Волонтерсем пулăшу кÿрĕç
«Чăваш Республикинчи РТПЦ» РТРС специалисчĕсем граждансене цифра сигналĕсене йышăнас енĕпе пулăшу кÿрĕç. Вĕсем халăха цифра телевиденине йышăнмалли оборудование вырнаçтарса парĕç тата ку енĕпе ăнлантару ĕçĕсем те ирттерĕç. Волонтерсен йышĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри тата професси çыннисем: студентсем, вĕрентекенсем, почтальонсем, социаллă ĕçченсем пулĕç.
Чăваш Енри пур районта та волонтерсемпе вĕренÿ занятийĕ ирттермелли график йĕркеленĕ. Мероприятисем февралĕн 11-мĕшĕнче старт илнĕ, мартăн 4-мĕшĕччен пырĕç. Пĕтĕмĕшле каласан, семинарсем район администрацийĕсенче тата республикăри хуласенче пулĕç.
Занятисем вăхăтĕнче волонтерсем цифрăллă эфир телевиденине йышăнмалли майсем, сигнал йышăнмалли оборудование тĕрĕс суйласа илесси тата вырнаçтарасси çинчен каласа параççĕ. Çынсене интереслентерекен ыйтусем çине те хуравлĕç. Доброволецсем валли ятарласа РТРС специалисчĕсем цифрăллă эфир телевиденийĕпе çыхăннă ыйтуссемпе консультаци памалли инструкци хатĕрленĕ.
Пирĕн районти вĕренÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Элĕкре кун пек вĕренÿ февралĕн 25-мĕшĕнче иртмелле. Унта аслă классенче пĕлÿ илекен шкул ачисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, информатика вĕрентекенĕсем тата çамрăксем хутшăнĕç.
Вĕренÿ хыççăн волонтерсем телевизорти настройкăсемпе тата цифрăллă приставкăсене вырнаçтарас енĕпе сиксе тухнă йывăрлăхсене татса пама чĕнекенсем патне çитеççĕ.
Волонтерсене федерацин Атăлçи округĕнчи 10 регионта, вăл шутра Чăваш Енре те, цифра телевиденине йышăнма май туса парас тĕлĕшпе пулăшу кÿме вĕрентеççĕ. Паянхи куна Чăваш Енре цифрăллă телесеть ăнăçлă ĕçлесе кайнă. Республикăра пурăнакансенчен 99 проценчĕ пысăк пахалăхлă 20 телеканала тÿлевсĕр курма пултараççĕ.
А.СИЛИВЕСТРОВА.