Хуçалăхсем уяр кунпа тухăçлă усă кураççĕ
Вырма тапхăрĕнче ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çавăнпа та патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕнче вăй хуракансем ку чухне хуçалăхсене тухса комбайнсене тата тырă турттаракан техникăна тĕрĕслеççĕ.
Сентябрĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енри патшалăх техника надзорĕн начальникĕ Владимир Димитриев Элĕк округĕнче пулчĕ. Вăл Элĕк округĕн пуçлăхĕпе Александр Терентьевпа тата муниципалитетри патшалăх инспекцийĕн начальникĕпе Александр Федоровпа «Новый путь» ял хуçалăх кооперативне тата Сергей Волков хресчен-фермер хуçалăхне çитсе вырма ĕçĕсемпе паллашрĕ. Уйрăмах вырăнти техника юсавлăхĕ çине тимлĕх уйăрчĕ. Владимир Павлович палăртнă тăрăх, техника юсавлăхĕ тата салонта пушар хăрушсăрлăхĕн хатĕрĕсем пулни пĕлтерĕшлĕ. Инспекторсем техника тĕрĕслевĕ ирттернĕ чухне тормоз тытăмне, руль ĕçленине, электрохатĕр юсавлăхне тимлĕх уйăраççĕ. Механизаторсен яваплăхĕ те пысăк. Вĕсен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, çумра яланах удостоверени тата автомашина докуменчĕсем пулмалла.
Вырма вăхăтĕнче кашни уяр кунпа туллин усă курма тивет. Юлашки вăхăтра ытларах çумăрлă тăнăран комбайнсем хире тухма пултараймарĕç. Ĕнерхи куна округра тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 8907 гектарăн 66 процентне пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç 32 центрнерпа танлашать. «Новый путь» хуçалăхра вырма ĕçĕсене 4 комбайн хутшăнать. Çак кунсенче вырма ĕçĕсене вĕçленĕ, пĕтĕмпе 1600 гектар çинче тырпула пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç 32 центнер. Сергей Волков хуçалăхĕнче рапс тирпейлессипе тимлеççĕ. Унăн лаптăкĕ 420 гектарпа танлашать.
Н.СМИРНОВА.