Урамсенче çулĕ такăр пулĕ
Пуçарулăх программин пысăк пайне çул тăвассипе çыхăннă проектсем йышăнаççĕ. Чăнах та, ял-салара пурăнакансем тăрăшнипе ял урамĕсем çĕнелеççĕ. Кăçал Элĕк салинчи Çурçĕр урамĕнче те «Ниме – халăх бюджечĕ» программа пулăшнипе çул сарма палăртнă. Кунта пурăнакансем пуçарулăх кăтартса территорие хăтлăх кĕртессипе хăйсем çине яваплăх илнĕ, кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ хывнă. Халĕ кунти ĕçе П.П.Шишкин уйрăм предприниматель пурнăçлать.
Иртнĕ эрнере Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов Çурçĕр урамĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Вĕсем Элĕксене пуçарулăхшăн тав тунă, пĕрлехи ĕç салана хăтлăрах та илемлĕрех тума пулăшнине палăртнă. Çак урамра пурăнакан Анатолий Порфирьев палăртнă тăрăх, урамра çул кирли тахçанах канăç паман. Пуçарулăх программине хутшăнма май пуррине пĕлсен вĕсем те пĕр шухăшлă пулса ĕçе пуçăннă. Халĕ кил умнех çăмăл машинăпа кĕрсе тухма май пурри савăнтарать.
Çак кунсенче округри ытти объектсенче те çулсем тăвассипе ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Акă Шĕмшеш тăрăхĕнчи Мăн Ямаш салинче масар çине каякан çула тăваççĕ. Ĕçе «Магомаев М.Э» уйрăм предприниматель хăй çине илнĕ.
Лутра Пакăш ялĕнче те ĕçсем хĕрсе пыраççĕ. «Терем» тулли мар яваплă общество умне харăсах икĕ тĕллев лартнă: вырăнти масар патне çул сармалла тата ял урамне хăтлăх кĕртмелле. Çакă ятарлă техникăна чăрмавсăрах кĕрсе тухма май парĕ тата ял çыннисене тухса çÿреме меллĕрех тăвĕ.
«Ниме – халăх бюджечĕ» программа шучĕпе пурнăçланакан проектсем пурте тĕрлĕ çăлкуçран укçа-тенкĕ уйăрнипе ял çыннисен чи çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшаççĕ. Ку чухне республика тата вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ килет, çавăн пекех çынсем хăйсен тÿпине хываççĕ.
Кăçалхи проектсене пурнăçа кĕртнипе пĕрлех 2027 çулта «Ниме – халăх бюджечĕ» программăра хутшăнма хатĕрлев ĕçĕсем пыраççĕ. Чăваш Ен Правительство Председателĕ Сергей Артамонов программăна хутшăнмалли заявкăсене йышăнассине сентябрĕн 1-мĕшĕччен тăсма сĕннĕ. Премьер-министр шучĕпе, проектсене хатĕрленĕ чухне çынсем документсем йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна валли вара вăхăт кирлĕ.
Ял-салара тата хуласенче пурăнакансенчен программăна кĕртме тĕрлĕ сĕнÿ килнĕ. Ытларах çулсем тăвассипе, ял инфратытăмне аталантарассипе тата вĕсенче хăтлăх кĕртессипе çыхăннă. Çапла вара сентябрĕн 1-мĕшĕччен муниципалитетсенче çитес çул программăра хутшăнма тăратнă проектсем суйлав йĕркине тивĕçтернине тĕрĕслĕç. Сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 2-мĕшĕччен чи лайăх пуçарусене «Чăваш Ен – онлайн» сайтра сасăласа палăртĕç.
Олеся СИДОРОВА.