Вĕренекенсене кĕнеке ытларах вулаттарас килет
Шкулта мĕн тума вырăс чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ? Ку ыйту çине кирек епле шкул ачи те хурав пама пултарать. Вырăс чĕлхине аван пĕлни çынна пысăк пĕлÿ шайĕллĕ, интелигентлă пулма пулăшать, çакă малашлăхра ĕçре питех те пĕлтерĕшлĕ. Литературăна пĕлни вара чун пуянлăхĕ çине витĕм кÿрет, шухăшлава аталантарать, ыттисен савăнăçĕпе хуйхине туйма вĕрентет, сисĕмлĕхе ÿстерет. Кун пек каласа эпĕ ачасене вĕрентсе, воспитани парас ĕçре ытти предметсен пĕлтерĕшне нимĕн чухлĕ те чакарасшăн мар-ха. Хальхинче калаçу вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Валентина Афанасьева пирки пулнă май асăннă предметсем çине пусăм турăм та.
Валентина Владимировна 34 çул ĕнтĕ Чăваш Сурăм шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Хăй асăннă предметсемпе педагог пулассине вăл 7-8-мĕш классенче пĕлÿ илнĕ чухнех палăртнă.
- Эпĕ Етĕрне районĕнчи Урпаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăс чĕлхипе литературин урокĕсене Галина Владимировна Иванова тата Галина Ивановна Музлаева çав тери интереслĕ ертсе пыратчĕç. Çавăнпа та вĕсен урокĕсенче лармассерен хама педагог пулма сăмах та панăччĕ. Тен, Людмилăпа Лида аппасем вĕрентекен профессине суйлани те мана пĕр иккĕленÿсĕрех çак утăма тума хистенĕ; Вĕсем физикăпа математика факультечĕсенче пĕлÿ илнĕ пулсан, эпĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче филологи факультетĕнче ăс-хакăла ÿстертĕм, - калаçăвне тăсать пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен.
В.Афанасьевăпа сăмахланă май професси суйласси çине витĕм кÿнĕ тепĕр сăлтава та пĕлтĕм. Вăл пиллĕкмĕш класра пĕлÿ илнĕ вăхăтра кĕнекесемпе туслашнă. Шкул библиотекинче вăл вăрçă çинчен вуламан пĕр кĕнеке те юлман имĕш.
Алла диплом илсен Етĕрне хĕрне институтран Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван шкулне ĕçлеме кайма направлени панă. Вырăнти вĕренÿ пайĕнче вара Кĕçĕн Тăвана мар, Чăваш Сурăм шкулне яраççĕ. 1987 çулта ĕçе кÿлĕнет специалист.
- Вырăс чĕлхине вĕрентекенĕн шкул ачисене чи малтанах чĕлхе илемне туйма майсем туса памалла. Çавăнпа та эпĕ шкул ачисене вĕренÿ программисемпе çеç çавăтса çÿреместĕп-ха, ачасене вырăс чĕлхин тĕрлĕ енлĕхне курма, туйма, пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхтаратăп. Вырăс чĕлхи те хамăрăн чăваш чĕлхи пекех пуян пулнине кашни вĕренекенех туйса илтĕр тетĕп, - палăртать Валентина Владимировна.
Литературăна вĕрентекенĕн тĕп тĕллевĕ вара - илемлĕ хайлавсен тĕпсĕрлĕхне çавăрттарса кĕрсе каясси, унти сăнарсен пурнăçĕпе пурăнма вĕрентесси, вĕсен кăмăл-туйăмне палăртса тĕрлĕ çивĕч ыйтусене татса пама явăçтарасси, шухăшлава аталантарасси. «Çакăн пек майпа çеç литературăна тарăннăн вĕренме май пур, шкул ачи çакна ăнлансан çеç вĕрентекенпе вĕренекен пĕрле хутшăнса ĕçлеме, тĕпчеме пултараççĕ. Пурте ăнланмалла чĕлхепе каласан, педагогăн та, шкул ачин те 45 минут ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен шыравра пулмалла», - пĕлтерет В.Афанасьева. Ун шучĕпе, литература урокне ирттересси уйрăмах йывăр, мĕншĕн тесен ытти уроксемпе танлаштарсан педагогăн пĕр харăсах тĕпчевçĕ те, ÿнерçĕ те, воспитатель те, артист та пулмалла.
Вăтăр пилĕк çула яхăн вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшакана пăшăрхантараканни те пур-ха. Ачасем кĕнеке сахалтарах вулаççĕ. Çакă компьютер технологийĕсем, гаджетсем вăйлă аталаннине пула, çитĕнекен ăру пушă вăхăтне социаллă сетьре ирттернипе çыхăннă. Çакă вара пĕтĕмĕшле вĕренекенсен калаçу чĕлхи чухăнланса пыни çине витĕм кÿрет.
- Ача-пăчана кĕнекепе туслаштарасси чи малтан çемьерен пуçланмалла. Çитĕнекен ăру ашшĕ-амăшĕ кĕнеке вуланине курса ÿсет пулсан, ку туртăм паян мар пулсан та, ыран ачара та «çуралать». Çавăнпа ку тĕлĕшпе аслисен тĕпренчĕкĕсене ырă тĕслĕх кăтартмалла, хăйĕн шухăшне пĕлтерет вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен.
Валентина Владимировна вара халĕ те пушă вăхăт тупăнсанах алла кĕнеке тытма тăрăшать. Ытларах çĕнĕ авторсен хайлавĕсене вулас килнине пĕлтерет.
Вĕрентекен пулнипе пĕрлех вăл мăшăр, амăшĕн, кукамăшĕн тивĕçĕсене те пурнăçлать. Валерий Николаевич мăшăрĕпе кил хуçалăх тытса пыраççĕ, ялти ытти пĕлĕшĕ пекех выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Икĕ хĕрне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă, Алена воспитатель профессине суйланă.
Э.ЭЛИНА.