«Çичĕ тĕс» Фестивальте
Октябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта наци культурин регионсем хушшинчи «Çичĕ тĕс» фестиваль иртрĕ. Çак этнокультура мероприятине Чăваш Ен Халăхсен туслăх çурчĕ йĕркеленĕ. Унта 700 çын ытла пухăннă. Атăлçи федераци округĕнчи çичĕ регионти хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсемпе юрă-ташă ăстисем хăйсен пĕчĕк çĕршывĕнчи наци çи-пуçĕпе, пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Чăваш Республики тăваттăмĕш хут этнокультура е поликультура тĕп хули пулса тăчĕ, фольклор ансамблĕсене тата хореографи коллективĕсене хаваспах кĕтсе илчĕ. Пысăк йышра - Элĕкри «Валинкке» ансамбль те. Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн сцени çинче хăнасене Чăваш Ен Культура министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Кирилл Павлов тата Чăваш Республикинчи Халăхсен Ассамблеин председателĕ Лев Кураков саламларĕ. Кирилл Павлов ку фестиваль малтанхинчен кая мар иртессе шаннине пĕлтерчĕ. Вăл хальхи фольклор коллективĕсен сцена наци костюмĕсен хитрелĕхĕ, вĕсен нумай тĕсĕ çине тимлĕх уйăрчĕ. Чăваш Республикинчи Халăх Ассамблеин председеталĕ Лев Кураков кашни коллектива уйрăммăн саламларĕ, «Çичĕ тĕс» фестиваль географине анлăлатса пыма ăнăçу сунчĕ.
Фестиваль символĕ - çичĕ «çунатлă» статуэтка-чечек. Ăна фестивале хутшăннă пур артистсемпе ăстасене те пачĕç. Кăçал «Çичĕ тĕс» ырăпа чылаях палăрчĕ. Фестивале хутшăннисене дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç.
И.НИКИФОРОВ.