Туслă тĕлпулу
Литература пулăмĕсен хире-хирĕçле марафонĕпе килĕшÿллĕн Красноармейскинчи муниципалитет округĕн библиотекарĕсем Элĕк енре пулнă. Элĕкри тĕп библиотека вулаканĕсене тата ĕçтешĕсене Татьяна Борисовăн пултарулăхĕпе «Тапса тăракан талант» ятпа вечер-портрет кăтартнă. Татьяна Борисова - художница, поэтесса, прозаик, журналист, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, РФ Журналисчĕсен союзĕн членĕ, М.Янкас ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, 5 кĕнеке авторĕ. Тĕлпулу вĕçĕнче Элĕк ен культура çурчĕн артисчĕсем Трак тăрăхĕн паллă поэчĕсен юррисен попуррине кăтартнă. Юлашкинчен хăнасем Элĕксене вырăнти авторсен кĕнекисене парнеленĕ. Çавăн пекех «Кедр тăрăхĕ - Трак ен» проект çинчен каланă, кедр хунавĕсене те панă.