Юрă-кĕвĕ çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине Элĕк енре те анлă паллă тăваççĕ. Çулсем иртнĕçем Çĕнтерÿ кунĕн пĕлтерĕшĕ тата тарăнрах та анлăрах пулса пынине кашниех туять. Вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем уяв мероприятийĕсенчен аякра юлмаççĕ, кунта хутшăнса хăйсен тÿпине хываççĕ.
Юбилей çулĕсенче Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Элĕк енри вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен коллективĕсем хушшинче смотр-конкурс ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл «Мы этой памяти верны» ятпа иртрĕ. Элĕкри Культура çурчĕн сцени çинче апрелĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 24-мĕшĕччен шкулсемпе ача сачĕсен коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Хальхинче округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕ те куракан умне тухрĕ. Жюри пайташĕсем кашни номере хакласа çĕнтерÿçĕ коллективсене палăртаççĕ. Вĕсен ячĕсене паян гала-концертра пĕлтерĕç.
Вăрçă вăхăтĕнче юрă-кĕвĕ салтаксен кăмăлне çĕклеме, хавхалантарма пултарнă. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Хальхинче те сцена çине тухакансем вăл вăхăтри кăмăл-туйăма сыхласа хăварма, куракан патне çитерме тăрăшрĕç. Ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă тематика та хăйĕн вырăнне тупрĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.