Ялсен сăн-сăпачĕ улшăнать
Кирек хăçан та ял хулашăн тĕрев пулнă. Ăнланмалла чĕлхепе каласан, хула ялсăр пурăнаймасть. Кунта экономика вăй-халĕ те, çут çанталăк, культура пуянлăхĕ те упранать. Çав вăхăтрах хăй тĕллĕн аталанаймасть ял-сала, патшалăх тимлĕхĕ тата пулăшăвĕ кирлĕ. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ ял хуçалăх предприятийĕсен тĕрлĕ формисене тата агропромышленноç комплексне аталанма çул уçса парас, ял хуçалăх производствин тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе патшалăх шайĕнчех программăсем пурнăçа кĕреççĕ. Вĕсен шутне «Единая Россия» политика партийĕн «Раççейри ял» проектне те кĕртмелле. Асăннă парт проектпа килĕшÿллĕн яллă территорисем комплекслă майпа аталанаççĕ.
2021 çулта Чăваш Республикинче ял-салана аталанма, унти пурнăç условийĕсене лайăхлатма регионта ĕçлекен программăсемпе 5 млрд тенкĕ укçа уйăрнă. Асăннă нухрата вара муниципалитетсен чи социаллă, коммуналлă объектсене, инженери, транспорт инфратытăмне çĕнĕрен тума тата çĕнетме янă.
2021 çулта «Чăваш Республикинчи яллă территорисен комплекслă аталанăвĕ» Элĕк районĕнче патшалăх программипе усă курса сакăр шыв башнине тĕпренех юсаса çĕнетнĕ. Çак ĕçсем çине 9,1 миллион тенкĕ тăкакланă. Кунпа çеç ĕç вĕçленмен ку енĕпе, шыв уçламалли башньăсене çĕнетессипе кăçал та сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле ку енĕпе 2022 çулта 23,2 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла.
Ял-сала аталанăвĕ кунта тĕпленнисенчен, унта ĕçлесе пурăнакансенчен чылай килет. Пуçаруллисем вара хăйсем пурăнакан территорисене хăтлăх кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсен ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртме «Инициативлă бюджет» программа пулăшать. 2021 çулта халăхпа влаç пĕр пулса 37 проект ĕçе кĕртнĕ. Пĕтĕмпе çак ĕçсене 67,7 млн тенкĕ хывнă. Асăннă суммăран 51,0 млн тенки республика хыснинчен килнĕ пулсан, 8,1 млн тенкине вырăнти бюджетран уйăрнă. Ял çыннисемпе спонсорсем те ку чухне аякра тăрса юлман, 8,6 млн тенкĕ хăйсен укçине хывнă. Çапла майпа 19 ял-сала урамĕсенчи çулсене çĕнетнĕ, 9 ялта шывпа тивĕçтермелли тытăмсене юсанă, 6 масара хăтлăх кĕртнĕ. Виçĕ ялта пĕвесене юшкăнран тасатнă.
Кăçал «Пуçарулăх бюджечĕ» программăпа районта 43 проектпа ĕçлеме палăртнă. Халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртме 71 млн тенкĕ кайĕ. Асăннă укçа-тенкĕрен ытларах пайĕ каллех республика хыснинчен килĕ, ку сумма 56,8 млн тенкĕпе танлашать. Ял халăхĕ тата спонсорсем 8,7 млн тенкĕ хывĕç.
Ку чухне тепĕр саманта та палăртса хăвармалла, яллă территорисем пĕчĕк тата вăтам агропромышленноç бизнесĕ ăнăçлă ĕçлемесĕр аталанаймĕç. Çавăн пекех ялсенче çамрăксем ытларах кирли те никамшăн та вăрттăнлăх мар, производство аталанăвĕ, ялсенче транспорт инфратытăмĕ аталанса пыни – çаксем пĕтĕмпех паянхи яллă территорисен аталанăвĕн тĕп условийĕсем.
Эльвира КУЗЬМИНА.