Туссемпе акăлчанла калаçатпăр, вĕсене чăвашла вĕрентетĕп
Январĕн 25-мĕшĕ Раççейшĕн пĕлтерĕшлĕ кун. 1755 çулта Елизавета Петровна майра патша Мускав университетне уçни çинчен калакан Указа алă пуснă хыççăн Татьянăсен кунне малтанах аслă вĕренÿ учрежденийĕн çуралнă кунĕ тесе паллă тума пуçланă. Каярахпа вара çак куна Раççей студенчĕсен кунĕ тесе уявласси йăлана кĕнĕ.
Мĕнле пурăнаççĕ паянхи студентсем? Çакăн çинчен калаçрăмăр та Элĕкре çуралса ÿснĕ, халĕ Чулхулари Козьма Минин ячĕллĕ педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илекен Юлия Андеевна Ивановăпа.
- Юлия, студент çулĕсене мĕнле куратăн эсĕ?
- Студент пурнăçĕ чи малтанах çĕнĕ паллашусемпе çыхăннă. Шкултан тухнă çамрăксемшĕн университета вĕренме кĕнипе пĕрлех пачах та çĕнĕ пурнăç пуçланать. Кунпа пĕрлех яваплăх та палăрмаллах ÿсет, пурнăç çулĕ малалла мĕнле сукмакпа каясси тÿрремĕнех хăвăнтан килет. Аслă вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ илнĕ чухне вăхăтпа хăвна кирлĕ пек усă курма, вĕренÿпе канăва шайлаштарса пыма хăнăхатăн. Студент пурнăçĕ вĕренÿпе çеç çыхăнман-ха, факультет йĕркелекен концертсене те, КВНсене те, форумсемпе ытти мероприятисене те хутшăнса тĕрлĕ енлĕ аталанас килет.
- Паянхи студентăн пурнăçпа пĕр тан пырас тесен мĕнле пулмалла?
- Ман шутпа, паянхи студент вăйлă характерлă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă, калаçма ÿркенмен çын пулмалла. Паянхи студентсенчен чылайăшне эсир сайра-хутра çеç ăслăлăх библиотекисенче кĕнеке шĕкĕлчесе ларнине куратăр. Мĕншĕн тесен эпир информаци ĕмĕрĕн ачисем-çке. Çавăнпа та манăн ÿсĕмри студентсенчен чылайăшĕ электрон библиотекăсемпе усă кураççĕ. Ара, шăп та шай кунта ĕнтĕ, чи çĕнĕ те пĕлтерĕшлĕ информаци тупма пулать. Паянхи ăру вăхăта перекетлеме пĕлнине те палăртассăм килет. Студентсенчен чылайăшĕ пĕр специальнăçпа аслă пĕлÿ илнĕ вăхăтрах иккĕмĕш специальноçа та алла илет. Кунпа пĕрлех аслă курссенче ĕçлеме пуçлаççĕ. Çапла вара паянхи студент яланах шыравра. Студенсемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ тепĕр пахалăх вăл - стрессене тÿсĕмлĕ пулни. Мĕншĕн тесен сессисем студентшăн пăлхану, пăшăрхану, çывăрман каçсем. Çакна паян хамран тĕслĕх илсе калатăп. 2022 çулхи декабрь вĕçĕнче пĕрремĕш сесси витĕр ăнăçлах тухрăм.
- Юля, хăвăнпа кĕскен паллаштарсам. Мĕншĕн лингвистикăна, акăлчан тата европа чĕлхисене суйларăн?
- Эпĕ Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта 11 çул пĕлÿ илтĕм. Вĕренÿре лайăх паллăсемпех ĕлкĕрсе пынă. Кунпа пĕрлех пултарулăха аталантарасси, хушма пĕлÿ илесси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Кĕçĕн классенче вĕренĕ вăхăтра уйрăмах юрă-ташăпа интересленнĕ. Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи ташă, юрă кружокĕсене çÿренĕ. Вăтам классенче чухне Элĕкри ÿнер шкулĕнче гитарăпа калама хăнăхрăм. Чылай çул «Штрих-код» ташă ушкăнне çÿрерĕм. Вĕренÿ учрежденийĕ ирттерекен мероприятисенчен те кая юлман, тĕрлĕ конкурсра пĕрре мар палăрнă.
Пиллĕкмĕш класа куçсан акăлчан чĕлхине вĕренме пуçларăмăр. Аванах пыраттăм темелле. Вĕренÿ çулĕ вĕçнелле хăш-пĕр йывăртарах темăсемпе ăнланманлăх сиксе тухрĕ. Çакăн чухне ĕнтĕ акăлчан чĕлхин урокне юратми те пулнăччĕ. Улттăмĕшне куçсан анне Алина Анисимова вĕрентекенпе уроксем хыççăн хатĕрленме сĕнчĕ. Çапла майпа унпа пĕр çулталăк акăлчан чĕлхине вĕрентĕмĕр. Çак самантра Алина Михайловна чĕлхепе хытах кăсăклантарса ячĕ, туслаштарчĕ те. Çакăн чухне ĕнтĕ алла аттестат илсен акăлчан чĕлхи енĕпе вĕренме каяссине палăртрăм та. 8-9-мĕш классенче хам тĕллĕн хатĕрлентĕм. Интернет уçлăхĕнче тĕрлĕ литература тупса вулама, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама тăрăшаттăм. Эпĕ акăлчан чĕлхи тĕлĕшĕнчен мĕнле аталанса пынине аннен юлташĕ Китайра пурăнакан Светлана Чигаева та тĕрĕслесе тăратчĕ. Аннепе чăвашла, вырăсла сăмахлатчĕ пулсан, эпир акăлчанла калаçаттăмăр. Тăххăрмĕшĕнче хамăн пĕлÿ шайне палăртмалла акăлчан чĕлхипе пĕрлехи патшалăх экзаменне тытрăм. Япăх мар балсем пуçтарнăччĕ.
10-11-мĕш классенче вара ку енĕпе аслă пĕлÿ илес тĕллевпех каллех репетитор тытсах хатĕрлентĕм. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕ Шупашкарта иртрĕ, 85 балл пуçтартăм. Общество предмечĕпе - 90, вырăс чĕлхипе 85 балл пулнăччĕ. Акăлчан чĕлхи енĕпе аслă пĕлÿ илес шутпах Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ, Мускаври, Чулхулари патшалăх педагогика университечĕсене ыйту патăм. Хамăн вара пĕртен-пĕр ĕмĕт - Чулхулана вĕренме кĕрессиччĕ. Хула та, аслă вĕренÿ учрежденийĕ çинчен ыттисем калани те килĕшетчĕ. Çитменнине тата 2022 çулта Чулхула Раççейре Çамрăксен тĕп хули ята тивĕçнĕччĕ-çке. Балсем çителĕклĕ пулнăран виççĕшне те вĕренме кĕтĕм, Чулхуларине суйларăм.
- Халĕ хăв студент пурнăçĕпе кăмăллă-и?
- Паллах. Вĕренмелли чылай. Хальлĕхе ют чĕлхесенчен акăлчан чĕлхине çеç вĕренетпĕр. Иккĕмĕш курсра вара хушма чĕлхе - француз, испани е нимĕç чĕлхине суйлама тивет. Хальлĕхе хам та ку енĕпе палăртман. Пирĕн ушкăнра 33 студент, вĕсенчен 30-шĕ хĕрсем, 3-шĕ каччăсем, кашниех тĕрлĕ регионтан килнĕ вĕсем. Общежитинче виççĕн пурăнатпăр, пĕри - Чулхула тăрăхĕнчен пулсан, тепри - ют çĕршывран, Сербирен. Вăл вырăсла аванах калаçаймасть, хăнăхса çеç пырать темелле. Çавăнпа та ытларах акăлчанла калаçатпăр. Çакă вара пирĕншĕн питĕ усăллă, чĕлхене аванрах вĕренетпĕр. Пушă вăхăтра хамăр тăрăхри йăла-йĕркепе паллаштаратпăр. Юлташсем чăваш чĕлхи çепĕç те илемлĕ чĕлхе пулнине палăртаççĕ. Чăваш чĕлхи илĕртнĕрен хăш-пĕр сăмахсене вĕренме те ĕлкĕрчĕç. Сербирен килнĕ тантăшăм хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа парать, ансатрах сăмахсене вĕрентет. Туслă пурăнатпăр, пушă вăхăтра уçăлма çÿретпĕр. Апат-çимĕç хамăрах хатĕрлетпĕр. Пытармастăп, нумай чухне вăхăт сахал тытакан апат-çимĕç янтăлатпăр, пăтă ытларах çиетпĕр. Вăхăт çитменни ура хурать. Çавăн пекех университетăн обществăлла пурнăçне те хутшăнатпăр. Хамăрăн факультетăн хастарĕсен йышĕнче шутланатăп.
Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнчех çывăх çынсемшĕн питех тунсăхлаттăм, аннепе çывăхарах пулас килетчĕ. Халĕ хăнăхрăм, тунсăхлама пачах та вăхăт çук. Декабрь вĕçĕнче пĕр экзаменпа 10 зачета аванах тытрăм, 5 пин тенке яхăн стипенди илсе тăратăп. Аслăрах курссенче вĕренекенсем пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн университетра хастаррисем 20 пин тенкĕ таран стипенди илеççĕ иккен. Эппин, манăн та мĕн патне ăнтăлмалли пур.
Эльвира КУЗЬМИНА.