Укçа хакне пĕчĕкренех вĕренеççĕ
Аслисенчен кашниех суту-илÿ çуртĕнче вăл е ку ача пĕр-пĕр япалана туянассишĕн йĕрмĕшнине асăрханах-тăр. Кун пек чухне тĕпренчĕкне лăплантарма аслисем «Çук!» тенине те илтнех ахăртнех. Пĕчĕкскершĕн «Укçа çук!» тени мĕне пĕлтерет-ха? Тĕрĕссипе, мĕн-ха вăл укçа тата ăçтан тупăнать? Мĕншĕн тата паянах ача илес текен теттене, конфета, япалана илме çук? Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ача садне çÿрекен шĕвĕрккесемпе «Финанс пĕлÿлĕхĕ» ăнлав çинчен калаçма иртерех-ха теме те пăхать. Тÿрех палăртам, ача сачĕн воспитателĕсем ку чухне пĕчĕккисене экономика задачисене шутлама хăнăхтармаççĕ.
Шкул ÿсĕмĕчченхи тапхăрта финанс пĕлÿлĕхне алла илме пулăшасси тÿрремĕнех ачасен тавçăрулăхне ÿстерессипе, шутлавне аталантарассипе çыхăннă. 5-6 çулти шăпăрлансем тавра-курăм аталанăвĕ çине витĕм кÿрекен кирек епле информацие хăвăртах асра тытса юлаççĕ. Çак тапхăрта вĕсен тимлĕхĕ ÿсет, шухăшлавĕ аталанать. Çак ÿсĕмре пĕчĕкскерсем çакăн пек экономика ăнлавĕсене хак пама пуçлаççĕ: «хаклă» - «йÿнĕ», «тупăшлă» - «тупăшлăмар», «тÿрĕ кăмăллă» - «ултавлă». Çавăнпа та çактапхăрта экономика тĕлĕшĕнчен ăнлантарма пуçламалла та. Мĕншĕн тесен шăп та шай ача чухне укçа-тенкĕпе тĕрĕс усă курма вĕрентни ÿссе çитсен ун хакне ăнланма пулăшать.
Çакна тĕпе хурса иртнĕ кунсенче Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнчи «Керменкке» аслă ушкăнрисемпе «Пĕррехинче асамлă вăрманта...» юмах лартрăмăр та. Юмахри сăнарсем урлă пĕчĕккисем укçа-тенкĕ пĕлтерĕшĕ, ăна мĕнле перекетлемелли тата çемье бюджечĕ мĕнле майпа йĕркеленни çинчен пĕлчĕç. Шухăшлама, танлаштарма вĕренчĕç.
Шĕвĕрккесене укçа-тенкĕпе пĕлсе усă курма хăнăхтарас тĕлĕшпе ушкăнра «Перекет банкĕн» уйрăмне те «уçрăмăр». Туллии кăмăлпах унтан вĕсем укçа-тенкĕ илсе хăйсене кирлĕ япаласене туянма «хăнăхрĕç». Кунпа пĕрлех укçа-тенкĕпе усă курнă чухне мĕнле хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллине те сÿтсе яврăмăр.
Вера МОРОЗОВА,
«Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ.