Владивостока çуран чупса çитме палăртать Татмăш каччи
Максим Егоров марафонец çурçул хушшинче Санкт-Петербургран Владивостока çити чупса тухасшăн пулнине Раççей шайĕнчи пичет кăларăмĕсенче те çырнăччĕ, «сенкер экранпа та» кăтартнăччĕ. Чылай çĕрте ăна пĕлнĕренех пирĕнпе, район хаçачĕн журналисчĕсемпе, калаçмасси пирки иккĕленÿ те çуралнăччĕ-ха манăн. Апла пулин те телефонпа çыхăнса калаçма тĕллев лартрăм та унпа. Ахалех иккĕленĕ эпĕ. Мăн кăмăллăн мар, тулли кăмăлпах сăмахларĕ 29-ти яш-кĕрĕм. Ĕнер вăл Иркутск тăрăхнелле çывхарса пынине пĕлтерчĕ.
Максим пирĕн районти Анатри Татмăшра çуралнă. Ултă çула çитиччен ялтах пурăннă. Хыççăн Çĕнĕ Шупашкара куçнă. Апла пулин те тăван тăрăхпа нихăçан та çыхăну татăлман. Канмалли кунсенче, каникулсенче кашнинчех килсе çÿренĕ. Сăмах май, кăçалхи Çĕнĕ çул кунĕсене те Анатри Татмăшрах ирттернĕ вăл.
- Çăмăл атлетика енне туртăнасси манăн ача чухнех тĕвĕленнĕ-тĕр. Анатри Татмăшри Александр Сапожниковпа, Роман Гранитовпа, Петр Ефремовпа тата ялти ытти туссемпе ăмăртса чупнине халĕ те аванах ас тăватăп-ха, - иртнине куларах аса илет вăл. Çăмăл атлетика енне чунĕ туртнăранах амăшĕ пиллĕкмĕш класра ку енĕпе спорт секцине çырăнтарнă. Каярахпа Çĕнĕ Шупашкарти химтехникума вĕренме кĕрсен те тренерсем пулăшнипех çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстернĕ. 2010 çулта вара Санкт-Петербургри приборсем тăвассипе ĕçлекен инженер специальноçне алла илме университета вĕренме кĕрсен çăмăл атлетикăран футбол, баскетбол, волейбол вăййисем çине куçнă. Темшĕн чунĕ выртман ку енне Элĕк каччин. Кăштахран тренерсемпе каллех çăмăл атлетика енĕпе хатĕрленме пуçланă. Тĕрлĕ шайри ăмăртусене явăçтарнă. Хăшĕ-пĕринпе пьедестал çинех хăпарнă пулсан, теприсенче çĕнтерÿçĕ-сен йышне лекеймен. Куншăн вара ентешĕмĕр нихăçан та кулянман. 2016 çулта Максим Егоров Санкт-Петербург хулинче çурма марафон чупассипе иртнĕ ăмăртура хăйĕн вăй-халне тĕрĕслесе пăхнă. Малтисен йышĕнчех пулман пулин те, кайрисен шутне те кĕмен. Вăрăм дистанцисене чупма вара килĕшсе кайнă ăна. Ун хыççăн марафон дистанцине - 42 çухрăм та 195 метра та чупса пăхнă. Кăçал та, январĕн 29-мĕшĕнче Ленинград хулине блокадăран кăларнине халалласа йĕркеленĕ марафонран аякра тăрса юлма пултарайман спортсемен.
- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мăн асаттесене тăшмана çĕнтерме çăмăлах пулман. Апла пулин те вĕсем нимĕнле йывăрлăхран, вилĕмрен хăрамасăр халăх ирĕклĕхне сыхласа хăварнă. Нивушлĕ эпĕ вара вĕсене асра тытса, паттăрлăхĕпе мухтанса çак инçĕше парăнтараймастăп терĕм. Ку енĕпе хамăн ума тĕллев лартрăм та. Марафонра çĕнтерсе пьедестал çине хăпарман, тунмастăп. Тĕрĕссипе, эпĕ вăл е ку спортсменпа ăмăртман. Хампа хам тупăшăва тухнăччĕ. Маншăн чи кирли вăл е ку ыйтăва татса панă чухне такампа вăй виçесси мар, хама хам çĕнтересси, - пĕлтерет 29-ти каччă.
Çак марафонран пуçланнă та Максим Юрьевич Егоровăн çуран Питĕртен Владивостока çити чупасси. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, ку ĕмĕт унăн каллех ăнсăртран çуралман-ха, пĕрре мар пуçра тĕвĕленнĕ вăл. Шухăш «пиçсех» çитсен юлташĕсене, амăшне пĕлтернĕ. Тантăшĕсем ăссăрла шухăшран писме хистенĕ чухне çывăх çынни унăн кирек епле йышăнăвне те ырласа йышăннă. Ĕçтешĕсем те хăйне евĕрлĕ çул çÿреве хирĕç пулман. Инженер-электрик специальноçĕпе аслă пĕлÿ илнĕскер аэродрома пăхса тăрассишĕн яваплă пулнă.
Январь вĕçĕнчен пуçласа паянхи кунччен вăл 5 пин ытла çухрăма парăнтарнă ĕнтĕ. Тверь, Мускав, Владимир, Шупашкар, Хусан, Уфа, Челябинск, Казахстан чиккинчи Ишим, Омск, Кемерово, Красноярск тата ытти вун-вун хулара пулнă. Палăртнă инçĕшĕн çуррине çеç иртнĕ-ха вăл. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, тата 5 пин çухрăм чупмалла.
- Кичем мар-и вара пĕччен? - ыйту паратăп эпĕ.
- Çук, ку чухне чылай вăхăт канăç паман ыйтусем тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăнусем тума май пур, хампа хам калаçатăп. Çут çанталăкпа киленсе пыма юрататăп. Урал тăвĕсем хăйсен çÿллĕшĕпе тыткăнларĕç пулсан, Курган тăрăхĕнчи çеçен хирсем илемĕпе илĕртрĕç. Хăйне евĕрлĕ çул çÿрев çĕнĕ юлташсем тупма май парать. Красноярскра, сăмахран, Чăвашсен пĕрлĕхĕн президенчĕ, унта çÿрекенсем тулли кăмăлпах кĕтсе илчĕç. Кăмăллă, эпĕ хамăн çул çÿревпе, - сăмахлать Анатри Татмăш каччи. Çулĕ вăрăм пулин те Максим пысăк сумкăпа тухман. Çурăм хыçне рюкзак çеç çакнă. Унта вара улăштарса тăхăнмалли, çи-пуç, пушмак, çăмăл йышши куртка. Юлташĕсемпе, амăшĕпе тата 3 йăмăкĕпе çыхăнма май паракан икĕ телефонпа аккумулятор, шăна-ÿпре тапăнасран сыхланмалли. Паллах, çул çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен çутта каялла тавăракан япаласем, укçа-тенкĕ валли банк картти. М.Егоров пĕлтернĕ тăрăх, вăл çулсем çинчи кафесенче апатланать, каçсерен юлташĕсен юлташĕсем патĕнче хÿтлĕх тупать, палламан-пĕлмен çынсемех хваттере яракансем пуррине те пытармасть.
- Кашни кун миçе çухрăм парăнтаратăн-ха? - ыйту паратăп каллех марафонеца.
- Кашни кунах манăн расписанипе иртет. 10 сехетрен кая мар чупатăп. Каннине шута илсен вăтамран кунне 50-60 çухрăм чупатăп. Çывăрма выртсан вара вилнĕ пекех çывăратăп, нимĕн те туймастăп. Кунсерен ирхи 9 сехетре старта тухатăп, - хуравлать ентеш.
Кăçал вăл июлĕн 26-мĕшĕнче Токио хулинче иртекен Олимп вăййисене кайса курма, хамăр спортсменсене хавхалантарма та палăртнă пулнă. Анчах та тĕнчери коронавирус эпидемийĕ сарăлнăран асăннă вăйăсем иртмен, çавăнпа та Максимăн ĕмĕчĕ те пурнăçа кĕмен. Апла пулин те çав-çавах асăннă Олимп вăййисене çитсе курма тĕллев лартать вăл.
Владивастока чупса çитсен, Чăваш Ене таврăнсан чи малтанах Анатри Татмăша юлташĕсем патне килсе кайма та шантарать.
Э.ЭЛИНА.