Ӳркенмен çын пĕр кун та ахаль лармасть. Ăна валли ĕç тупăнсах тăрать. Элĕк районĕнчи Качалав ялĕнче пурăнакан Александр Петров пирки те çавнах калама пулать. Иртен пуçласа каçчен вăл выльăх-чĕрлĕхпе аппаланать. Хĕрĕх урлă каçнăскер ĕçченлĕхĕпе мĕн ачаран палăрнă. Культура тытăмĕнче те тăрăшнă вăл.