Хуçасăр йытăсем, çул тăвасси канăç памасть
Майăн 17-мĕшĕнче Элĕк муниципаллă округ территорийĕнче черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Чăваш Республикин Ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова, Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев, Элĕкри социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Алена Семенова тата Раççейри Социаллă фондăн Элĕк муниципаллă округĕн клиент службин ертÿçи Алексей Андреев Çирĕккассинче пулчĕç. Республика тата муниципалитет представителĕсемпе тĕл пулма халăх йышлă пухăннă. Малтанах хăнасем ял çыннисене Информкунăн тĕп темисемпе паллаштарчĕç. Йăлари хытă каяшсене турттарса тухассипе çыхăннă ыйтăва хускатнă май Çирĕккассисем ялта каяшсен контейнерĕсене лартма хушма вырăн йĕркелесе пама ыйтрĕç. Сăлтавĕ - паянхи куна вĕсем чылай инçетре ларни.
- Ку енĕпе нимĕнле чăрмав та пулмалла мар. Ял çыннисемпе пĕр пулса лаптăкне палăртăр, хăвăр шухăшăра Мăн Вылăри территори уйрăмне пĕлтерĕр, - ăнлантарчĕ Александр Юрьевич.
Çавăн пекех ял çыннисене Мăн-Вылăран пуçласа Çирĕккасси ялĕнчи çул çав тери шăтăк-путăклă пулни канăç памасть. Асăннă лаптăкра тĕплĕ юсав ĕçĕсем хăçан ирттерессипе кăсăкланчĕç. Кунпа Шупашкарпа муниципалитет представителĕсем те килĕшрĕç. Асăннă çула тĕпренех юсаса çĕнетес ыйтăва иртнĕ çулсенчех хускатнине тĕпе хурса проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ, 2024 çулта ку енĕпе ĕç-пуçа пурнăçламалла. Кăçал вара шăтăк-путăка саплама палăртаççĕ.
- Мăн Вылă тăрăхĕнче юрра-ташша юратакансем сахал мар. Пире Мăн Вылăра культура çурчĕ туса парас ыйту татăлса пĕтнĕ-ши? - ыйту пачĕ Мăн Вылăри культурăпа кану центрĕн заведующийĕ Альбина Иванова.
- Ку ыйту тахçанах пирĕн тимлĕхре тăрать. Ун çинчен самантлăха та манман. Тĕрĕссипе, кăçалпа çитес çул Мăн Вылă тăрăхĕнче пысăк ĕçсем туса ирттермелле, халăхшăн пĕлтерĕшлĕ социаллă объектсене хута ямалла. Кăçал çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне тумалла. Культура çуртне тăвассине вара 2024 çулхи плана кĕртнĕ, - ăнлантарчĕ муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев.
Çирĕккассисене килсĕр-çуртсăр йытăсем çу кунĕсенче йышланса кайни пăшăрхантарать. Çакă вара выльăх-чĕрлĕх усракансене те, кайăк-кĕшĕк тытакансене те, ачаллă çемьесене те канăç памасть.
- Кăçал çуркунне чĕпсем илтĕм. Эрне хушшинче вĕсенчен пĕри те юлмарĕ, пĕтĕмпех тытса пĕтерчĕç. Сурăхсем çине миçе хутчен тапăнчĕç тата. Çавна пулах ялта çынсем чĕмсĕр выльăх йышне те палăрмаллах чакарчĕç. Ачасем çине тапăннă тĕслĕхсем тата миçе хутчен пулчĕç, - пăлханса калаçрĕç ял çыннисем.
Çакăн сăлтавне те хăйсемех уçăмлатрĕç. Пĕрисен кил хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлессине йĕркеленĕ. Ун хыççăн юлакан каяшĕсем пахчарах йăванса выртаççĕ. Çавăнта пухăнаççĕ те мĕнпур йытă. Пушă кил хуçалăхсенче вара çăвăрласа çĕнĕ ăру ÿстереççĕ.
Муниципаллă округ пуçлăхĕ ку ыйтăва хăйĕн тимлĕхне илессине пĕлтерчĕ, территорилле пай начальникне те ку енĕпе вырăнта çине тăрса ĕçлеме сĕнчĕ.
Чăваш Енри Ĕç министрĕ Алена Елизарова çу кунĕсенче ачасем тĕлĕшпе тимлĕхе ÿстерме чĕнсе каларĕ. Ачасене пĕччен шыв хĕрне яма юраманнине, ку енĕпе вĕсемпе тăтăшах ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине асăрхаттарчĕ. Çавăн пекех тимлĕхе çухатни те пушар тухасси патне илсе çитернине те шута илме сĕнчĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Алена Семенова социаллă контракт туса ĕç-хĕле йĕркелессипе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.
- Кулленех тĕрлĕ ыйту татса пама тивнĕрен пенси çулне çывхарнине те сиссе юлаймастпăр. Çавăнпа та тивĕçлĕ канăва кайиччен икĕ çул маларах хатĕр- ленме пуçламалла, - пенсие каяссипе çыхăннă ыйтăва хускатнă май ăнлантарчĕ Раççейри Социаллă фондăн Элĕк муниципаллă округĕн клиент службин ертÿçи Алексей Андреев.
Информкунăн 2-мĕш ушкăнĕ хальхинче Мăн Ямаш салинче ĕçлерĕ. Кунта Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕн çумĕ - экономика тата инвестици политикин пай начальникĕ Лидия Никитина, Шĕмшеш территори пайĕн начальникĕ Ирина Иванова, Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Вячеслав Ефимов, Элĕкри газ службин мастерĕ Алексей Степанов пулчĕç. Калаçу Мăн Ямаш шкулĕнче иртрĕ.
Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Лидия Никитина кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ял çыннисен йăлари хытă каяшсене ятарлă контейнерсене пухмалли, уншăн çирĕплетнĕ йĕркепе тÿлесе тăмалли çинчен аванах пĕлеççĕ, анчах та кулленхи пурнăçра тăтăшах татса памалли ыйтусем çуралаççĕ. Шăпах вĕсене уçăмлатма тăрăшрĕç те тĕлпулура. Акă, хальхинче те çÿп-çап контейнерне вырнаçтарнă чухне мĕне шута илмелли тата ун йĕри-тавралли вырăна камăн тирпейлесе тăмалли çинчен ыйтрĕç ял çыннисем. Лидия Михайловна пĕлтернĕ тăрăх, контейнер вырнаçтармалли лапамсене, ун патне ятарлă машина кĕмелли çула тăвассипе паянхи кун вырăнти территори пайĕ ĕçлет. Кунсăр пуçне контейнерсем çывăхинчи лапамсене тасатма çынсене ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă явăçтараççĕ. Информкуна хутшăнакансем ял çыннисене хăйсене те тирпейлĕрех пулма чĕнсе каларĕç. Акă, шкултан инçех мар вырнаçнă райпо магазинĕ çумĕнче çÿп-çап саланса выртать, кĕл купи çинче кĕленче таврашĕ йăванать. Юнашарах ачасен спорт лапамĕ пулнине шута илсен ку ÿкерчĕн пачах та килĕшÿсĕр.
Лидия Никитина çуллахи вăхăтра çынсен шыв-шур çинче асăрхануллă пулмалли çинчен каласа пачĕ. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса çулсеренех муниципаллă округра ятарлă специалистсене явăçтарса Элĕк тăрăхĕнчи пĕвесемпе юхан шывсене тĕрĕслеççĕ. Акă, кăçал водолазсем Прашкушкăнь, Мăн Шĕвĕш, Кĕçĕн Тăван, Тури Выла, Анаткас Çулавăç тата Анаткас Сурăм ялĕсенче тата Элĕк округĕн администраци çурчĕ çумĕнчи пĕвесене çÿп-çапран тасатрĕç. Кунсăр пуçне Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче кунсеренех бассейн ĕçлет.
Газпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалли çинчен Алексей Степанов каласа пачĕ. Газ службин специалистчĕсем килсерен çÿресе çынсемпе профилактика ĕçĕсем йĕркелени, тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерни питех те кирли çинчен ăнлантарса пачĕ. Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Вячеслав Ефимов учреждени ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Хамăрăн çывăх çынсем çине тимлĕх уйăрма манас марччĕ. Ачисем пур çĕртех ашшĕ-амăшĕ пĕччен тăрса юлни чуна ыраттарать», - терĕ Вячеслав Михайлович.
Тĕлпулăва пухăннă çынсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене çĕклерĕç. Сĕт хакĕ тивĕçтерменни, пуçарулăх бюджечĕпе усă курса çулсем тăвасси тата ытти çивĕч ыйтусем тавра пычĕ калаçу. Информушкăн хутшăнакансемпе уйрăмшаррăн тĕл пулса калаçакансем те пулчĕç.
Эльвира КУЗЬМИНА,
Марина ЛЕОНТЬЕВА.