Ума тĕллев лартни аталанма пулăшать
Паянхи кун потребительсен кооперацийĕ обществăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса парассипе тимлет. Экономикăри çăмăлах мар лару-тăрăва пăхмасăрах суту-илÿ ĕçне чарăнми йĕркелесе пырать, магазинсенче халăха кирлĕ таварсемпе тивĕçтерет, пахалăхлă апатланма майсем туса парать, ял хуçалăх продукцине тирпейлесе хатĕрлет тата ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерет. Çакна пĕтĕмпех Элĕкри райпо ĕçĕ-хĕлĕ пирки калама пулать. Хăйĕн ĕçне вăл икĕ муниципалитетра - Элĕк тата Çĕмĕрле округĕсенче йĕркелесе пырать.
Февралĕн 7-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе Элĕк райповĕнче уполономоченнăйсен пухăвĕ иртрĕ. Кунта суту-илÿ, обществăлла апатлану, хатĕрлев ĕçĕ-хĕлĕн тытăмĕнче ĕçлекенсем пухăнчĕç. Элĕксен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма Чăвашпотребсоюз Правленийĕн председателĕн çумĕ Ирина Яшмолкина килсе çитрĕ. Пухăннисем умĕнче Элĕк райповĕн Канашĕн председателĕ Юрий Харитонов тĕп докладпа тухса канаçрĕ.
Элĕк райповĕн ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче ваккăн сутасси мала тухать, вăл 55 процент йышăнать. Паянхи кун ку ĕçе 50 суту-илÿ предприятийĕнче йĕркеленĕ. Çынсен кăмăлне шута илсе 8 магазинта ОЗОН маркплейс урлă саккас тумалли пунктсем уçнă. Ку çĕнĕлĕхпе те анлă усă курма хăнăхса пыраççĕ ял çыннисем. Стационарлă суту-илÿ сечĕпе тивĕçтермен ял-салана та тимлĕхсĕр хăвармасть райпо. Икĕ автолавкка кунсеренех çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн Элĕкпе Çĕмĕрле округĕнсенчи 60 ытла яла çитсе халăха кирлĕ таварсемпе тивĕçтерет. Мобильлĕ суту-илĕве йĕркелессипе малашне те ĕçлеме тĕллев лартнă райпо коллективĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура: «Тавар туянакан сахал çĕрте ялан ĕçлекен суту-илÿ вырăнне тытма питех те тăкаклă. Ялсене тухса çÿресе суту-илÿ тăвас енĕпе Чăвашпотребсоюзпа пĕрле пурнăçланă ĕç опычĕ пур-ха», - тенĕ кун пек ĕçе пур çĕрте те тивĕçлипе йĕркелемеллине палăртса.
Комплекслă аталану программин пилĕк çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе ума тепĕр пилĕк çуллăх тĕллевсем лартрĕç кооператорсем. Унпа килĕшÿллĕн суту-илÿ çурчĕсенче юсав ĕçĕсем иртеççĕ. Акă, иртнĕ çул Элĕкри «Центральный» магазина тĕпренех çĕнетрĕç. Кунта суту-илÿ лапамне пысăклатнине, çĕнĕ оборудовани лартнине, кассăнна мелĕ вырнаçтарнине тавар туянакансем ырласа йышăнчĕç. Таварсен ассортименчĕ пысăкланни те куç кĕрет. Кофе ĕçме кăмăллакансене те тимлĕхсĕр хăварман. Çавăн пекех парковка вырăнне пысăклатни те машинăпа килсе çÿрекенсемшĕн меллĕ. Ял магазинĕсене те тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Кăçал черет Юманайсене çитнĕ. Кулленхи юсав ĕçĕсем Ехремкасси, Хутар тата Элĕкри «Товары для дома» магазинсенче иртнĕ. Суту-илÿ çурчĕсем çине «КООП» тесе çырни те аякранах илемлĕн курăнать. Çапла майпа тавар туянакансемшĕн те, кунта ĕçлекенсемшĕн те хăтлă условисем туса пани хăйĕн çимĕçне паратех, таварçаврăнăш калăпăшĕ ÿсни куç кĕрет.
Суту-илÿ ăнăçлă ирттĕр тесен вăхăт таппинчен юлма юрамасть. Çакна Элĕк кооператорĕсем те аванах туяççĕ. Вĕсем автосаккас мелне ĕçе кĕртеççĕ, «КоопМаг» мобильлĕ приложенипе усă курса тавар çитерсе парассине йĕркелеççĕ. «Ялта магазин çук пулсан та çынсене тавар туянма майсем туса паратпăр. Ку çĕнĕлĕхпе малтанхи саккассем пулчĕç те ĕнтĕ, малашне те сервиспа усă куракансен шучĕ ÿсессе шанатпăр», - терĕ Юрий Александрович хăйĕн докладĕнче.
Элĕк райповĕн тытăмĕнчи магазинсем ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Акă, строительство материалĕсем туянас тесен магазин заведующийĕсене саккас памалла çеç. Цемент, блоксем, тĕрлĕ кирпĕч, профильлĕ тăрпасем тата ытти таварсене килех çитерсе параççĕ. Çакна валли райпон ятарлă техника – манипулятор, прицеплă КамАЗ пур.
Элĕк райповĕ обществăлла апатланăвăн 21 предприятине пĕрлештерет. 2022 çултан пуçласа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвне пурнăçа кĕртсе Элĕксем шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтерессипе пилотлă проекта хутшăнаççĕ. Паянхи куна ку ĕçе округри 10 шкулта йĕркелесе пыраççĕ.
Обществăлла апатлану предприятийĕсем 80 ытла тĕрлĕ кулинари тата кондитер изделине хатĕрлесе сутлăха кăлараççĕ. Уйрăмах Элĕк ен çыннисемпе хăнисем пельмен, катлет, манты, тефтели кăмăлласа туянаççĕ. Юлашки вăхăтра хуран кукли хăвăрт сутăна пуçларĕ. Тăпăрчран тунине те, çĕр улмирен хатĕрленине те килĕштереççĕ тавар туянакансем. Тĕрĕссипе, Элĕк лавккисенче хамăр патра туса кăларнă продукцие хапăлласах туянаççĕ. Элĕкри улма-çырла комбиначĕ туса кăларнă консервăсемпе пылак шывсем, çăкăр тата кондитер изделийĕсем сентресем çинче нумай вăхăт тытăнса тăмаççĕ. Магазина вĕри çăкăр кÿрсе килнине ырласа йышăнчĕç Элĕк салинче пурăнакансемпе хăнасем. Кунсăр пуçне çăкăр-булка ассортименчĕ анлăланни тата вĕсен пахалăхĕ ÿсни тавар туянакансен шутне ÿстерме пулăшать. Юрий Харитонов хăйĕн докладĕнче асăннă отрасльте çĕнĕлĕхсем чылай тунине палăртрĕ, анчах та ку алă усса лармаллине пĕлтермест, резервсем пур, вĕсемпе туллин усă курмалла.
Кооператорсен халăх умĕнчи тепĕр пысăк яваплăх - хатĕрлев ĕçне йĕркелесе пырасси. Элĕк райповĕ халăхран сĕт, аш-какай, пахча çимĕç, эмел курăкĕсем пухассипе тимлет. Ял магазинĕсенче хатĕрлев пункчĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çак çынсене хушма хуçалăхра туса илнĕ ытлашши продукцие вырнаçтарса тупăш илме май парать. Акă, çу кунĕсем çитсе пынă май кайăк-кĕшĕк, чăх чĕпписем туянма саккассем йышăнма пуçлаççĕ. Иртнĕ çул кăна, тĕслĕхрен, 8 пин ытла пуç чăх-чĕп сутнă. Кунсăр пуçне тырă, комбикорм, хывăх сутассине йĕркелени те хушма хуçалăх ĕçĕнче пысăк пулăшу пулса тăрать.
Тĕп доклад хыççăн тухса калаçакансем те хăйсен сăмахĕнче ĕçри çĕнĕлĕхсем çинчен ытларах каласа пачĕç. Акă, Шĕмшеш магазин заведующийĕ Марина Удиванова пĕлтернĕ тăрăх, сезонри таварсемпе тухăçлă ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ. Акă, хальхи вăхăтра вăрлăх сутассипе ĕçлеме пуçланă. Автосаккас мелĕпе ĕçлеме пуçлани те вăхăта перекетленине пĕлтерчĕ вăл. Якунекасси магазин заведующийĕ Марина Николаева суту-илÿ тытăмĕнче 35 çул ытла тимлет. Ял çыннисен ыйтăвĕсене никамран лайăхрах пĕлсе тăрать. Иртнĕ çул магазина тĕпрен юсаса çĕнетни кунта ĕçлеме тата та хăтлăрах пулнине палăртрĕ. Марина Александровна ял çыннисем валли уявсем йĕркеленине пĕлтерчĕ, çакă та тавар туянакансемпе çыхăну тытма пулăшать. Кунсăр пуçне ятарлă çар операцине хутшăнакансене валли гуманитари пулăшăвне пухассине йĕркелесе янă.
Райпо тытăмĕнчи предприятисем ятарлă çар операцине хутшăнакансене валли гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Кашни магазинтах туяннă таварсене пухса пыма ятарлă карçинккасем вырнаçтарнă. Вĕсем нихăçан та пушă пулмаççĕ. Чăвашпотребсоюз Правленийĕн председателĕн çумĕ Ирина Яшмолкина Элĕк кооператорĕсене ку енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пынишĕн тав туса «Пĕрле» фондăн Тав хутне пачĕ. Ирина Юрьевна Элĕксен иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе умри тĕллевсене палăртрĕ. Уйрăмах хамăр туса кăларакан таварсем çине тимлĕх уйăрмаллине, малашне те аталанас тесен пирĕн пур проектра та хутшăнса вĕсене пурнăçа кĕртмеллине каларĕ. Ирина Юрьевна Элĕксене потребительсен кооперацийĕн пĕтĕм тĕнчери форумне хутшăннăшăн тав турĕ. Кунта килсе курнисем пысăк хак пани чăннипех те малашне те çине тăрса ĕçлеме хавхалантарать.
Уполномоченнăйсен пухăвĕ малта пыракансене чысланипе вĕçленчĕ. Пухăннисем райпо тытăмĕнчи предприятийĕсем хатĕрленĕ апат-çимĕç куравĕпе паллашма пултарчĕç. Çĕнĕ продукцие тутанса пăхрĕç.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.