Христос çуралнишĕн пĕрле савăнчĕç
Раштав уявĕ – православи календарĕнчи чи çутă уявсенчен пĕри. Христос çуралнă куна таса чунпа та ырă кăмăлпа кĕтсе илме тăрăшать пирĕнтен кашниех. Чиркĕве çитсе кĕлĕре тăратпăр, çурта лартса тав сăмахĕ каланă май ырă пуласлăхшăн Турăран пил ыйтатпăр.
Акă Элĕк енри чиркÿсенче те уяв кĕллисем пысăк йышпа иртрĕç. Элĕкри Туррăн Чăн Таса Амăшĕн чиркĕвĕнче литурги пулчĕ. Виктор Муравьев настоятель Христос çуралнă çутă кунпа тĕне ĕненекенсене саламларĕ, тăнăç пурнăç, çемьере ырăлăх сунчĕ. Виктор атте Мускав тата Руç патриархĕн Кирилăн, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕн Савватийăн саламлă çырăвĕсене вуласа пачĕ.
Раштав уявĕ ачасемсĕр иртмест. Чиркÿ çумĕнчи Вырсарни шкулне çÿрекенсем çулсеренех чи çывăх çынсене - ашшĕ-амăшне, кукамайсемпе асаннесене, вĕрентекенсене уяв концерчĕпе савăнтараççĕ. Хальхинче те шкулăн хăтлă пÿлĕмĕ ачасен сассипе тулса ларчĕ. Куракансем умне Пирĕшти пек шурă тум тăхăннă хĕрачасем, вĕсемпе арçын ачасем тухса тăчĕç. «Паян эпир Христос çуралнине паллă тăватпăр, йĕри-таврари илемпе киленетпĕр!» - терĕç вĕсем пĕрин хыççăн тепри сăвă йĕркисене каланă май. Юрăсем янăрарĕç, юмахри сăнарсем Раштав çинчен каласа пачĕç. Кашниех хăйсене шанса панă роле ăста калăплама тăрăшрĕ. Вырсарни шкулне çÿрекен ачасемпе пĕрле Элĕк шкулĕнчи 2-мĕш» «а» класра вĕренекенсем уява илем кÿчĕç. Элĕкри «Çăлкуç» ача садне çÿрекен Варя Леонтьева куракансене пĕрре кăна мар хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме ĕлкĕрнĕччĕ. Халĕ те хăюллăнах сăвă йĕркисене пурне те килĕшмелле вуланипе тыткăнларĕ.
Уяв яланхи пекех пухăннисен кăмăлне кайрĕ. Виктор атте пĕчĕк артистсене те, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне те тав сăмахĕ каласа саламларĕ, ачасене пылак парнесемпе хавхалантарчĕ.
Çак кун Элĕк чиркĕвĕнче ачасен тепĕр ушкăнĕ те хăнара пулчĕ. Хальхинче Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕ çумĕнче вĕренÿпе тренировка ирттерекен Çĕнĕ Шупашкарти çамрăк спортсменсем кĕрсе курчĕç салари паллă вырăна. Ачасене чиркÿ историйĕпе паллаштарчĕç, Раштав уявĕ çинчен каласа пачĕç. Çавăн пекех уявпа çыхăннă пĕчĕк парнесемпе пылак çимĕçсем те вĕсен кăмăлне çĕклерĕ.
Надежда ИВАНОВА,
вĕрентекен.