшаççĕ. 14 çул тултарни кашни хăйĕн сассине пама пултарать. Сасăлав кăтартăвĕсене çулла пĕтĕмлетĕç. Чи нумай сасă пухнă проектсене çитес çул «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлĕç.
(Хамăр инф.).