Юратнă хаçат пурнăçран юлмасть
Çĕнĕ çул уявсемпе пуçланни - ырă пулăм. Массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем, журналистсем, полиграфистсем çак кунсенче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене паллă турĕç. Ку професси уявĕсем Элĕк еншĕн те пĕлтерĕшлĕ.
Пĕчĕк пÿлĕмсенче ĕç вĕренĕ
Юратнă кăларăм - район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 94 çул та çитрĕ. Йăли-йĕрки çапла-çке. Пурнăç урапи шав малаллах каять те, хаçат та çуллансах пырать. Кунĕ-çулĕ çăмăлах килменни те паллă. Ятарлă çурт та пулман унăн. Çапла вара малтанхи ĕçченсен хаçата пичетлеме Вăрнар типографине лашапа е çуран илсе кайма тивнĕ. Редакцинче иккĕн кăна - редактор тата çыраканни çеç. Пĕчĕк форматлă хаçата виçĕ хутченех кăларма пултарнă.
Элĕкре шурă çурт çĕкленсен хаçатçăсем сывлăш çавăрса илнĕ темелле. Унта редакци, типографи те вырнаçнă вĕт. Тăвăртарах пулин те ĕç-хĕле йĕркелеме майне тупнă. Редакцин пĕчĕкрех икĕ пÿлĕм. Пĕринче Аркадий Кустиков редактор-ертÿçĕпе Ананий Иванов яваплă секретарь пулни асрах. Иккĕмĕш пÿлĕмĕнче вара - журналистсем. Пысăк сĕтел тавра тăваттăн-пиллĕкĕн таранах ларса тухнăччĕ. Александр Мешков, Александр Горшков, Александр Федоров тата ыттисем те. Çума-çумăнах пулин те статья хыççăн статья шăрçаланă вĕсем. Редакци сотрудникĕсемпе юнашарах типографи ĕçченĕсем те. Цехра яра куна ĕç шавĕ. Çавăнта «çуралнă» та ĕнтĕ хаçатăмăр. Унăн страницисене (полосисене) пĕрер сас паллин (шрифтăн) тытса тултарма çăмăлах марччĕ. Кашни полосана уйрăм çын çирĕплетнĕ. Хĕрсен аллисем хуп-хура. Сăрăллă шрифтпа ĕçлеççĕ-çке вĕсем. Юрать-ха цеха наборлакан икĕ машина килчĕ. «Линотип» теттĕмĕр вĕсене. Кусене ĕçлеттерме хĕрсем ятарлă курссенчен вĕренсе килчĕç. Тăватă-пилĕк пин экземплярлă район хаçатне вулакан патне вăхăтра çитерессишĕн çĕрĕпе куç хупмасăр ĕçлени те чылай пулнă.
Условисене лайăхлатса пынă, ĕç-хĕл те вăйланнă. Редакци çуртне пысăклатса пристрой туни уйрăмах ăнăçу кÿчĕ. Кашни тинех уйрăм ĕç вырăнĕллĕ пулчĕ. Пурлăх бази вăй илсех пычĕ. Типографире пичетлекен çĕнĕ машина хушăнчĕ.
Редакцие çуран çÿренĕ
Хаçата илемлĕ, пуян содержаниллĕ тăвассишĕн полиграфистсемпе журналистсем алла-аллăн тытăнса вăй хунă тесе калас килет. Пĕрлехи ĕç ÿсĕм тума май панă. Республикăри хаçатсен смотр-конкурсĕнче темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăннă. Ăнăçу хавхалантарнă, шав малаллах чĕннĕ. Хаçат ĕçĕ-хĕлĕпе темиçе вуншар журналист, полиграфист хăйсен пурнăçне çыхăнтарчĕç. Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăни те пулнă. Пытармалли çук, çыракансем çитсех пыман. Ĕçе тытăнса пăхакансем пулнă-ха. Шел, хăшĕ-пĕрин пиçсех пĕтеймен, çапла часах сывпуллашма та тивнĕ. Ку тытăмра пули-пулми çын ĕçлейменни хытах сисĕнетчĕ. Чăнах та, урамран тытса кĕни кунта нимех те тăваймĕ. Çапла çирĕп ыйтнă хаçат ĕçĕ-хĕлĕ. Чăтăмлисем, чи пултаруллисем кăна тимленĕ редакципе типографире. Кадрсене аякра шырани те асрах. Сăмахран, Етĕрне тăрăхĕнчен Николай Пахомов, Виталий Одинцов çÿретчĕç. Вĕсем Элĕке ытларах çуран утнă.
- Эпĕ Шĕмшеше çитрĕм-ха. Çула май фермăна кĕрсе тухатăп, машинăпа трактор паркĕнче те пулăп, - тесе пĕлтеретчĕ Николай Егорович.
Вăл çул çинче кашкăрсен кĕтĕвне пĕрре кăна мар курни çинчен те хыпарлатчĕ. Тискер чĕр чунсене туяпа тĕллесе хăратма та ăс çитернĕ иккен. Александр Мешковпа Ананий Иванов Вутлантан, Николай Курцов Якунекассинчен ĕçе çуранах çÿренĕ. Журналистсем çĕрлехи вăхăтра хаçат çыххисем (подшивка) çинче выртса тăни те час-часах пулнă.
Ĕçшĕн çирĕп ыйтнă. Кашни эрнере - планерка. Унта пурин отчечĕ, ĕмĕт-тĕллевĕ, планĕ темелле. Пахалăх çине те пысăк тимлĕх уйăрнă.
- Статьясем витĕмлĕ, тĕрĕс пулччăр, кашни сăмахĕ тĕл петĕр, - тетчĕ час-часах Аркадий Кустиков редактор.
Сăпайлă ертÿçĕ хавхалантарма, шÿтлеме те пĕлетчĕ. Пушă вăхăта усăллă ирттернĕ. Камăн та пулин çуралнă кун çитнĕ-и - кăшт та пулин палăртмаллах. Ĕçпе кану юнашарах. Редакципе типографи картишне тирпейлĕ, илемлĕ тăвассишĕн тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта улма-çырла сачĕ ешернĕ. Сип-симĕс чăрăш çÿлех çĕкленнĕ. Вăл паянхи кун та хăй патне чĕнет тейĕн, символ вырăнĕнчех. Ку йывăçа Василий Петров лартса хăварнăччĕ.
Пурнăç тени малаллах каять, чĕнет те вăл. Çĕнĕрен çĕнни вара умрах. Хаçатăн паянхи технологине илсен-и - тĕпренех ырă улшăну тунă. Кăларăм 2000 çултанпа компьютер меслечĕпе калăпланать. Шупашкарти Издательство комплексĕнче пичетленет. Цифра тени хăйĕн çунатне анлă сарчĕ. Тĕпрен улшăннă саманара пурăнатпăр. Пирĕн «Пурнăç çулĕпе» хаçат шав малаллах пăхать. Элĕк ен тĕкĕрĕ пулса тăчĕ вăл, округ аталанăвне пур енлĕ çутатать, çĕнĕрен çĕннине пĕлтерсех тăрать.
Хальхи иртнисĕр пулман
Паянхи хаçатăн пурнăçĕнче ветерансен тÿпи те пур. Шел пулин те, чылайăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Вĕсене асра тытни пачах та ытлашши пулас çук. Ăнăçлăхĕ ертÿçĕрен нумай килнĕ. Кусем - Аркадий Кустиков, Леонид Владимиров, Валериан Степанов, Юрий Корнилов тата ыттисем те. Хăй вăхăтĕнче Валентина Михайлова корректорта, Лидия Павлова секретарь-машинисткăра нумай çул ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Журналистикăра Михаил Кустиков, Александр Мешков, Ананий Иванов, Николай Пахомов, Вениамин Павлов, Виталий Одинцов, Геннадий Федоров, Юлия Порфирьева, Любовь Абрамова, Ираида Иванова, Николай Ефремов пултаруллипе палăрчĕç. Ку енĕпе Эльвира Кузьминана асăнма уйрăмах кăмăллă. Вăл нумай çул ĕçлесе чăн-чăн калем ăсти пулнине кăтартрĕ, «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята та тивĕçрĕ. Типографире Фаина Константинова, Ровенна Капарова, Зинаида Семенова, Зоя Андреева, Валентина Матвеева, Роза Гаврилова, Роза Калмыкова, Зоя Петрова, Надежда Иванова, Полина Семенова, Елизавета Ананьева тата ыттисем ырă йĕр хăварчĕç.
Чи хастаррисем, пултаруллисем пирки вутра çунманнисем, шывра та путманнисем тени те пур. Шăпах çавсен шутне кĕртес килет манăн паянхи хаçат ĕçченĕсене. Кусем - Марина Леонтьева тĕп редактор, Надежда Иванова дизайнер, Светлана Павлова менеджер, Вера Морозова редактор, Олеся Сидорова тата Ирина Алексеева корреспондентсем. Пĕчĕк йыш çĕнĕлле технологипе килĕшÿллĕн ăнăçлă ĕçлет. Малашне те маттур пулăр, ĕçтешĕмсем.
Елена ТИМОФЕЕВА, пичет ĕçĕн ветеранĕ.