Умра – ĕмĕтсене пурнăçа кĕртмелли тапхăр
Элĕк округĕнче Юлашки шăнкăрава халалланă мероприятисем майăн 26-мĕшĕнче анлăн иртрĕç. Çак кун Раççей Çут ĕç министерствин сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн çĕршыври пур регионта та 9-мĕшсемпе 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансем валли уяв мероприятийĕсем пулчĕç. Вĕсем шкултан вĕренсе тухакансемшĕн темĕнле тунсăх туйăмĕсемпе чунри савăнăçпа хумханăва пĕрлештерекен уявсем пулса тăчĕç. Хальхинче шăнкăрав сасси черетлĕ вĕренÿ çулĕ вĕçленнине кăна пĕлтермест-çке, вăл ачалăхпа сывпуллаштарать, тепĕр çĕнĕ те яваплă тапхăр пуçламăшне палăртать.
Элĕк вăтам шкулĕ
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕк вăтам шкулĕнче иртекен уяв линейки шкултан вĕренсе тухакан яшсемпе хĕрсене, тĕрлĕ классенче вĕренекенсене, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне Совет Союзĕн Геройĕ М.Е.Ефимов ячĕллĕ лапамра пухрĕ. Кăçал 11-мĕш класран икĕ класс - 30 çамрăк вĕренсе тухать. Тăххăрмĕшсем вара йышлăрах – 81 ача. Вĕсенчен кашниех вĕренÿре, спортра, пултарулăхра маттур пулнине кăтартса пама пултарнă.
Пурнăçри пĕлтерĕшлĕ кунпа выпускниксене Элĕк шкулĕн директорĕ Владислав Волков, Элĕк округĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев, Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Александр Колесников, Элĕк округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Эдикт Волков саламларĕç. Владислав Константинович палăртнă тăрăх, кăçалхипе илсен Элĕк шкулĕ 170-мĕш хут ачасене шкултан вĕрентсе кăларать. «Шкулта илнĕ пĕлÿ умри тĕллевсене тата ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пулăштăр. Шкул çулĕсенче сирĕнпе юнашар пулнă çынсене ан манăр. Тĕллевсем пысăк пулччăр, вĕсем пурнăçа кĕччĕр! Çулĕ ырă пултăр сирĕн, выпускниксем!» - терĕ шкул директорĕ. Муниципалитет ертÿçи Александр Юрьевич вун пĕрмĕшсемпе тăххăрмĕшсене саламланă май экзаменсенче ăнăçу сунчĕ. Паянхи çамрăксем пуласлăха никĕс хывнине палăртса хăварчĕ. Çавăн пекех ачасене воспитанипе çирĕп пĕлÿ парассипе чунтан тăрăшса ĕçленĕ вĕрентекенсене тав сăмах каларĕ. «Сирĕнтен кашниех хăйĕн çулне суйласа илет, анчах çак çул кашнин тĕрлĕрен пулин те унăн чи кирли тĕрĕс пулмалла. Çак тапхăрта пулас профессие суйлас ыйту тухса тăрать. Ку чухне эсир вĕрентекенсемпе, аçăр-аннĕрсемпе канашлама пултаратăр. Паянхи кун вĕренÿ заведенийĕсене пĕтерсенех малалла ĕçе вырнаçмалли майсем пур. Тĕллевлĕ вĕренÿ ку енĕпе пулăшу парать. Ăнăçлă пулмалли майсем çителĕклĕ. Çакна та палăртса хăварас килет: шăпах та ял шкулĕсенче çамрăк талантсем çуралаççĕ, вĕсем каярах çĕршывшăн усăллă çынсем, хăйсен ĕçĕнче паллă ăстасем пулса тăраççĕ», - терĕ министр çумĕ. Эдикт Константинович çамрăксене алла професси илсен тăван тăрăха таврăнмалли çинчен аса илтерчĕ. Паянхи кун Элĕк тăрăхĕнче пурнăç инфратытăмĕ лайăххи енне улшăнса пынине палăртрĕ.
Çак кун хăнасем вĕренÿ çулĕнче палăрнисене чысларĕç. Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин Тав хучĕсене Пĕтĕм Раççйри шкул ачисен олимпиадин регионти тапхăрĕн призерĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсем – Инна Волкова, Ирина Волкова тата Татьяна Петухова тивĕçрĕç. Хыççăнах сцена çине вĕренÿре, спорта, обществăлла ĕçре хăйсене кăтартнă яшсемпе хĕрсем пĕрин хыççăн тепри хăпарчĕç. Вĕсенчен кашниех дипломсемпе Тав хучĕсене тивĕçрĕ.
Уйрăлу саманчĕ нихăçан та çăмăллăн иртмест. Пĕрремĕш класра кĕтсе илсе кирек хăçан та хăйсен чун ăшшине пама хатĕр пулнă пĕрремĕш вĕрентекенсем Надежда Иванова, Любовь Андреева, Алена Ефимова сăмахĕсем юратупа, çав вăхăтрах мăнаçлăхпа тулчĕç. Ирина Волковăпа Таисия Архипова класс ертÿçисем шкулти туслăха упрама, пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр пулмаллине аса илтерчĕç. Ашшĕ-амăшĕн ячĕпе муниципаллă депутат Иван Никифоров тухса калаçрĕ. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем аслă юлташĕсем çине именерех пăхса хăйсем вĕреннĕ сăвă йĕркисене каларĕç. Акă выпускниксем сăмах илчĕç. Пухăннисене юрă парни турĕç, ташă чĕлхипе уйрăлу саманчĕ çитнине, хăйсен пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнине пĕлтерчĕç.
Паллах, уявăн тĕп пайĕ – йăс шăнкăрав янăрани. Юлашки шăнкăрава пама кăçал вун пĕрмĕш классенче вĕренекен Алексей Путеровпа Юлия Андреева, Никита Никоноровпа Арина Березова тивĕçрĕç.
Тавăт вăтам шкулĕ
Б.С.Марков ячĕллĕ Тавăтри вăтам шкулта та Юлашки шăнкăрава халалланă пысăк уяв иртнĕ. Кунта вĕренекенсемпе педагогсем, ашшĕ-амăшĕ шкул пĕтернипе çыхăннă савăнăçа выпускниксемпе пĕрле пайланă. Уяв мероприятине шкул директорĕ Сергей Петухов уçнă. Тăван шкул алăкĕсем кунтан вĕренсе тухакан яш-кĕрĕмшĕн яланах уçă пулнине палăртнă.
Çак кун вун пĕрмĕшсемпе тăххăрмĕшсене саламлама Элĕк администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Евгения Андреева, Элĕк район прокурорĕ Дмитрий Кузьмин хутшăннă. Çамрăксене умра пысăк пуласлăх кĕтнине палăртнă май кашнине хăйсен çулне тупма, çĕршыва тивĕçлĕ çынсем пулма суннă.
Юнтапа вăтам шкулĕ
Юнтапари вăтам шкулта выпускниксене Юлашки шăнкăравпа саламлама шкул директорĕ Альберт Кондратьев, Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕн çумĕ Лидия Никитина, Юнтапа территори пайĕн начальникĕ Леонид Мукин, Херсон облаçĕнчен килнĕ Виктория Сова тата Юнтапа шкулĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан Никита Феофанов хутшăннă. Шкулпа сывпуллашма хатĕрленнĕ çамрăксене чи малтанах Патшалăх тĕрĕслев экзаменĕсем витĕр ăнăçлă тухма, кăмăла каякан профессие алла илме сунчĕç. Кашни сăмах ырă сĕнÿсемпе тулнă. Çамрăксен сăнĕнче те йăл кулă çиçнĕ. Ырри кăна пултăр ĕнтĕ кашнин пурнăçĕнче.
Юлашки шăнкăрав уявĕ çулсеренех иртет пулин те вăл кашнинчех пысăк юрату ытамĕнче, ĕмĕтсен кăшăлĕнче пулни сисĕнет. Ăрусене хăйне евĕр ăшă та ырă туйăмсемпе çыхăнтарать тейĕн. Аслисем паянхи яшсемпе хĕрсем çине пăхса хăйсен çамрăклăхне куç умне кăлараççĕ пулсан, кĕçĕннисем 11-мĕшсем пек пулма ĕмĕтленеççĕ. Шкул çулĕсем нихăçан та асран тухмаççĕ-çке. Хаклă выпускниксем! Хăвăра шанăр, малалла çирĕппĕн утăр, тăван шкула яланах асра тытăр!
Марина ЛЕОНТЬЕВА.