Волонтерсем госпиталь валли 117 минтер çĕленĕ
Çĕнĕ çул уявĕсенче чылайăшĕ канма тăрăшрĕ пулсан, ятарлă çар операцине хутшăнакан волонтерсем хăйсем пуçăннă ĕçрен пăрăнмарĕç. Çакна Йăлкăш тăрăхĕнчи хастарсем çинчен калас килет манăн. Ку таранччен те ятарлă çар операцине тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама хăнăхнăскерсем хальхинче Дебальцево госпитальне валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлерĕç. Уяв кунĕсенче Тимĕрçкасси, Уйкас, Йăлкăш тата Изванкă ялĕнчи волонтерсем 117 минтер çĕлеме ĕлкĕрнĕ.
Чи малтанах Тимĕрçкасси ялĕнче пурăнакан Надежда Иванова пуçарăвĕпе ял çыннисенчен минтер пичĕ, арçынсен аялти кĕпе-йĕмĕ пухма пултарнă. Çынсен килте пачах та тытман вĕр çĕнĕ япаласем те, пусмасем те чылай пухăнса каяççĕ-çке. Ку чухне шăпах çак япаласем хăйсен вырăнне тупаççĕ те – ăстасен аллинче вĕсенчен салтаксене кирлĕ япаласем хатĕрлеççĕ. Кĕçех Элĕкри Оксана Барашовăн çĕвĕ цехĕнче ĕç вĕреме пуçлать. Надежда Никифоровнăпа Оксана Владимировна патне Любовь Павловăпа Ираида Архипова хутăшаççĕ. Вĕсем çĕвĕ ĕçне килте те хаваспах пурнăçлаççĕ. Минтерсене валли синтепонпа Элĕкри çĕвĕç Мария Иосифовна Никитина тивĕçтернĕ.
Минтерсене хатĕрлеме Йăлкăш шкулĕ пулнă çуртра пухăнма калаçса татăлаççĕ. «Тавах хĕрарăмсене – пирĕн аннесемпе кукамай-асаннесене! Пурне те çирĕп сывлăх пултăр, 2025 çулта çĕнтерĕве кĕтсе илесчĕ!» - теççĕ вырăнти хастарсем. Ял çыннисем минтерсемпе пĕрлех утиялсем те илсе килеççĕ. Хатĕр гуманитари пулăшăвне Дебальцево госпитальне çитерме палăртнă пункта леçсе панă. Аса илтеретпĕр, Йăлкăшсем госпиталь валли пĕрремĕш хут кăна пулăшу пухмаççĕ. Маларах вĕсем Элĕкри тĕп больница ĕçченĕсемпе тата Карачура ялĕсенчи хастарсемпе пĕрле 200 пин тенкĕ майлă пухса марля повязкăсем, эмелсем, эмеллĕ повязкăсем хатĕрлесе панăччĕ. Халĕ те гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕç пĕр кунлăха та чарăнмасть Йăлкăш тăрăхĕнче. Кулленех хÿтлĕх çеткисем çыхас ĕçе туса пыраççĕ. Кунта Элĕк салинчи хастарсем те килсе çÿреççĕ, май килнĕ таран хăйсен тÿпине хываççĕ.
Н.СМИРНОВА.