Вĕрентекен ĕçĕ – ачасен çитĕнĕвĕсенче
Кĕркуннехи иккĕмĕш уйăх чăннипех те уяв кунĕсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри вăл – Вĕрентекен кунĕ. Ăна патшалăх уявĕ теме те, çемье уявĕ теме те пулать. Телейлĕ ачалăх пуçламăшĕ те унпа çыхăннă. Иккĕмĕш «анне» ята та пĕрремĕш вĕрентекенсем илтме тивĕçнĕ. Ача садĕнчен пуçласа шкул пĕтерсе алла аттестат иличченех пĕлÿ тĕнчине ăнтăлакан ачасене хăйсен хÿттине илеççĕ, çул кăтартаканĕ пулса тăраççĕ.
Элĕк округĕнче Вĕрентекен кунĕнче шкул çулне çитменнисен тытăмĕнче вăй хуракансем те хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Акă ĕнер, октябрĕн 2-мĕшĕнче, Элĕкри Культура çуртĕнче муниципалитетри шкулсенче ĕçлекен вĕрентекенсем, ача сачĕсенчи воспитательсемпе кĕçĕн воспитательсем, хушма пĕлÿ вĕренĕвĕн педагогĕсем, вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсем тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç. Уяв мероприятийĕсем пуçланиччен фойере ятарлă тематикăллă сăн ÿкерĕнмелли вырăнта пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Округри Пĕрремĕшсем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлаттарса уява пухăннисен кăмăлне çĕклеме тăрăшрĕç. Элĕк шкулĕ çумĕнчи «Ракурс» медиа-центрти çамрăк корреспондентсем видеорепортаж хатĕрлессипе тимлерĕç. Уяв чăннипех те асра юлмалла ирттĕр тесе кашниех тăрăшни курăнчĕç.
Кĕçех пысăк сцена çинчен тĕп мероприятисем пуçланиччен зала пухăннисем видеосаламсем вĕçтерчĕç. Кашни вĕренÿ учрежденинех явăçтарнă кунта, Сăн ÿкерчĕксем пĕри хыççăн тепри улшăнса Элĕк округĕнчи вĕренÿ тытăмĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Раççей тата Чăваш Республикин патшалăх гимнĕсем те хальхинче чĕрĕлле янăрарĕç. Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсемпе педагогĕсен хорĕ мухтав юррине шăрантарма пуçласан зал ура çине тăчĕ, пĕрле юрлама кăмăл тăвакансем те пулчĕç. Малалла Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн кадечĕсем бал ташшипе савăнтарчĕç.
Пухăннисене професси уявĕ ячĕпе Элĕк округĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев, Элĕк округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Эдикт Волков, Элĕк округĕн пуçлăхĕн çумĕ округ администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикин тата спорт пайĕн начальникĕ Людмила Ильина, Элĕк округĕнчи вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕн председателĕ Владислав Волков саламларĕç, ĕçре палăрнисене чысларĕç.
Çитĕнсе пыракан ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре тăрăшулăх кăтартнăшăн «Раççей Федерацийĕн вĕренÿ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята Юнтапа вăтам шкулĕн математикăпа информатика вĕрентекенĕ Светлана Мукина илнĕ. Вĕренÿ тытăмĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленишĕн Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерствин Хисеп хучĕпе Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕн заведующине Лариса Соколовăна чысланă. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн Тав хучĕпе Ураскилт вăтам шкулĕнчи историпе обществознани вĕрентекенне Светлана Ильинана, Тавăт вăтам шкулĕн акăлчан чĕлхине вĕрентекен Марина Федоровăна, Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн директорне Алена Судмана хавхалантарнă. Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин Хисеп хучĕпе Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕн воспитательне Валентина Ивановăна тата Элĕкри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Николаевăна чысланă. Элĕк округĕн администрацийĕн Хисеп хутне Юнтапа шкулĕнчи технологи вĕрентекенĕ Светлана Осипова, Тавăт шкулĕн физика вĕрентекенĕ Елена Павлова, Питĕшкасси шкулĕнче вырăс чĕлхипе литература вĕрентекен Алевтина Романова, Мăн Вылă шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Елена Федорова, Мăн Ямаш шкулĕнчи воспитатель Лариса Баранова, Тени шкулĕнче математика вĕрентекен Галина Осипова, Элĕк шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Оксана Иванова, çак шкултах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Альбина Константинова, Вутлан шкулĕнчи воспитателе пулăшакан Ольга Владимирова, Ураскилт вăтам шкулĕн директорĕ Владислав Миронов, Чăваш Сурăм шкулĕн педагог-психологĕ Алина Николаева, Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕрентекенĕ Надежда Павлова, ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн методисчĕ Валентина Семенова, Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ Елена Илларионова тата аслă поварĕ Мария Иванова илчĕç. Педагогикăра пысăк ăсталăх кăтартнăшăн, грант пуçарулăхĕнче ăнăçлă ĕçленĕшĕн Элĕк муниципаллă округĕн Хисеп хучĕпе Элĕк шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Фаина Тихоновăна чысланă.
Округ пуçлăхĕн çумĕ Людмила Ильина вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшса ĕçлекенсене Элĕк округĕн администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикин тата спорт пайĕн Хисеп хучĕсене парса хавхалантарчĕ.
Округри вĕрентекенсен ячĕпе сцена çинчен Шупашкарти хăнасем – Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Хисеплĕ вĕрентекенсем, уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Ачасем сире малашне те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăччăр!
Марина ЛЕОНТЬЕВА.