• Документы
  • Поиск
  • Позвонить (8353) 52-23-32
Логотип

Аликовская районная газета

Пятница, октября 9, 2026 г.
Новый выпуск Новости
Позвонить Прогноз погоды
Аликово, Россия

Погода в Аликово
Gismeteo Gismeteo
Прогноз на 2 недели
  • Главная
  • О газете
  • СМИ о Чувашии
  • Подписка
  • Конкурсы
  • Для рекламодателей
  • Фотогалерея
  • Видео
  • Архив
  • Контакты

Волонтерсен ĕçне салтак амăшĕсем те хутшăнаççĕ


Волонтерсен ĕçне салтак амăшĕсем те хутшăнаççĕ

Волонтерсен ĕçне салтак амăшĕсем те хутшăнаççĕ

- Кашни кун пĕрер çетка çыхмасăр киле каймастпăр. Икĕ çын пухăнатпăр-и, пысăк йышпа-и – ума лартнă тĕллеве пурнăçламасăр саланмастпăр! – терĕç Писĕп ялĕнчи волонтерсем.

Ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра хамăр округи чылай волонтерсен ушкăнĕсемпе тĕл пултăмăр. Вĕсене кашнинех пĕр ĕç пĕрлештерет – ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшасси, вĕсене кирлĕ япаласемпе тивĕçтересси, тылпа фронт çыхăнăвне тытса пырасси. Пĕрлехи ĕçе вара ялти хастарсем, ыр кăмăллă çынсем чун ыйтнипе, чĕре хушнипе хутшăнаççĕ.

Хальхинче волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма Писĕп ялне çул тытрăм. Вĕсем ялти клуб пулнă çуртра вырăн тупнă. Тĕрĕсрех каласан, шăпах çулталăк каялла октябрĕн 22-мĕшĕнче кунта пĕрремĕш хут пухăнса тирпейленĕ, ĕçлеме пÿлĕмсем хатĕрленĕ. Паллах, хăтлăхĕ сахалрах, хĕллехи кунсенче сивĕ пулнăран электричество кăмакисем çутса пÿлĕмсене ăшăтаççĕ. Ку чухне сивви те чăрмантармасть, пĕтĕм шухăшĕ те фронтри салтаксене пулăшасси кăна.

Писĕпсем канмалли кунсемсĕр пуçне кулленех хăйсен «ĕç вырăнне» пухăнаççĕ. Маларах йыш пысăкрах пулнине, халĕ вара вун виççĕн пĕр улшăнми ĕçленине палăртаççĕ. Вера Григорьева, Юлия Харитонова, Светлана Ефимова, Маргарита Федоровна тата Маргарита Геннадьевна Степановăсем, Валентина Орлова, Глафира Павлова, Светлана Харитонова, Калерия Егорова, Нина Архипова, Тамара Михайлова, Елена Данилова килти ĕçсенчен пушансанах çетка çыхма пухăнаççĕ. Кунти ĕçсене вара Валентина Васильева йĕркелесе пырать. Пĕрисем пысăках мар пÿлĕмре йывăç станок умĕнче тăрса çеткăсем хатĕрлеççĕ, хирĕçле пÿлĕмре теприсем хăйăвĕсене касса  тăраççĕ. Пĕтĕм ĕçе пайланă. Кун пек чухне ĕç хăвăрт та кал-кал пулса пырать. Акă хальхинче те хĕрарăмсем вăрăм саксем çине хăпарса тăнă та хăйсем умне карттун курупккасенчен хатĕрленĕ «сумкăсенчен» кирлĕ тĕслĕ хăйăва илсе 6 метрлă çеткăсем маçтăрлаççĕ. Сăнасан пÿрнисем выляса тăнине кăна асăрхатăн. Мĕн ĕçленине пĕтĕмпех уйрăм тетраде кĕртсе пыраççĕ. Кунта çырнине пăхсан паян вĕçлекен хÿтлĕх çетки 173-мĕш пулать! Шухăшласа пăхсан, хĕрарăмсем кашни кун тăрăшса 173 салтак пурнăçне çăлса хăварма пулăшаççĕ мар-и? Техникăна витме те çеткăсем ыйтаççĕ. Виçесĕр пысăк та пархатарлă ĕç тăваççĕ ырă чунлă хĕрарăмсем!

Писĕпсем хăйсен ĕçне Çулавăçри «кĕмĕл» волонтерсемпе килĕшÿллĕн туса пыраççĕ. «Штабĕ пирĕн Çулавăçра», - теççĕ хăйсем куларах. Çавăнпа та хÿтлĕх çеткисем çыхнисĕр пуçне ытти ĕçсене те хастаррăн хутшăнаççĕ. Акă Вера Григорьевăпа Тамара Михайлова çĕвĕ ĕçĕсене хăйсем çине илнĕ. Минтер пичĕсем, труççисем çĕлеççĕ.

– Эпир çеткăсем çыхман чухне минтерсем хатĕрлетпĕр. Малтанхи вăхăтра килти арчасене пĕтĕмпех пушатрăмăр тесен те йăнăш пулмĕ. Хамăр килте упраннă пусмаран минтер пичĕсем çĕлерĕмĕр. Пĕтĕмпех минтерсем хатĕрленĕ çĕре каять, – хăйсен ĕçĕпе паллаштараççĕ ялти хастар хĕрарăмсем.

Хулара пурăнакансем те ялти ыр кăмăллăх ĕçĕсенчен пăрăнса юлмаççĕ. Акă Татьяна Башкирова тăтăшах минтер пичĕсем çĕлесе килсе парать, унсăр пуçне укçан та пулăшать. Синтепонпа тивĕçтерекенсем те пур. Ку енĕпе Александр Семенова тата Валентина Яковлевăна палăртмалла. Кирлĕлĕхне кура ялта телефонпа çыхăнма «Пизипово для СВО» ушкăн та йĕркеленĕ. Унпа усă курса хулара пурăнакан ентешсем те хăйсен тÿпине хываççĕ, укçа куçараççĕ. Унсăр мĕнле-ха, çар опрерацийĕ пынă вăхăтра ĕçе пачах та чарса лартас килмест. Ытларах хăйсем çине шанаççĕ волонтерсем, çавăнпа та укçа-тенкине те хăйсемех хываççĕ.

Волонтерсен ушкăнĕнче салтак амăшĕсем те пур. Акă Юлия Харитоновăн икĕ ывăлĕ те – Константинпа Ростислав СВОра çар тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Амăшĕн чĕри лăпкă мар пулин те волонтерсен ĕçне хутшăнма тăрăшать. Тĕрĕссипе, сăлтавсăр пĕрре те сиктермест, укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен те хăйĕн тÿпине хывать. Çĕнтерĕве çывхартас тесе мĕнпур вăя хурать.

Ку ушкăнра тата тепĕр салтак амăшĕ те пур. Вăл – Елена Данилова. Ялти магазинта ĕçленĕрен пĕрмаях хутшăнаймасть пулин те май пур таран хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать. Унăн ывăлĕ Сергей паянхи кун çĕршыв хÿтĕлевçисен ретĕнче. Çавăнпа та фронта тылри пулăшу кирлине никамран ытларах ăнланать салтак амăшĕ.

Аякран пăхсан Писĕп ялĕ пĕчĕкех мар, анчах та тĕпленсе пурăнакансем йышлах мар. Ытларахăшĕ çуллахи вăхăтра ашшĕ-амăшĕн кил хуçалăхĕпе усă кураççĕ, çĕнетеççĕ. Ку та шанăç парать, ял малашлăхĕ пур-ха апла. Унсăр пуçне ял клубне çĕнĕрен чĕртсе тăратасси çинчен те сăмах пуçарнă. Çине тăрсан кунта та культура вучахĕ вăй илĕ. Паттăр салтаксене – Писĕп ялĕн хастар ывăлĕсене Çĕнтерÿпе таса та сывă кĕтсе илесчĕ! Çак кун çитетех. Урăхла пулма та пултараймасть. Писĕп ялĕ мухтавлă летчик Алексей Павлович Громов ячĕпе мăнаçланса тăрать-çке. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăшманăн 13 самолетне пĕччен тата иккĕшне ушкăнпа çапса аркатнă, Хĕрлĕ Ялав орденне икĕ хутчен тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тивĕçнĕ. Паян унăн мухтавлă ячĕ ентеш салтаксене ятарлă çар операцинче çапăçма хавхалантарать. Ялти хĕрарăмсем вара çак кĕтнĕ куна – Çĕнтерÿ кунне çывхартма хăйсен кулленхи ĕçĕпе пулăшаççĕ.