Хăрушсăрлăх малти вырăнта пулмалла
Элĕк муниципаллă округра кăçалхи пĕрремĕш хут Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Вăл çĕнĕ форматпа пулчĕ. Информаци ушкăнĕсем Мăн Вылă, Ураскилт тата Мăн Ямаш ялĕсенче халăхпа тĕл пулса кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.
Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Евгений Таланов ертсе пыракан пĕрремĕш ушкăн Мăн Ямаш ялĕнчи халăхпа тĕлпулу ирттерчĕ.
Округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан - Управлени начальникĕ Андрей Горшков, Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Марина Сергеева, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Марушин, округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх па-йĕн начальникĕн çумĕ Николай Малинов ертсе пыракан ушкăн Мăн Вылă салинче Информаци кунĕнчи ыйтусене пăхса тухрĕ.
Округ пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăхĕ тата экологи пайĕн начальникĕ Лидия Никитина, строительство, ял хуçалăхĕ тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Алексей Кириллов, сахал тупăшлă çемьесене регистрацилессипе ĕçлекен уйрăмăн начальникĕ Алена Семенова, Элĕкри газ участокĕн начальникĕ Петр Игнатьев, округри пушар надзорĕн патшалăх инспекторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лев Прокопьев ертсе пыракан ушкăн вара Ураскилт салинче пурăнакан халăхпа тĕл пулса калаçрĕ.
Тĕлпулура округра тата республикăра пулса иртекен лару-тăрăва пăхса тухрĕç. Вăл шутра хăрушсăрлăх та, халăха пурăнмалли хăтлă условисем туса парасси те. Информкунра калаçу йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе, хĕллехи вăхăтра çулсене пăхса тăрассипе, интернетпа, пушар тата газ хăрушсăрлăхĕпе, халăха социаллă пулăшу памалли мерăсемпе çыхăннă ыйтусем тавра пулчĕ.
Çамрăксем хушшинче экстремизма хирĕç кĕрешесси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Çавăнпа та терроризм идеологине хирĕç тăрассипе кирлĕ мерăсен тухăçлăхне ÿстересси çине те тимлĕх уйăрчĕç.
Пушар тата газ хăрушсăрлăхне уйрăмах хĕллехи вăхăтра пăхăнса пурăнмалла. Пĕлтĕр пирĕн округра пурĕ 18 пушар тухнă. Кăçал вара çулталăк пуçланнăранпа пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманран 2 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă. Кунта çакна палăртса хăварни вырăнлă. Пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр округра нумай ачаллă çемьесем, инвалидсем тата ватăсем пурăнакан кил-çуртра пушар тухнине систерекен 364 извещатель лартса панă. Кăçал та нумай ачаллă тата йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсене, кăмака хутса пурăнакансене пулăшмалла.
Газпа усă курнă чухне те асăрхануллă пулмаллине пĕр самант та манмалла маррине, газ плитисене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçармалла маррине тата вĕсене чÿрече каррипе е çунма пултаракан япаласемпе юнашар вырнаçтарма юраманнине те сÿтсе яврĕç.
Халăха пурăнмалли кил-çуртпа коммуналлă пулăшусемшĕн илмелли социаллă пулăшу мерисем те интереслентерчĕç. Кăçал фиксациленĕ тÿлев 1670 тенкĕпе танлашать.
Хĕллехи вăхăтра йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси кашни ял-саларах çивĕч тăнине, çакă «Экологи хăтлăхĕ» наци программипе пурнăçланса пынине палăртрĕç Пĕрлехи информаци кунĕнче. Республикăра йăлари хытă каяшсене тиесе каяссипе «Ситиматик Чувашии» пĕрлешÿ яваплă. Кирлĕ мар хытă каяша графикпа килĕшÿллĕн тиесе каяççĕ. Анчах та ял çыннисем хăш-пĕр чухне графика пăснă тĕслĕхсем пулнине кăмăлсăр пĕлтерчĕç. Информушкăна ертсе пыракансем çакă тĕрлĕ лару-тăруран килнине каларĕç. Çанталăк условийĕсем япăх пулнипе, техника арканнипе, маршрутсем нумайланнипе сăлтавларĕç. Элĕк муниципаллă округра пурĕ 315 контейнер лапамĕ тата 595 контейнер шутланать.
Кĕçĕн Тукташ ялĕнче пурăнакансем йăлари каяшсене пухмалли контейнерăн виткĕчĕ арканнине, çил-тăманлă çанталăкра, çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те, кирлĕ мар ăпăр-тапăр урам тата анкарти тăрăх вĕçнине пĕлтерчĕç. Ку ыйтăва та пăхса тухма шантарчĕç Информушкăна ертсе пыракансем. Мăн Вылăран Мăн Тукташ патне каякан çула иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тунине, вăл унтанпа чылай япăхланнине пĕлтерчĕç ку тăрăхра пурăнакансем. Ачасене садике тата шкула çÿреме хăрушлăх кăларса тăратнине те асăрхаттарчĕç. Çавăн пекех ялсенчи пушă ларакан тата хуçасăр кил-çурта пăхса тăрас ыйту та çивĕч пулчĕ.
Çул-йĕре тасатнă чухне тăкăрлăксенче виçкĕтеслĕхсем тăрса юлни инкек патне илсе çитернине те палăртрĕç ял çыннисем. Пĕрлехи информаци кунне ертсе пыракансем кашни ыйту çине тивĕçлĕ хурав пачĕç, хăшĕ-пĕрисене шута илсе çитес вăхăтра татса парассине шантарчĕç.
Вера МОРОЗОВА.