Уяв кунĕнче Элĕкре çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ
Иртнĕ эрнекун Элĕк сали 328 çулхине паллă турĕ. Хăйĕн çуралнă кунĕ тĕлне район центрĕн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ, пур çĕрте те уяв сĕмĕ сисĕнет. Элĕке килсе кĕнĕ çĕрте, пĕвесем çывăхĕнчи лапамра, тункатасенчен ăсталанă «чиперуксем» иртен-çÿрен кăмăлне çĕклерĕç. Тĕп урамăн икĕ енĕпе те темĕн пысăкăш сас паллисенчен çырнисем кунта пурăнакансемпе хăнасене тăнăçлăхпа юрату сунчĕç.
Кашниех çак уявра хăйĕн кăмăлне тивĕçтерекеннине тупрĕ. Тăхăр сехетре Совет Союзĕн Геройĕ М.Е.Ефимов ячĕллĕ лапамра, культура çурчĕ умĕнче тĕп мероприятисем пуçланчĕç. Вĕтĕр-шакăр, культура ĕçченĕсем, иртен-çÿрен, уява килнисем пурте Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Василиса Архиповăпа ирхи зарядкăна тăчĕç. Унтан тĕлĕ ÿсĕмрисем, ачасемпе аслисем юрă-кĕвĕ енĕпе тупăшрĕç. Кунта туслăх çĕнтерчĕ. Çакна юрра-ташша юратакансем темĕн пысăкăш вăйă картине тăрса чăваш кĕввипе ташласа çаврăнни те çирĕплетет.
Спорта юратакансем вара çак тапхăрта Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт лапамĕнче пулчĕç. Кунта Совет Союзн Геройне Мирон Ефимович Ефимова халалласа тата районти «Пурнăç çулĕпе» район хаçачĕн парнисемшĕн спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче те старта çемье, шкул ачисен тата ял тăрăхĕсен, педагогсен командисем тухрĕç. Чи çивĕччисем, паллах, çĕнтерÿçĕ ята тивĕçсе çитес вăхăтра Шупашкарта иртекен «Советская Чувашия» хаçатăн парнисемшĕн иртекен ăмăртăва хутшăнма тивĕçрĕç.
Çуралнă кун парнесĕр епле пултăр-ха? Ку хутĕнче чи пысăк парненех тивĕçрĕç Элĕкре пурăнакансем. Шăп та шай çак кун пысăк йышпа «Демографи» наци проекчĕпе çĕкленĕ 240 вырăнлă ача садне уçрĕç те. Асăннă социаллă пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта уçма вара республикăран та пысăк йыш килнĕ. Чăваш Республикин Ĕç тата хÿтлĕх министрне Алена Елизаровăна, Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумне Надежда Никандровăна, Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Николай Угаслова, Николай Малова тата Владимир Мурайкина, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа район пуçлăхне Эдикт Волкова, шкул ÿсĕмне çитменнисен учрежденине тунă «Старатель» тулли мар яваплă общестăн генеральнăй директорне, хамăр ентеше Анатолий Владимирова капăр тумлă вĕтĕр-шакăрпа чăваш тумĕллĕ воспитательсем кĕтсе илчĕç. Ача садне çÿрекенсем хăйсен сăвви-юррипе хăнасенсе çĕнĕ ача сачĕшĕн, кунти хăтлăхшăн тав турĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Владимир Мурайкин ача садне спорт хатĕрĕсене туянма спонсорса пулăшу пачĕç. Унтан хĕрлĕ хăю кассах пурте çĕнĕ ача сачĕпе, унти условисемпе паллашрĕç. Бассейн, çĕнĕ пÿлĕмсем, музыка залĕ, столовăй пĕтĕмпех тивĕçтерет паянхи пурнăç ыйтнине.
Кăштахрен район ертÿлĕхĕпе хăнасем Элĕк салине халалланă уява уçрĕç. Элĕксене ĕçченлĕхĕшĕн, республика аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕç. Малашлăхра татах та курăмлăрах ĕçлеме, Чăваш Енре тата Раççейре пурнăçланакан проектсемпе программăсене пурнăçа кĕртсе пыма ăнăçусем сунчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Владимирович Малов Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн Салам сăмахне вуласа пачĕ. «Паян Элĕк сали Чăваш Енри муниципалитетсем хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Кунта вăтам тата пысăк предприятисем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ, бизнес та аталаннă. Обществăлла инфратытăма аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçленине палăртмалла. Çакă вара пĕтĕмпех салара пурăнакан ĕçченсем, пултаруллă тата мал ĕмĕтлĕ çынсем тăрăшнипе пурнăçа кĕрсе пырать. Хисеплĕ Элĕк ен çыннисем! Сире çак паллă кун ячĕпе саламлатăп. Сирĕн салара упранса юлнă йăла-йĕрке малашне те çухалмасса, ку пуянлăх хушăнса пырасса шанатăп. Çамрăксем те хăйсен пĕчĕк Тăван çĕршывĕн аталанăвне хăйсен тÿпине хывасса шанатăп. Элĕкре пурăнакан кашни çыннах çирĕп сывлăх, ăнăçу, çемьере юратупа телей, ырлăх сунатăп», - палăртнă хăйĕн çырăвĕнче Алла Леонидовна.
Уявра Элĕк тăрăхĕнче пурăнакан тĕрлĕ ÿсĕмрисене чысларĕç.
Район центрĕн çуралнă кунне халалланă мероприятисем каçхине те тăсăлчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тата район пуçлăхĕ Эдикт Волков ĕçре курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне Владимир Алексеева, Элĕкри культурăпа кану центрĕн директорне Иван Никифорова, Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерне Валерий Сергеева, Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕн специалистне Вера Степановнăна РФ Патшалăх Думин Алла Салаевăн Тав хучĕпе чысларĕç. «Çеçпĕл» эстрада ансамблĕ юрри-кĕввипе савăнтарчĕ.