Тылри пулăшу – салтаксемшĕн тĕрев
Ял-салари тата хуласенчи хастарсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу парас ĕçе пĕр самантлăха та чарса лартмаççĕ. Кирлĕ çапăçу хатĕрĕсем туянассипе, строительтво материалĕсем ăсатассипе, ăшă япаласем çыхассипе тимлеççĕ.
Госпитальсене пулăшаççĕ
Чăваш Енри Хĕрарăмсен Канашĕ тата «Пĕрле» фонд фронт çывăхĕнчи госпитальсене вуннăмĕш хут гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç. Республикăра пурăнакансем уйăх çурă хушшинче Луганск халăх республикинчи çар чаçĕсем тата госпитальсем валли гуманитари пулăшăвĕ пухнă.
Ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнакансем хушшинче - муниципалитетсенчи Хĕрарăмсен Канашĕсем, бюджет организацийĕсем, волонтерсен ушкăнĕсем, фермерсемпе аслă вĕренÿ заведенийĕсем. Чи малтанах гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе Элĕк округĕ хутшăннă. «Кĕмĕл» волонтерсем çăм нускисем çыхнă, минтерсем çĕленĕ, çăлăнăç суллисем хатĕрленĕ. Çавăн пекех салтаксем валли футболкăсемпе майкăсем, труççисемпе нускисем туянса панă. Хÿтлĕх çеткисем хатĕрлес ĕç те малалла пырать.
«Тавах пурне те пулăшушăн! Салтаксем кашни кунах пирĕн çĕршыва, пирĕн пуласлăха сыхлаççĕ, пирĕн вара вĕсемшĕн тĕрев пулмалла. Чăваш Енри тăрăшуллă çынсем чăннипех алла хĕç-пăшал тытса çапăçакан салтакшăн тыл пулса тăраççĕ. Сирĕн ырă кăмăллăх хăвăр пата çĕр хут таврăнтăр!» - палăртаççĕ «Пĕрле» фондра.
Салтаксем валли – ăшă нускисем
Ураскилт ялĕнче пурнакансем те ыр кăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Акă Галина Григорьева «кĕмĕл» волонтер пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче кăна 50 пин тенкĕлĕх нускисем туянса Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центра посылкăсем çитерсе панă. Гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе Алена Филиппова, Галина Григорьева, Ольга Белова, Валентина Осипова, Антонина Димитриева, Надежа Алексеева, Эльвира Васильева, Любовь Чадыкова, Любовь Осипова, Алевтина Лаптева, Светлана Юдина, Августина Утрейкина, Альбина Ксенофонтова, Любовь Баринова, Альбина Козлова, Полина Арланова, Валентина Майорова хастар хутшăнаççĕ.
СВОри салтаксем патне пĕрремĕш хут кăна мар посылкăсем ăсатаççĕ. Хастар ушкăн тăрăшнипе 2023 çулхи декабрьте 80 пин тенкĕне яхăн пухса Çĕнĕ çул парнисем ăсатнă. Пĕлтĕр Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе 70 пин тенкĕне яхăн пулăшу ярса панă. Ураскилтсен посылки хамăр тăрăхри салтаксем патне çитни çинчен пĕлме питех те кăмăллă пулни çинчен хыпарлаççĕ ырă чунлă хĕрарăмсем. «Çар тивĕçне пурнăçлакан Атмалкасси çамрăкĕ патне лекнĕ пирĕн посылка. Видео ÿкерсе тав сăмахĕ каларĕ пире», - хыпарларĕ Галина Михайловна.
Сăмах май, Ураскилт салинче гуманитари пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе тепĕр ушкăн та ăнăçлă ĕçлесе пырать. Çак кунсенче кăна вырăнти Культура çуртĕнче 13 ял хастарне «кĕмĕл» волонтерсен кĕнекисене пачĕç.
М.ЛЕОНТЬЕВА.