Юлăшсем пур çулшăн «макăраççĕ»
Çул-йĕр ыйтăвĕ районта пурăнакансенчен чылайăшне пăшăрхантарать. Пĕрисем çулне пачах та туманран пăшăрханаççĕ пулсан, теприсем - пур çулĕшĕн. Кун пекки те пулать иккен.
Тĕслĕхшĕн аякка кайма кирлĕ мар. Анатри Юлăш ялĕнчи Мир тата Шăплăх урамĕсенче пурăнакансем темиçе çул каяллах çул сарасси пирки сăмах пуçарнă, тĕлпулусенче тĕрлĕ шайри пуçлăхсем умĕнче ыйту çĕкленĕ. Чăнах та, «макăракансене» илтнех. 2019 çулта икĕ урама пĕрлештерекен тăкăрлăкра çула хăйăрпа тата вак чул сарса хытарнă. Июнь уйăхĕн вĕçĕнче пуçăннă ĕçе августра вĕçленĕ. Тинех Юлăшсем пылчăк çăрма пăрахатпăр тесе хаш сывласа янă. Анчах нумайлăха мар. Шел пулин те, хĕл каçсанах ку тăрăхра пурăнакансен тепĕр хуйхă пуçланнă. Пуçарулăх ушкăнĕ çырнă çырури йĕркесене илсе паратăп: «2020 çулхи çу кунĕсем тĕлне çул арканса пĕтрĕ. Çак çулхи октябрь уйăхĕнче Чăваш Сурăм ял тăрăхне ыйтупа тухрăмăр. Кунти ертÿçĕсем ăнлантарнă тăрăх, юнашар участока юсанă вăхăтра хăйăрпа вак чул турттарнă чухне нумаях пулмасть тунă çул арканнă. Чăнах та, стройматериалсене çак çулпа турттарчĕç, анчах та хăйсем хыççăн шăтăк-путăксене вак чулпа танлаштарса тухрĕç», - тесе ăнлантараççĕ ял çыннисем.
Ял тăрăхĕн хуравне малалла вулатăп. Çырура пĕлтернĕ тăрăх, вырăнти бюджетра укçа-тенкĕ çукран палăртнă çул çинче юсав ĕçĕсем ирттерессине 2021 çула планланă. Мĕншĕн çапла кутăнла пулса тухать-ха? Малтан çулне тăватпăр, кайран аркататпăр, хыççăнах юсав ĕçĕсем валли укçа шыратпăр? Пĕтĕмпех çулталăк хушшинче! Юлăшсен çулне тума та укçи-тенки сахалах кайман-çке – 1 миллион тенкĕ ытла.
Педагогика ветеранĕ Владимр Ефимов ыйтнипе çак тунтикун Юлăшсем патĕнче пултăм. Виçĕ çул каялла, тĕрĕссипе, виçĕ çулĕ август уйăхĕнче çитет, хытарнă çултан ячĕ те юлман. Вăл кун та, унччен те çумăрĕ самаях çунăран туфлипе утасси пирки шутламалли те çук. Ял çыннисем юнашарах курăк тăрăх атă-калушпа çÿреççĕ. Ялти сĕт машини шыв кÿлленчĕкĕсене сирпĕтсе кăна иртсе кайрĕ. Владимир Андреевич пĕлтернĕ тăрăх, йĕпе-сапа вăхăтĕнче ытти машинăсем ку çулпа çÿресрен тăхтаса тăраççĕ, мĕншĕн тесен ирĕлнĕ извеç вак чулĕ урапа çумне сырăнса ларать.
Юлăшсен çул ыйтăвĕ пирки вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе – Инга Игнатьевăпа калаçрăм. Ку çула «Пуçарулăх бюджечĕ» программа шучĕпе кăна йĕркене кĕртме пулассине пĕлтерчĕ. Апла пулсан кунта пурăнакансен хăйсен тÿпине хывмалла. Кунта вара пуçа ватмалли чылай. Пĕрремĕшĕнчен, ку урамсенче пурăнакансем йышлă мар, вăй çитерĕç-ши? Иккĕмĕшĕнчен, кашни виçĕ çултан пĕр лаптăк çул çинех пĕршер миллион тăкакласан çул ыйтăвне татса пама пултарăпăр-и эпир? Ял тăрăхĕнче Юлăшсем кăна мар-çке. Тен, стройматериалсен пахалăхĕ çине те тимлĕх уйăрма хăнăхмалла. Йÿнни йÿнеçтеретех тесе ахальтен каламан. Çитменнине тата кирек мĕнле ĕçĕн те гаранти тапхăрĕ пур. Хальлĕхе вара Юлăшсем ванчăк валашка умĕнче. «Çĕнĕ» çулĕ пур пек, анчах вăл çук, уйрăмах йĕпе-сапара. Çак тапхăрта тĕрлĕ инстанцисене çырусем шăрçаласа вĕсен хăйсен савăнăçне каялла тавăрма тăрăшаççĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.