«Çулла! Эх, çулла!!!» акци чĕнет
Çу кунĕсем - çулталăкăн чи асамлă вăхăчĕ. Çак тапхăра ачасемпе танах аслисем те питĕ юратаççĕ. Чăннипех те куç тулли илемлĕх тыткăна илет пире.
Улăх-çаран çинчи тутлă шăршăллă чечек-курăкĕ сăмсана кăтăклать, хĕвел питтинче хĕп-хĕрлĕ пиçнĕ хурăн çырлипе çĕр çырли тутанма хистет. Çут çанталăк илемне сăмахпа пĕтĕмĕшле сăнласа пĕтерме те çук. Çитменнине тата кашни çынна çу кунĕсен тĕрлĕ пулăмĕ тыткăнлать. Пĕри шыв хĕрринче ÿкерĕнме юратать пулсан, тепри çул çÿреве тухнине, пахчара ĕçленине сăнлать. Çулла та çулталăкăн ытти вăхăчĕ пекех хăвăрт иртет.
Пурнăçри интереслĕ самантсене яланлăхах асра тытса хăварас тесе Элĕкри культурăпа кану çурчĕ «Çулла! Эх, çулла!» сăн ÿкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ. Унта хутшăнас тĕллевлисен хăйсен сăн ÿкерчĕкĕсене «ВКонтакте» тата «Инстаграм» социалă сетьсенче «Çулла! Эх, çулла!» хештегпа вырнаçтармалла.
Çак конкурса аслисем те, ачасем те хутшăнма пултараççĕ. Хальлĕхе ку енĕпе ялсенчи культура ĕçченĕсем, библиотекарьсем хастарлăх кăтартни курăнать.
(Хамăр инф.)