Выльăх чирĕпе кĕрешес ăсталăха туптарĕç
Çак кунсенче Ехремкасси тăрăхĕнче выльăх-чĕрлĕхĕн уйрăмах хăрушă чирĕсене тупса палăртнă вырăна пĕтерессипе ведомствăсем хушшинче командăпа штаб вĕренĕвĕсем вĕçленчĕç. Асăннă мероприятисене ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕхĕн инфекци чирне сарма чарассипе патшалăх влаçĕн органĕсем тата ветеринари службин специалисчĕсем мĕнле хатĕр пулнине пĕлме ирттернĕ.
Çакăн йышши вĕренÿсем ведомствăсем хушшинчи çыхăнăва тата ял хуçалăхĕнчи выльăхсен биологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине çирĕплетме пулăшаççĕ. Инфекци чирне тупса палăртмалли мелсемпе мĕнле усă курни тата инфекци вучахне пĕтересси çине, тĕрлĕ регионсенчи ветеринари службисем хăйсен ĕçне йĕркелесе пырасси çине, çавăн пекех персонала чир-чĕртен сыхланмалли тата малта пыракан технологисене вĕрентесси çине ытларах тимлĕх уйăрнă.
Мероприятие Элĕк округĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев, Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, Раççей Федерацийĕн кÿршĕ субъекчĕсенчи администрацийĕсен тата профильлĕ ведомствăсен ертÿçисем хутшăннă. «Çак вĕренĕве чи малтанах кÿршĕ регионсенчи ĕçтешсемпе пĕрле хăрушă чире тупса палăртма тата чир-чĕре пĕтерме ирттеретпĕр. Пур службăпа та пĕрле пурнăçланакан пĕрлехи ĕç çеç ял хуçалăхĕнчи хăрушлăха пĕтерме тата çын сывлăхне сыхласа хăварма май парать», - палăртнă Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин.
Мероприятие Элĕк муниципаллă округăн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттармалли тата пĕтермелли пĕрлехи патшалăх тытăмĕн вăйĕпе хатĕрĕсене, Чăваш Енри тĕп ветеринари тата чĕр чунсене хÿтĕлекен службăсен специалисчĕсене явăçтарнă. Унсăр пуçне ЧР Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тĕп Управленийĕн, ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн, ЧР ШĔМ тата Ял хуçалăх надзорĕн, Айăплава пурнăçлакан федераци службин, Раççей гвардийĕн Управленийĕн тата Чĕмпĕр облаçĕн, Мари Эл, Тутар, Мордва республикисен представителĕсем хутшăннă.
Вĕренÿри сценарипе килĕшÿллĕн, Элĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин «вĕри линине» Ехремкассинчи пĕр хуçалăхра сурăх вилни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Специалистсем вырăнта сурăха пăхнă хыççăн кавлекен выльăхăн чумин паллисене тупса палăртнă: куç-сăмсаран юхнă, куç хупанки шыçнă, лăймака чирĕсем пулнă. Кил хуçи Чул хула облаçĕнчен интернет урлă 3 сурăх туяннă иккен, вĕсен ветеринари докуменчĕсем пулман. Пĕр сурăхĕ вилнĕ, иккĕшне вара документсемсĕр какая янă, Мари Элти, Чĕмпĕрти, Мордвари тата Тутарстанри тăванĕсене валеçсе панă. Лабораторинче тĕрĕслев тунă хыççăн какайра кавлекен чĕр чунăн чуми пулнине тупса палăртнă.
Практика ĕçне тĕп патшалăх ветеринари инспекторĕ ертсе пынă. Вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕ ятарлă службăсем выльăх-чĕрлĕхĕн уйрăмах хăрушă чирне еплерех тупса палăртса ăна пĕтерни, пробăсене тĕрĕс илсе ăна лабораторие ăсатни, чирлĕ выльăха утилизацилени, выльăх выртнă вырăна дезинфекцилени, ăсталăха ÿстерни, информаципе паллаштарни, ведомствăсем тата регионсем хушшинчи çыхăну, çавăн пекех пурлăхпа техника тата дезинфекци хатĕрĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслесси пулнă. «Пирĕн округ халăх сывлăхĕпе тата выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă кирек епле хăрушлăха та çийĕнчех татса пама пултарнине çирĕплетсе пачĕ», - тенĕ округ пуçлăхĕ Александр Терентьев. Вĕренÿре Элĕк муниципаллă округ халăха эпидеми хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăннă хăрушлăха сирсе ярассине тивĕçлĕ шайра туса ирттернине палăртнă.
Вĕренÿ профильлĕ службăсен ĕçне хак пама пулăшнă, чрезвычайлă лару-тăрура ĕç пахалăхне лайăхлатнă.
В.НИКИФОРОВА.