Тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕпе паллашнă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене туни питех те пĕлтерĕшлĕ. Унта Чăваш Енрен 171 пин ытла ĕçчен хутшăннă. Ĕç паттăрлăхне ĕмĕрех асра хăварас тĕллевпе республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи 2021 çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене çĕкленисен çулталăкĕ тесе палăртнă. Тыл ĕçченĕсем ку ĕçе кÿлĕннĕренпе шăпах 80 çул çитрĕ. Çак паллă пулăма халалласа Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнче мероприяти йĕркеленĕ.
Е.Егорова воспитатель хатĕрленÿ ушкăнне çÿрекенсене хÿтĕлев чиккисен строительстви çинчен каласа панă. Çапла ачасем паттăрла ĕçе чăвашсем - хĕрарăмсем, ватăсем, ачасем те хутшăннине пĕлнĕ. Условисем ытла та япăх пулни вара шухăша та янă. Ĕçлеме мар, пурăнма та майсем пулманнине ăнланса илнĕ пĕчĕккисем.
Çакнашкал мероприятисем ачасене вăрçă çулĕсенче çынсем паттăрлăх кăтартнине, Тăван çĕршыва юратмаллине пĕлме пулăшаççĕ.
С.ИВАНОВА.