Хамăр патра кăларнă тавар пахалăхĕ пурне те тивĕçтерет
Округра çынсене ĕçпе тивĕçтересси çине питĕ пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă та çынсем хăйсене кăмăллакан ĕç вырăнĕсем тупаççĕ. Усламçăсем те ку енĕпе пулăшаççĕ. Паянхи кун ĕçлес текен çынсемшĕн тĕрлĕ мелсем сĕнеççĕ. Кăмăл кăна пултăр.
Кăçалхи май уйăхĕн вĕçĕнче округ центрĕнче чылайăшĕ пĕлекен «Надежда» магазин пулнă вырăнта «Е-КОМ РЕТЕЙЛ» пĕрлешÿ çĕвĕ цехĕ уçрĕ. Унта халĕ ĕç вĕресе çеç тăрать. Çĕвĕçĕсем флисран ачасем тата яш-кĕрĕм валли ăшă тумтир çĕлеççĕ. Цехра нихăçан та шăп пулмасть, вĕсенче яланах çĕвĕ машинин сасси илтĕнет. Кашни кун çавăн пек. Мĕн пур ĕçе технолог йĕркелесе пырать. Светлана Егоровна палăртнă тăрăх, çĕнĕ йышши оборудованисем вырнаçтарни ĕçе самаях çăмăллатать.
Пĕрремĕш хутра касмалли цех вырнаçнă. Кунта иккĕн тăрăшаççĕ. Умра - тем пысăкăш сĕтел. Çак сĕтелтен пĕтĕм «асамлăх» пуçланать те. Саккаспа килĕшÿллĕн закройщиксем пусмана сĕтел çине тăсса хураççĕ те ĕçе пикенеççĕ. «Продукци пахалăхĕ малтанах касмалли цехра ĕçлекенсен яваплăхĕнчен нумай килет. Ку чухне вара питĕ тимлĕ пулмалла: цехран юрăхсăра тухнă япала тухмасть-и, ку е вăл тавар чăнлăхпа килĕшсе тăрать-и?» - ĕç-хĕлпе паллаштарать производство ертÿçи Геннадий Архипов. Тĕрĕслесе тухнă хыççăн каснă хатĕрсене иккĕмĕш хутра ларакан çĕвĕçсем патне илсе çитернине пĕлтерет.
Çĕвĕ цехĕн ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе иккĕмĕш хута хăпаратăп. Кунта пĕри тепринпе ăмăртнă пек çĕвĕ машинисем сасă кăлараççĕ. 9 çĕвĕç хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать. Склад заведующийĕ Надежда Данилова цехра ĕçлекенсене мĕн пур хатĕрпе тивĕçтерсе тăрать. Çĕвĕ машини аркансан е çип чăхăмлама тытăнсан Радомир Павлов слесарь-наладчик техникăна çийĕнчех ĕçлеттерме тытăнать.
Ертÿçĕсем халăха ĕçлеме мĕн пур услови туса панă. Кунтах апатланмалли пÿлĕм, çуртăн икĕ хутĕнче те хăтлă тата таса, ĕçе автоматизациленĕ. Ял çыннине урăх мĕн кирлĕ; Ĕç укçине вăхăтра тÿлеççĕ. Тăрăшса ĕçлемелли кăна юлать.
Çĕвĕ хыççăн çĕвĕ, çип хыççăн çип. Машинăсем çинчи вун-вун йĕп пĕр харăс шаккаса пĕр кĕвве пĕрлешеççĕ. Çакă никам та ĕçсĕр ларманнине, кашни маçтăр пысăк пахалăхлă япала тунине пĕлтерет. Юнашарах тепĕр пÿлĕм вырнаçнă - хатĕр продукцие чĕркесе тата тирпейлесе хумалли цех. Кунта тăрăшакансен яваплăхĕ уйрăмах пысăк. Вĕсем кашни япалана тепĕр хут тĕплĕн тĕрĕслеççĕ, япалана мĕнле пусмаран тунине, мĕнле çумаллине пĕлтерекен маркировка çĕлесе хураççĕ тата унта «тĕрĕс паллă» текен этикеткăна çыпăçтараççĕ. Унтан вара ятарлă хутаçа тирпейлесе хурса склада яраççĕ. Тумтире хулана илсе каяççĕ. Складра япаласем нумай выртмаççĕ, вĕсене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне ăсатаççĕ.
«Лайăх та пахалăхлă продукци туса кăларма çăмăлах мар. Апла пулин те умри тĕллевсене пурнăçласах пыратпăр. Пусмана каснинчен пуçласа утăм хыççăн утăм туса хатĕр япала туса кăларатпăр пĕрлехи вăйпа. Çак пархатарлă ĕçре çĕвĕ цехĕнче тăрăшакан кашни çыннăн тÿпи пур. Хамăрăн ассортиментпа ĕç калăпăшне татах вăйлатас ĕмĕтпе пурăнатпăр», - каласа парать çĕвĕ цехĕн генеральнăй директорĕ Анастасия Михайлова.
Çакна та асăнса хăварас килет. Хамăр тăрăхра çĕленĕ тумтире Wildberries тата Ozon маркетплейссенче те туянма пулать иккен. Кунта вара мăнаçланмалли пурах! «TAVAkids» тавар маркиллĕ çипуç ытти сутуçăсенчен пахалăхĕпе те, хакĕпе те лайăх енĕпе уйрăлса тăрать.
Округри çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕвĕ цехĕнче тăрăшакансем ĕçе тулли кăмăлпа килни, яваплăха туйса вăй хуни ĕç тухăçлăхне те, пахалăхне те ÿстерет.
Тепĕр саманта палăртса хăварма кăмăллă. Сентябрĕн 10-20-мĕшĕсенче Пĕрлештернĕ Араб Эмирачĕн Абу-Даби хулинче иртнĕ Тĕнче первенствинче пирĕн ентеш Доминик Григорьев тай боксĕн ăмăртăвĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Унта кайма çĕвĕ цехĕн ертÿçи Анастасия Владимировна мăшăрĕпе пĕрле çамрăк боксера спонсорла пулăшу кÿнĕ. Михайловсен çынна ăнланма пĕлни çак пархатарлă ĕçре те курăнать. Çавăнпах пулĕ вĕсене çĕвĕ цехĕнче ĕçлекенсем те хисеплеççĕ.
Вера МОРОЗОВА.