Умра - хĕрÿ тапхăр
Агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсемшĕн хĕрÿ тапхăр - тырпул пухса кĕртмелли вăхăт çывхарсах пырать. Вырма умĕн пĕрле пухăнса канашлани питех те вырăнлă. Çавна тĕпе хурса районта семинар-канашлу иртрĕ. Унта ял хуçалăх организацийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Пухăннисем малтанах «Алмаз» обществăра вырма ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕç. Геннадий Денисов ертÿçĕ хĕрÿ тапхăрта пурнăçламалли ĕçсем çинчен каласа пачĕ.
Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лидия Никитина, «Нива» вĕренÿ комбиначĕн директорĕ Николай Якимов, «Шанс Трейд» общество представителĕсем, районти патшалăх техника тĕрĕслевĕн инспекцийĕн начальникĕ Константин Майоров, Раççей ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕн ертÿçи Татьяна Анисимова хутшăнчĕç.
Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров çур çулхи кăтартусемпе тата умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Вăл вырма ĕçĕсем, кĕр аки тата ытти кĕрхи ĕçсем çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕ.
- Шел пулин те, кăçал, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, тырпул пухса кĕртессипе ĕçсем 15 кун каярах пуçланĕç. Вырмана 46 комбайн хутшăнмалла. Кашнин ĕç калăпăшĕ 219 гектарпа танлашĕ. Хуçалăхсем юлашки çулсенче çĕнĕрен 3 комбайн, 11 трактор туяннă, - палăртрĕ Анатолий Иванович.
«Шанс Трейд» общество фирмин представителĕсем ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсемпе мĕнле усă курмалли çинчен каласа пачĕç.
Сергей Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче вырма ĕçĕсем районта пуринчен малтан пуçланчĕç. Августăн 4-мĕшĕ тĕлне илсен, кĕрхи тулă 80 гектар вырнă. Вăтам тухăç - 30 центнер.
Хуçалăхра ылтăн пек тырра сутассипе те ĕçсем пыраççĕ, 45 тонна хатĕрлесе панă та ĕнтĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕнче ир пулакан купăстана касассипе те тимлеççĕ. Пахча çимĕç ăнса пулни ĕçченсене савăнтарать.
Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра та тырă вырма тухнă. Кĕрхи тулăна 50 гектар çапса тĕшĕленĕ.
Алена ЛЬВОВА,
район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ.