Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанăвĕ районсенчен пуçланать»
Кăçалхи июлĕн 24-мĕшĕнче 2020-2025 çулсенчи Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программин пĕтĕмлетÿ вариантне палăртнăччĕ. Регионшăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ документпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче паллаштарнăччĕ. Асăннă программăна халăх хушшинче ырласа йышăнчĕç. Çакă вара ыт ахальтен мар ĕнтĕ, мĕншĕн тесен унта палăртнă ĕçсем пирĕнтен кашнинех пырса тивет тесен те йăнăш мар.
Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программинче кашни района уйрăммăн тимлĕх уйăрнă, республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшакан тĕрлĕ çĕнĕлĕхе палăртнă. Çавăн пекех çак ĕçсене туса ирттерме укçа-тенкĕ ăçтан уйăрассине те пĕлтернĕ. Олег Николаевăн Халăх штабĕнче шутланакан, Элĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен ветеринари станцийĕн начальникĕ Валерий Афанасьев ку тĕлĕшпе хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ те.
- Валерий Михайлович, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йышăннă Комплекслă программа пирки мĕн шутлатăр?
- Асăннă программăна тимлĕ тишкерсе тухрăм. Унта 2020-2025 çулсенчи аталану çул-йĕрне питех те уçăмлăн палăртнă. Вĕсене пурнăçа кĕртни вара кашни района аталанма, республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма май парать те. Элĕк районĕнче çитес пилĕк çуллăхра туса ирттерме палăртнă ĕçсем те пысăк пĕлтерĕшлисем. Çак ыйтусем тивĕçлипе татăласса тахçанах кĕтеççĕ ĕнтĕ ял çыннисем. Çул-йĕр тăвасси тата вĕсене юсасси, котельнăйсене çĕнетесси, çĕнĕ шкулсемпе культура учрежденийĕсене, фельдшерпа акушер пункчĕсене хута ярасси - çак ыйтусем пурте канăçсăрлантараççĕ районта пурăнакансене. Олег Алексеевич çак программăра кашни тытăмăн аталану çул-йĕрне уйрăммăн тимлĕх уйăрни мана килĕшет.
- Сирĕн ĕç-хĕлĕр тÿрремĕнех ял хуçалăхĕпе çыхăннă. Эппин, кунти çивĕч ыйтусене аванах пĕлетĕр. Çак тытăмра çитес пилĕк çуллăхра тумалли ĕçсене палăртсамăр.
- Комплекслă программăра районти агропромышленность комплексĕ тимлĕхсĕр юлманни чăнахах та савăнтарать. 2020-2025 çулсенче «Перспектива» кооперативра пахча çимĕç хранилищине туса лартма палăртнă. Кунпа пĕрлех ял хуçалăх продукцине тирпейлекен технологи оборудованине туянмалла. Ульянов ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ вара уй-хиртен пухса кĕртнĕ тыр-пула аласа типĕтме, пахалăхлă вăрлăх хатĕрлеме ятарлă оборудовани вырнаçтарма тĕллев тытнă. «Л.И.Петров» хресчен-фермер хуçалăхĕнче çитес тапхăрта 100 пуç вырнаçмалăх сĕт-çу ферми хута каймалла. «Авангард» ял хуçалăх предприятийĕ те аталану çулĕпех утни савăнтарать. Кунта та 200 пуç ĕне выльăх вырнаçмалăх сĕт-çу фермине тĕпренех çĕнетме палăртаççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх фермисем патне пымалли çул-йĕре тикĕслесси çине те вырăнсенче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çитес пилĕк çуллăхра, сăмахран, «Перспектива» кооперативăн пахча çимĕç хранилищи çывăхне пĕр чăрмавсăрах çитме 4 çухрăм çула асфальт сарса хытармалла. «С.П.Волков» фермер хуçалăхĕнчи пахча çимĕç хранилищи патне илсе çитерекен çула тикĕслемелле. Ульянов ячĕллĕ тата «Авангард» ял хуçалăх предприятийĕсен сĕт-çу комплексĕсен территорийĕсенче те хытарнă çулсем пулĕç.
Кунсăр пуçне ял хуçалăхĕнче ытти çивĕч ыйтусем те пур-ха. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли аслă пĕлÿллĕ специалистсем çителĕксĕрри. Элĕк районĕнче те вĕсене пÿрне çинче хурсах шутласа тухма пулать. Яла çамрăксем иленменни хуçалăхсен аталанăвне чăнахах та ура хурать. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе те тивĕçлĕ йышăнусем тумалах-ха пирĕн.
- Кунсăр пуçне Комплекслă программăпа килĕшÿллĕн районта тата мĕнле пĕлтерĕшлĕ ĕçсене палăртнă-ха?
- Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ, çак программăра кашни ра- йонăн хăйĕн аталану çул-йĕрĕ. Олег Алексеевич мĕнпур сферăна валли уйрăм тĕллевсем палăртни мана питех те килĕшет. Халĕ эпĕ кĕскен 2020-2025 çулсенче ра- йонта туса ирттермелли кашни тытăмăн тĕллевĕ çинче чарăнса тăратăп.
Пĕрремĕшĕ, çынсене уйрăмах пăшăрхантараканни, çул-йĕр ыйтăвĕ. Çитес пилĕк çуллăхра районта тинех чылай çул канăç паман «Элĕк - Илленушкăнь», «Никольски - Нурăс» - Мăн Ямаш, «Шупашкар - Сурски» - Вырăс Сурăмĕ, Элĕк - Янкурас - Тени - Малти Хирлеп автотранспорт çулĕсем çинче капиталлă юсав ĕçĕсем иртмелле. Кунсăр пуçне Мăн Тукташри Кооператив, Çулавăçри Шкул тата Чапаев урамĕсенче çĕнĕ çулсем тумалла. Çавăн пекех «Никольски - Етĕрне - Нурăс» - Тени, «Элĕк - Кивĕ Атай - «Сăр» - Ураскилт - Мăн Тукташ, «Элĕк - Ишек» - Писĕп - Питĕшкасси, «Çĕнкас Юнтапа - Чулкаç - Тури Татмăш», «Анатри Кăканарпа - Тури Карачура» вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автомобиль çулĕсем çинче капиталлă юсав ĕçĕсем тумалла. Кунпа пĕрлех çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче Элĕк салинче, Мăн Вылăра тата Çирĕккассинче çул хĕррисемпе çутă ламписем вырнаçтармалла.
Иккĕмĕш чи çивĕч ыйту вăл - вĕренÿ тытăмĕ. Элĕк салинчи шкул ÿсĕмне çитменнисен учрежденийĕсенче паян пĕччĕккисене валли вырăн çителĕклех мар. Çитĕ- некен ăрăва тивĕçлĕ вĕренÿпе воспитани памалли ятарлă нормăсене пĕтĕмĕшле тивĕçтермеççĕ вĕсем. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ район центрĕнче 240 вырăнлă çĕнĕ ача сачĕ хута яма палăртнă. «Хĕвел» ача садĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем иртмелле. Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта пĕлÿ илекен кĕçĕн классем вырăн çитменренех интернат пулнă çуртра хÿтлĕх тупнă. Çавăнпа та çак ыйтăва çитес тапхăртах татса памаллах. Элĕкре кĕçĕн классене валли 300 вырăнлă çĕнĕ шкул тумалла. Пуррисене вара упраса хăвармалла. Ку тĕлĕшпе Тавăтри тата Ураскилтри вăтам шкулсем капиталлă юсав ĕçĕсем кĕтеççĕ. Кунпа пĕрлех «кăвак çулăмпа» ĕçлекен модульпе блок котельнăйĕсене те çĕнетмелле.
Виççĕмĕшĕнчен - сывлăх сыхлавĕ. Ял çыннисене вырăнтах пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ илме майсем туса памалла. Çак тĕллевпе фельдшерпа акушер пунк- чĕсене çĕклемелле. Çитес пилĕк çулта Тенисемпе Вырăссурăмсене тата Кивуйсене канăç паман ку ыйту татăлмаллах, ФАПсем хута каймалла.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă çивĕч ыйтусем те тимлĕхсĕр мар. Элĕк салинчи Чапаев урамĕнчи пĕр çурта 2017 çулхи август уйăхĕнче аварийлисен шутне кĕртнĕ. Унта ултă çемье тĕпленнĕ. Çитес тапхăрта пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă çивĕч ыйту лайăх енне улшăнмалла. Элĕк салинче тасатакан сооруженисене тата канализаци тытăмне çĕнетмелле. Кивелнĕ котельнăйсене çĕнĕ блокпа модуль котельнăйĕ- семпе улăштармалла, çĕннисене тумалла. Ялсенчи шыв башнисем те кивелсе çитнине пытарма кирлĕ мар. Ку енĕпе уйрăмах пысăк ĕçсем туса ирттермелле, ялсенчи 27 шыв башнине тĕпренех юсаса çĕнетмелле.
- Валерий Михайлович, ытти тытăмри пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тимлĕх уйăрнăран культурăпа спорт объекчĕсем пулăшусăр юлмĕç-ши?
- Çук, паллах. Çитес пилĕк çуллăхра культурăпа спорт енĕпе те пысăк ĕçсем пулса иртмелле. Мăн Вылăра, Кивуйпа Крымсарайккăра çĕнĕ культура çурчĕсем хута каймалла. Кунсăр пуçне тахçантанпах юсав ĕçĕсем кĕтекен ытти клубсен сăн-сăпачĕ те улшăнмалла. Элĕк-ри ÿнер шкулĕне те юсав ĕçĕсем иртмелле. Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çумĕнче тинех бассейн хута кайни те тĕрлĕ ÿсĕмрисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунсăр пуçне Юнтапапа Тавăт ачисем хоккейла выляма юратнине, тĕрлĕ шайри ăмăртăва хутшăннине чылайăшĕ аванах пĕлеççĕ. Кам пĕлет; Тен вĕсен хушшинче çĕршывĕпе паллă хоккеистсем çитĕнеççĕ. Çавăнпа та асăннă ялсенче хоккей курупкисем тума палăртнă та.
- Кĕçех Пĕрлехи суйлав кунĕ иртмелле. Эсир мĕнле шутлатăр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тăратнă ытти кандидатсен Олег Николаевăн программи пек аталану программисем пур-и?
- Чи малтанах çакна палăртатăп. Сентябрĕн 13-мĕшĕнче эпир çынна çеç суйламастпăр-ха. Чăваш Ен мĕнле çул-йĕрпе каяссишĕн, мĕнлен аталанассишĕн сасăлатпăр. Олег Николаевпа танлаштарсан, ытти кандидатсенчен пĕрин те хальлĕхе республика аталанăвĕпе тÿрремĕнех çыхăннă анлă программа çук. Олег Алексеевич вара ку тĕлĕшпе çивĕч ыйтусене хускатнипе пĕрлех вĕсене татса памалли çул-йĕре те, республика малашлăхне те палăртнă.
Эльвира КУЗЬМИНА
калаçнă.