Вырма техники тĕрĕслев витĕр тухать
Уй-хире вырма техникине кăлариччен шутлă кунсем юлчĕç. Аграрисемшĕн яваплă тапхăр пуçланать. Çавна май округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата уйрăм çынсем комбайнсене, тырă тасатакан тата типĕтекен агрегатсене ĕçе хатĕрлеççĕ.
Кăçал муниципалитетра пĕрчĕллĕ тата пăçра йышши культурăсене 8906 гектар çинчен пухса илмелле. Округри патшалăх техника тĕрĕслевĕн инспекцийĕнче тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсене 30 ытла регистрациленĕ. Кунта уйрăм çынсен комбайнĕсем те кĕреççĕ.
Хальхи вăхăтра хуçалăхсем тата уйрăм çынсем вырма техникине çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн ятарлă техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Ку чухне техника юсавлăхĕ çине тимлĕх уйăрнипе пĕрлех пушар сÿнтермелли хатĕрсем – огнетушительсем, кĕреçе, хăйăр тата шыв савăчĕсем – пуррине тĕрĕслетпĕр.
Июлĕн 11-мĕшĕнче «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма техникин юсавлăхне тĕрĕслерĕмĕр. Хуçалăхра пилĕк хăватлă комбайн шутланать. Вĕсенчен пĕрне - «КЗС-1218 - Брянсксельмаш» комбайна кăçал кăна туяннă. Специалистсем техникăна вырма ĕçне пуçарма хатĕрлесе çитернĕ. Вĕсен яваплăхĕнчен ĕç ăнăçлăхĕ килнине кашниех ăнланать.
Çавăн пекех С.П.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕнче, «Алмаз» хуçалăхра комбайнсем тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухрĕç. Уйрăм çынсем те ку енĕпе пуçарулăх кăтартрĕç. Çитес кунсенче вырма умĕнхи техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларассипе ĕçсене вĕçлеме палăртатпăр. Округри вырма ĕçĕсем хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнса тата тухăçлă иртессе шанатпăр.
Александр ФЕДОРОВ,
Элĕк округĕн патшалăх инспекцийĕн начальникĕ.