ВЛКСМ съездĕнче Андриян Николаев космонавтпа ташланă
1982 çулхи майăн 18-21-мĕшĕсенче Мускавра Кремльте Пĕтĕм Союзри Çамрăксен Ленинла Комсомолĕн съезчĕ (ВЛКСМ) иртнĕ. Унта 3425 делегат хутшăннă. Вĕсенчен ытларахăшĕ 28 çула çитмен çамрăксем пулнă. Çав йыша пирĕн ентеш те, Мăн Вылă ялĕнче çуралса ÿснĕ Ираида Пузырникова (халĕ Токмакова), лекнĕ. Ун чухне вăл çап-çамрăк пулнă, 17 çул кăна тултарнă.
Мускава - пĕрремĕш хут
Ираида Алексеевнăна шăпа Калуга облаçне илсе çитернĕ, унпа телефонпа çыхăнма май килчĕ. Ялти шкулта 8 класс пĕ-тернĕ хыççăн вăл Вăрнарти училищĕне мастер-плодоовощевода вĕренме кайнă. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтерсен директор хăйĕн патне чĕнсе илсе: «Ирина, санăн малалла вĕренме каймаллах», - тенĕ. Кун хыççăн вăл тÿрех Шупашкара кайса Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне заявлени панă, биологи предмечĕпе экзамена «пиллĕклĕх» тытса агронома вĕренме кĕнĕ.
«Вăрнарти училищĕре вĕреннĕ чухне çамрăксен хушшинче конкурс ирттерсе Мускаври 19-мĕш съезда кайма мана суйларĕç. Вăрнар районĕнчен пĕртен-пĕр делегат пултăм. Эпĕ ун чухне ВЛКСМ райком бюровĕн пайташĕччĕ. Чăваш Ен делегацийĕ йышĕнче Мускава пĕрремĕш хут кайрăм. Пĕтĕмпе 24 делегатчĕ. Пуйăспа çула тухрăмăр. Çула май районсенче чарăнсан пире пур çĕрте те факелсемпе ăсатса ячĕç. Съезд Кремльти Съездсен керменĕнче иртрĕ. Каялла пуйăспа килнĕ чухне те пире кашни районта хĕрÿллĕн кĕтсе илчĕç», - 45 çул каялла пулса иртнине аса илчĕ Ираида Алексеевна.
Хальхи çамрăксемшĕн «комсомол» тени пачах ют. Ун чухнехи яшсемпе хĕрсемшĕн вара ку ят питĕ сумлă пулнă.
«Эпир аван вĕренсе, хамăра лайăх енчен кăтартса малтан - октябренока, унтан пионера кĕме талпăннă. 14 çул тултарсан хĕлле Элĕке ДТ тракторпа комсомола кĕме килтĕмĕр. Хамăн ура чĕтрет. Уставне пăхмасăр калама вĕреннĕччĕ. Çавăн пек пулнă эпир: яваплăха туйнă, атте-аннен, учительсен ятне ярас мар тенĕ. Общество ĕçĕсене хастар хутшăнаттăмăр. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Чăваш Енри ВЛКСМ обком бюровĕн пайташне кĕтĕм. 1985 çулта Мускавра Çамрăксемпе студентсен фестивалĕ иртрĕ. Унта та хутшăнтăм. Институтра хамăрăн факультетра массăллă культура ĕçĕсене йĕркелессишĕн яваплă пултăм, волейбол командин капитанĕн тивĕçĕсене те мана шаннăччĕ», - малалла калаçрĕ Ираида Алексеевна.
Мускаври 19-мĕш съезда хутшăнни унăн асĕнче ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă. 17 çулхи хĕршĕн ку чăннипех те тĕлĕнмелле мероприяти пулнă.
«Съездсен çурчĕ тем пысăкăш, халăх нумай! Тĕрлĕ наци çамрăкĕсем пухăннă. Леонид Брежнев тухса калаçрĕ. «Раççей» хăна çуртĕнче пурăнтăмăр. Чăваш Ен делегацийĕ йышĕнче икĕ хут СССР Геройĕ, çĕршыври виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев та пулчĕ. Ун чухне шăпа Андриян Григорьевичпа ташлама пÿрчĕ. Маншăн ку питĕ пысăк хисеп пулчĕ! Халĕ те куç умĕнче», - хавхаланса аса илчĕ иртнине комсомолка.
Калуга облаçĕнчех юлас тенĕ
Ираида Алексеевна ял хуçалăх институтĕнчен 1987 çулта вĕренсе тухнă. Пĕр çул маларах, 4-мĕш курсра чухне, вăл Шупашкар районĕн каччипе Сергейпа пĕрлешнĕ. Пулас мăшăрĕ çав факультетрах, çав курсрах вĕреннĕ. Диплом иличчен вĕсен ывăл Александр çуралнă.
Ун чухне çамрăксем ытларах направленипе ĕçлеме кайнă. Ираидăпа Сергей Калуга облаçне кайма шухăшланă. Пĕчĕк ача пурри те вĕсене инçе çула тухма чарман. Калуга облаçĕнчи Перемышль районне çитсен Сергей колхоза агронома ĕçе вырнаçнă, Ираида декрет отпускĕнче ларнă. Декрет отпускĕ вĕçленнĕ тĕле колхозра ун валли вырăн пулман, çавăнпа вăл пĕр хушă шкулта пионер-вожатăйра вăй хунă. Иккĕмĕш ывăлĕпе Андрейпа декретран тухсан, 1993 çулта, вăл район центрĕнче хăйĕн профессийĕпе ĕç тупнă. 2010 çултанпа Ираида Алексеевна район администрацийĕнче пай заведующийĕнче ĕçлет. Колхозсем саланма пуçласан мăшăрĕ предприниматель пулса тăнă. Аякра пурăнсан та вĕсем чăваш чĕлхине манман.
«Тăван тăрăха килсе çÿретпĕр. Пирĕн унта тăван нумай. Калуга облаçĕнчех ĕçлесе кайрăмăр, унтан ачасем шкула кайрĕç. Каялла çаврăнса килес темерĕмĕр, унтах тĕплентĕмĕр. Условисем лайăх пулни те килĕшрĕ. Килсенех пире пурăнмалли кĕтес уйăрса пачĕç. Ун чухне хăть пĕр пÿлĕмлĕ, хăть виç пÿлĕмлĕ хваттер суйла. Икĕ пÿлĕмлине илтĕмĕр. Кайран тăватă пÿлĕмлĕ хваттере куçрăмăр. Халĕ хамăр хăпартнă уйрăм çуртра пурăнатпăр. Çамрăк специалистсене тÿрех хваттерпе тивĕçтерни питĕ пысăк пулăшу пулчĕ. Халĕ мăнуксемпе савăнса пурăнатпăр. Аслă ывăл çемйипе Мускавра тĕпленчĕ, кĕçĕнни - Калугăра. Кăçал Чăваш Енре икĕ хутчен те пултăмăр. Апрель уйăхĕнче аннен, Раиса Андрияновнăн, 90 çулхи юбилейне килтĕмĕр. Çак çулта та хăй тĕллĕн çÿрет, ĕçлет, Турă сывлăх патăр ăна. Кайран август уйăхĕнче тăван тăрăха килтĕм. Анне пурăннă чухне час-часах килсе çÿрес килет. Атте, Алексей Евдокимович, 6 çул каялла çĕре кĕчĕ, 86 çултаччĕ. Пирĕн çемье пысăк, эпĕ 6 ачаран - тăваттăмĕшĕ», - калаçу çăмхине малалла сÿтрĕ Ираида Алексеевна.
Институт хыççăн Калуга облаçне ĕçлеме каякансен йышĕнче чăвашсем те пулнă. Анчах кайран пурте тенĕ пек каялла тăван тăрăха таврăннă. Токмаковсемсĕр пуçне тепĕр хĕр кăна юлнă, вăл биологи учителĕнче ĕçленĕ. Апла-и, капла-и - пур-пĕрех, пур çĕрте те ĕçлекен çынсем кирлĕ. Чи кирли - çуралнă тăрăха, тăван чĕлхене манманни.
Ирина Алексеева.