Хаксем ÿсрĕç
Октябрĕн 1-мĕшĕнчен электроэнергишĕн, газшăн тата коммуналлă хытă каяшсемшĕн тÿлемели хаксем пысăкланчĕç.
Республикăра вăя кĕнĕ улшăнусем пирки Патшалăхăн конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен служба ирттернĕ брифингра тариф службин ертÿçи Сергей Егоров каласа кăтартнă.
Тарифсем кашни çулах ÿснĕ, анчах ку хутĕнче вĕсем, уйрăмах коммуналлă пулăшупа çыхăннисем, пысăкрах. Акă çут çанталăк газĕ 81 пуслăх хакланать - 9,11 тенкĕпе танлашать. Электроэнергин пĕр киловатт-сехечĕшĕн хулари электроплитасăр çуртсенче пурăнакансем 5,6 тенкĕ тÿлĕç, электроплиталлисем тата ял çыннисем - 3,92 тенкĕ. Коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнăшăн тÿлемели тарифсем çапларах пулĕç: нумай хваттерлĕ çуртрисен - 139,55 тенкĕ, уйрăм çуртсенче пурăнакансен - 149,85 тенкĕ. Аса илтеретпĕр: унччен 62,73 тата 60,62 тенкĕ пулнă.
Сергей Федорович Чăваш Енре хаксем пысăк маррине палăртнă. Тĕслĕхрен, хытă каяшпа çыхăннисем Атăлçи округĕнче чи пĕчĕккисем. Çавăн пекех газшăн, ăшăшăн, электроэнергишĕн пĕчĕк виçепе тÿленĕ. Тарифсем ÿсни ЖК тăкакĕсем пысăкланнипе çыхăннă: отрасль усă куракан энергоресурссем, материалсем, ытти хакланнă. Унсăр пуçне ĕçшĕн тÿлемелли чи пĕчĕк виçе хăпарнă. Предприятисен шыв пăрăхĕсене тата ытти объекта юсассипе çыхăннă ĕçĕсене тÿрре кăлармалла. Апла тăк тÿлевсене пысăклатни вырăнлă пулнине палăртнă ертÿçĕ.
Экологи министрĕн çумĕ Ольга Александрова каланă тăрăх, коммуналлă хытă каяшсен çулталăкри нормативне çапларах çирĕплетнĕ: нумай хваттерлĕ çуртсен - 2,0002, уйрăм çуртра пурăнакансен - 2,1478 кубла метр. Уйăхри тÿлев хакне çак нормативран шутласа параççĕ. Ку отрасльти инфратытăма çĕнетес ĕç те вăй илсех пырать. Акă пĕлтĕр Канашра çÿп-çапа тирпейлекен комлекс хута кайнă. Унта виçĕ округран хытă каяш илсе килеççĕ. Çулталăкра 30 пин тонна çÿп-çапа тирпейлеççĕ. Кунашкал комплекссем тата пулĕç. «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2030 çул тĕлне республикăри пĕтĕм çÿп-çапа уйăрса пухас ĕçе йĕркелеме палăртнă.
ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Алексей Григорьев пĕлтернĕ тăрăх, пĕчĕк тупăшлисем хваттершĕн тÿлес енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Вĕсен йышне çаксем кĕреççĕ: сусăрсем, çар ветеранĕсем, пуç хунă салтаксемпе офицерсен çемйисем, ял специалисчĕсем (вĕрентÿ, медицина, культура, ветеринари службин, социаллă ĕçченсем), ЖКУ тăкакĕсен калăпăшĕ 22 процентран иртекенсем, нумай ачаллисем, 70-80 çултан иртнĕ граждансем. Ăна илес тесен вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне е нумай функциллĕ центра каймалла. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та заявка тăратма пулать. Тĕслĕхен, кăçал çак пулăшупа 272 пин çын усă курнă.
Андрей МИХАЙЛОВ.