Вăрçă ачисем синкерлĕ кунсен чĕрĕ палăкĕсем
Çулсеренех майăн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнисене халалласа лартнă палăксем çывăхĕнче чечексем çеçкене лараççĕ, вĕсем çывăх çынсен сăнĕсене куç умне кăлараççĕ. Çав вăхăтрах паян аслă ÿсĕмрисен йышне кĕнĕ, ашшĕсенчен 2-3 хут та ытларах пурăнса ирттернĕ, апла пулин те вĕсене самантлăха та манман вăрçă ачисем çине тимлĕх сахал уйăратпăр. Нимĕç фашисчĕсенчен Тăван çĕршыв ирĕклĕхне сыхласа хăварнă, вăрçă хирĕсенче выртса юлнă совет салтакĕсемпе командирĕсен ывăл-хĕрĕ истори страницисене туллин çырăнайман-ха. «Полк ывăлĕ» кĕнекери Ваня Солнцев тата «Счастливого плавания» кинофильмри Сережа Столицин халĕ ÿсекен ачасемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх.
Анчах та асăннă тапхăрти мĕнпур вăрçă ачин çак тĕслĕхсенчи пек кун-çулĕ пĕр тикĕс пулман-çке. Вилнĕ фронтовиксен ачисемпе çыхăннă кирек епле ыйтăва та чылай çул каялла пысăк тимлĕх уйăрман. Паян çав синкерлĕ тата йывăр кунсен чĕрĕ свидетелĕсен шучĕ палăрмаллах чаксан çеç вĕсем тĕлĕшпе хамăр шухăшлава ылмаштартăмăр. Нумаях пулмасть тимлĕх кирлĕ, хисепе тивĕçлĕ граждансен шутне кĕртме тăрăшрăмăр. Тĕрĕссипе вара, шăп та шай çак ачасем тылра хастарлăхпа палăрнинчен фронтра салтаксем тăшмана хирĕç мĕнле çапăçасси нумай килнĕ те. Пĕве кĕмен, çан-çурăмĕ çирĕпленсе çитменскерсем аслисемпе танах тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă-çке.
Çакна нумаях пулмасть Куракăшра пурăнакан Лидия Егоровăпа курнăçсан ăнлантăм. 86-а пусăмланă кинемей. Вăр-варлăхĕпе вара ăна хăйĕн çулне параймастăн.
- Хĕвел хĕртмех пуçличчен йăрансене тухса çумларăм. Халĕ кăштах сывлăш çавăрса илетĕп те пÿрт-çуртра тирпейлемелле. Эй, тата мансах каяттăм. Кăнтăр апачĕ хыççăн мăнуксем килме пулсаччĕ. Кукăль-çăмах хатĕрлемеллех пулĕ-ха. Юратаççĕ мăнукăмсем эпĕ пĕçернĕ апат-çимĕçе, - сăмахларĕ типтерлĕ тумланнăскер. Çапла вара Лидия Егоровна çулĕсем пур пулин те пĕчченех кил хуçалăха тытса тăрать, унти тасалăхпа тирпейлĕхе те нимĕнрен мала хурать. Аслă ÿсĕмри çынна Изванккăра тĕпленнĕ Раиса хĕрĕ те манмасть, мăшăрĕпе тăтăшах килсе çÿреççĕ вĕсем, виçĕ мăнукĕпе 4 кĕçĕн мăнукĕ те татăлмаççĕ.
- Пĕччен пурăнма йывăр пулĕ; - тетĕп те.
- Халĕ мĕн йывăрри. Апат-çимĕç тулăх, çипуç питĕ, çурт-йĕрĕ çирĕп, ан ÿркен çеç, - хăйĕн шухăшне палăртать Л.Егорова. - Ача чухне ырă курманнине халĕ савăнса пурăнатăп.
Калаçу ватă çыннăн ачалăхĕ çине куçрĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе пĕр килнĕрен çăмăлах пулман-ха Лидия аппан. Тăшман çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ чухне 6-а çеç пусăмланă вăл.
Пĕчĕкрех пулнăран вăрçă нушин пĕлтерĕшне аванах ăнкарман-ха. Данилпа Лева пиччĕшĕсем вăрçа ăсаннă чухне амăшĕ мĕншĕн татăлсах йĕнинех те ăнланманнине пĕлтерет. Пĕртăванĕсенчен Данил киле аманса таврăннă. 18-а тин çеç пусăмланă Лева пиччĕшĕн кун-çулĕ синкерлĕ пулнă. Пехота пулеметчикĕ пулнăскерĕн пĕр хаяр çапăçура пуçĕ татăлса кайнине пĕлĕш-тантăшĕнчен пĕлнĕ. Амăшĕ колхозра ĕçленĕрен Лидия Егоровна та унпа пĕрлех хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ.
- Аслисемпе пĕр тан ĕçлеме çăмăлах марччĕ-ха. Ĕç йывăрришĕн ÿпкелешмен манăн вăхăтри вĕтĕр-шакăр. Тăраниччен апат çиесси çинчен ĕмĕтленнине вара пытармастăп. Çуркунне хурăн кăчки çинине, курăк яшки хатĕрленине, çĕрĕк улмаран икерчĕ тунине халĕ хам та çÿçенсе аса илетĕп. Вăл вăхăтра вара хырăм выççине самаях ирттеретчĕç-ха вĕсем. Колхоз йĕркеленсен çынсене те вика çăнăхне валеçса панăччĕ. Тĕрĕссипе вара, çак çăнăхран лашасем те вилнĕччĕ. Çынсем те вар-хырăм чирĕсемпе анраса кайнисем сахал мар пулчĕç çав ун чухне, - ачалăхне аса илет сакăр теçеткене хыçа хăварнăскер.
Çемьене йывăр килнĕренех амăшĕ Лидия Егоровнăна вуçех те шкула яман, пĕр класс та пĕлÿ илмен, алă пускалама çеç хăнăхнă. Апла пулин те аслă ÿсĕмрискер пысăк тавракурăмпа палăрать. Хĕр шутне кĕрсен Л.Егорова «Правда» хуçалăх ферминче ĕçленĕ. Пĕрре мар ăмăртусен çĕнтерÿçи пулса пысăк парнесене тивĕçнĕ. Митрофан Петрович мăшăрĕпе пĕр хĕрпе пĕр ывăла кун çути парнеленĕ. Анчах та кил тĕпкĕчин кун-çулĕ ирех татăлнă. Мăшăрĕ те пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.
Тÿсĕмлĕхĕ пĕчĕклех туптаннăран темĕнле йывăрлăхра та нăйкăшма, пурнăç çине ÿпкелешме юратмасть этемлĕхĕн черчен пайĕ.