Воспитатель профессийĕ чунра пурăнать
Ача сачĕн воспитателĕ - чылайăшĕ ку профессие çăмăл та ансат тесе шутлаççĕ. Чăнахах та, кунĕпе ачасемпе пĕрле выляма, уçăлса çÿреме, пластелинран тĕрлĕ кÿлепе хатĕрлеме, вĕсемпе сăвă-юрă вĕренме, шĕвĕрккесене апат çитерсе çывăратма выртарма йывăр-и вара? Пĕтĕмпех çăмăл та ансат! Анчах та çак профессие туллин тишкерсен кунта тÿсĕмлĕх, юрату, пысăк вăй-хал тата ĕçе чунтан парăнни тĕп вырăнта тăнине асăрхатăн. Ку чухне воспитателĕн ача садне килекен кашни шĕвĕрккешĕнех пĕр вăхăтрах амăшĕ пекех йăваш та, ырă юлташ та, çивĕч ăслă наставник-вĕрентекен те пулмалла. Ыт ахальтен мар ĕнтĕ воспитатель профессине алла илнĕ кашни çыннах ку специальноçпе ĕçлеме пултараймасть. Ку тĕлĕшпе Василий Сухомлинскийĕн пĕлтерĕшлĕ сăмах çаврăнăшĕ те пур-ха: « ...ачасен лайăх воспитателĕ пулас тесен вĕсене хăвăн чĕрÿне парнелемелле».
Çак сăмахсене Тавăтри «Пучах» ача садĕнче тăрăшакан Алина Комиссарова тахçанах пурнăç девизĕ вырăнне картса хунă.
Эпĕ çÿлерех асăннă шкул ÿсĕмне çитменнисен учрежденине çитнĕ чухне ача сачĕн вылямалли лапамĕнче темиçе ушкăн та уçăлса çÿретчĕç. Тĕрĕсрех палăртсан, кунта та канупа вĕренĕве саплаштаратчĕç. Авă, Алина Геннадьевна 3-4 çулхи ачасемпе çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене «шĕкĕлтетчĕç». Çакна валли ятарласа веранда хыçĕнче те, асфальт çул çинче те çул-йĕр паллисене ÿкернĕ. Пĕчĕкскерсен шухăшлавне аталантарас, пурнăçра вĕтĕр-шакăрпа пулма пултаракан самантсене тĕпе хурса ăнлантарма тăрăшать аслă категориллĕ воспитатель.
- Шкул ÿсĕмне çитменнисен учрежденийĕсен тĕп тĕллевĕ - ачасене воспитани парасси, шкулта вĕренме хатĕрлесси. «Вĕренÿ çинчен» саккунра пĕтĕмĕшле пĕлÿ шайне палăртнă, шкул умĕнхи пĕлÿ те ачасен вĕренÿ тытăмĕнчи пĕрремĕш картлашка пулнине çирĕплетсе хăварнă. Çавăнпа та пирĕн, воспитательсен, ача садне çÿрекен шĕвĕрккере пĕлÿ патне ăнтăлассине «вăратмалла», шухăшлава атлантарма вĕрентмелле, çапла майпа вĕренÿ ĕçне хăнăхтармалла, - калаçу пуçламăшĕнчех палăртать Алина Геннадьевна.
Ача садĕнче те кашни занятиех маларарах çирĕплетнĕ расписанипе иртет. Анчах та шкулти пек парта хушшине ларса йĕркелемеççĕ вĕренĕве. Вăйă урлă çут çанталăка сăнлаççĕ, шут ĕçне хăнăхаççĕ, уçă тата хупă сасăсемпе паллашаççĕ. Çавăнпа та шкулти пекех шĕвĕрккесем ача садне пĕр кун сиктермесĕр çÿрени пĕлтерĕшлĕ иккен. Ача пĕр-пĕр темăна сиктерчĕ тейĕпĕр, теприне лайăх ăнланмасан та пултарать.
Пĕчĕкскерсен пултарулăхне аталантарассипе те сахал мар ĕçлет А.Комиссарова. Тăван чĕлхе илемлĕхне вĕрентес тĕлĕшпе чăвашла юмахсем вулаççĕ, сăвă-юрă вĕренеççĕ, ятарласа чăваш чĕлхи эрнисем ирттереççĕ. Ку чухне чăн-чăн чăваш тумĕ тăхăнса концертсем лартаççĕ, уявсем йĕркелеççĕ. Ача садĕнчи мероприятисене хутшăннипе çеç çырлахса лармаççĕ. Районта, ытларах республика шайĕнче иртекен пултарулăх конкурсĕсенче тантăшĕсемпе тупăшаççĕ. Иртнĕ çулсенче аслă категориллĕ воспитатель вĕренекенĕсем республикăри «Хунав», Вера Кузьмина йĕркелесе ирттерекен конкурссенче чăваш сăвви-юррипе тата юмах лартса пĕрре мар çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕччĕ. Чăваш кĕнеке издательстви йĕркеленĕ «Çамрăк талантсем», «Хавхалану» конкурссенче палăрнăччĕ.
- Кун пек çитĕнÿсене пĕр-пĕччен тума çук. Музыка ертÿçипе, ытти ĕçтешсемпе пĕр тĕвĕре пулмалла. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ кирлĕ. Паянхи ашшĕ-амăшĕ ачине аталантарас тĕлĕшпе хăй те сахал мар тÿпе хывни савăнтарать, пире тулли кăмăлпа ĕçлеме хавхалантарать, - ĕçри вăрттăнлăхсене уçса парать аслă категориллĕ воспитатель.
Кĕлетке тĕрĕс аталанасси, шĕвĕрккесем спортпа туслашасси те ача садĕнче чухнех «çырăнма» пуçлать иккен. Тĕрĕсрех палăртсан, шкулти пулас спортсменсем кунтах пуçламăш утăмсене тăваççĕ. Футболла тата баскетболла выляма хăнăхаççĕ. Çакна валли урамра ача-пăча лапамĕнче пĕтĕм майсене туса панă. Ушкăнăн-ушкăнăн тупăшма та пулать. Тавăтсем физкультура енĕпе те вăйлă пулнине темиçе çул каялла республика шайĕнчи «Малышиада» спорт вăййинче те çирĕплетсе панăччĕ. Вĕсем республикăри ача сачĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕччĕ. Çакă вара тăрăшмасăрах пулмасть-ха. Шĕвĕрккесене пĕчĕкренех ку тĕлĕшпе çирĕплĕхе хăнăхтараççĕ. Физкультура занятийĕсем ятарлă тумпа çеç иртеççĕ. Ачасем унта чешкипе тата шортипе, футболкăпа çÿреççĕ. Пĕчĕк спортсменсене тупса палăртассипе вара Алина Геннадьевна чăн-чăн профессионалах ĕнтĕ. Вăтам тата вăрăм инçĕшсене çăмăллăнах парăнтаракан Хитекушкăнь хĕрĕ Тавăтри шкултан вĕренсе тухнă. Волгоградри физкультура институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Хирлеппуçĕнчи, Ураскилтри шкулсенче ачасене спортпа туслаштарнă. Пĕр вăхăт район больницинче сиплев физкультури енĕпе специалистра та тăрăшнă. Те шăпи çавăн пек тухнă - пурнăç çулĕ хĕрарăма Тавăтри ача садне илсе çитернĕ. Паян вăл воспитатель тивĕçне пурнăçланипе пĕрлех сас паллисем калассипе хăш-пĕр йывăрлăхсем сиксе тухнă ачасемпе те ĕçлет, логопед пулса пĕчĕккисен чĕлхине уçать.
- Паян ача садĕнчен кайса урăх профессипе ĕçлеме пултаратăр-и? - шĕкĕлчетĕп эпĕ.
- Паллах, çук. Эпĕ телейлĕ çын, ĕçе яланах тулли кăмăлпа килетĕп. Тепĕр япалана та палăртассăм килет, ача сачĕсенче ыттисенчен уйрăлса тăракан çынсем ĕçлеççĕ, вĕсен çак професси чунра пурăнать. Воспитатель ĕçĕ вăл - хăйне евĕрлĕ диагноз. Урăхла эпир пулма та пултараймастпăр, - пĕлтерет йăл куларах çинçерех пÿ-силлĕ пысăк опытлă педагог. Ăна вара юлашки вăхăтра пăшăрхантаракан пĕр япала пур-ха. Компьютер технологийĕсем вăйлă аталаннăран-ши, ашшĕ-амăшĕ ытларах кĕсье телефонĕсем çинче ларнăран-ши ачасене çывăх çыннисен ăшши çитменни палăрать иккен. Çакă шĕвĕрккесем ытларах ачашланма тăрăшнинче сисĕнет-мĕн.
Алина Геннадьевна Комиссаровăн ĕçне ĕçтешĕсем анчах мар, кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕ те пысăка хурса палăртнă. Хăйĕн чĕрине ачасене парнеленĕ этемлĕхĕн черчен пайĕ регион пуçлăхĕн Грантне тивĕçнĕ.
Э.ЭЛИНА.