Хăтлăхшăн сасăлатпăр
«Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» Наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ обществăлла территорисене аталантарса граждансен хăтлăхне ÿстересси. Çак ĕçе вара ял-салара, хулара пурăнакансем тÿрремĕнех хăйсем те хутшăнма пултараççĕ. Чи малтанах граждансем усă куракан обществăлла хутлăх шутне мĕн кĕнине уçăмлатар-ха. Асăннă хутлăх шутне лапамсем, урамсем, çыран хĕррисемпе скверсем, парксемпе пурте усă куракан ытти территорисем кĕреççĕ. «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ 2030 çул тĕлне çакăн пек территорисен хăтлăхне 1,5 хут ÿстермелле тата хăтлă хула хутлăхĕллĕ хуласен шутне 80 процента çитермелле.
Паян Раççей Федерацийĕн Правительстви регионсемпе пĕрле ку енĕпе ĕçе тухăçлă йĕркелесе пырать. Асăннă наци проектне пурнăçа кĕртсе иртнĕ çулсенче 19,8 пин обществăлла хутлăха тата 29,5 пин нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене хăтлăх кĕртнĕ.
Çулсеренех апрель-май уйăхĕсенче Раççейре хăтлăх кĕртмелли объекта палăртас тĕлĕшпе онлайн сасăлав пырать. Çак мероприяти вара кашни çыннах пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре суйлама, регион, муниципалитет аталанăвне хăйĕн тÿпине хывма май парать. Çак мероприятие йĕркелесе ирттерессишĕн федераци шайĕнче РФ Строительствăпа Цифра министерствисем яваплă.
Сасăлава 14 çултан аслăрах мĕнпур çыннăн хутшăнма май пур. Элĕксем кăçал «Тури чăвашсен культурипе йăли-йĕрки» этнопаркăн пĕрремĕш пайĕн иккĕмĕш тапхăрĕшĕн - этнопаркăн тулаш енне тата «Юмах паркне» хăтлăх кĕртессишĕн сасăлаççĕ. Проекта 2024 çулта пурнăçа кĕртме патшалăх укçа-тенкĕ уйăртăр тесен Элĕк муниципаллă округра пурăнакансен майăн 31-мĕшĕччен 1595 сасăран кая мар пуçтармалла. Майăн 4-мĕшĕ тĕлне вара округра пĕтĕмпе 1007 çын сасăланă.
Хальлĕхе округра пурăнакансем Элĕк салинчи Советски урамĕнче вырнаçнă «Тури чăвашсен культурипе йăли-йĕрки» этнопарка хăтлăх кĕртессишĕн ытларах сасăланă. Проектпа килĕшÿллĕн çитес çулта унта пысăк ĕçсем туса ирттерме палăртаççĕ, бордюрсем хурса тротуарсене брусчатка сарма, йĕр-тавралла илемлетсе чечексем валли ятарлă лапамсем йĕркелеме, çутă ламписем, канма саксем вырнаçтарма, ташă валли ятарлă лапам, пысăк сцена тума шутлаççĕ.
Элĕксем 21.gorodsreda.ru сайт урлă сасăлама пултараççĕ. Онлайн сасăлав валли патшалăх пулăшĕвĕсен Пĕрлехи порталĕнче регистрациленни кирлĕ. Çавăн пекех муниципаллă округра пурăнакансене ку енĕпе волонтерсем те пулăшма пултараççĕ. Кулленех вĕсем халăх йышлă пулакан вырăнсенче, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче ĕçлеççĕ. Волонтерсем пулăшнипе сасăланă чухне юнашар кĕсье телефонĕ пулни çеç пĕлтерĕшлĕ.
«Сасăлав вĕçлениччен пĕр уйăхран та чакрĕ ĕнтĕ. Округ сăн-сăпачĕ çитес çулсенче мĕнле улшăнасси пĕтĕмпех пирĕнтен килет. 2024 çулта мĕнле территорие хăтлăх кĕртессине палăртнă чухне 14-ран пуçласа кашни çыннăн сасси пĕлтерĕшлĕ, - сасăлава хутшăнмаллине палăртаççĕ волонтерсем.
Эльвира КУЗЬМИНА.